Пилсемпе кӗлӗсем

Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем

Ҫулталӑк йӗркине тытса пыракан йӑласемсӗр пуҫне, килте, ҫемьере, йӑхра кулленех уяса тӑракан йӗрке те пур. Вӑл шута вӑй киллинче, тур киллинче, картишӗнче ирттерекен кӗлӗсем; хӗрт-сурта, йӗрӗхсене, пирӗштисене чысланисем; чирлесен, вӗрӗлсен, вӑрӑнсан, усал ӳксен каланисем тата ыттисем тёл пулаҫҫӗ. Вӗсене ирттермелли ятарласа ҫирӗп палӑртнӑ вӑхӑчӗ ҫук, сӑлтавне кура сиксе тухаҫҫӗ кун йышши ӗҫсем. Ҫак шутах ӗҫкӗ-ҫикӗ, ниме вӑхӑтӗнче ҫирӗпленнӗ йӑласем те кӗреҫҫӗ. Кил-йышӑн кулленхи кӗллисем теме юратъ ку йышши кӗлӗсене.

Кил-йышри паллӑрах йӑласен ретне этем пурнӑҫӗпе, ӳсӗмӗпе ҫыхӑннӑ ҫак йӑласен тепӗр речӗ кӗрет: ача ҫурални, ят хуни, ачана аслӑрах ӳсӗме кӗртни; салтака е качча пани; пытарупа асӑну. Вӗсене ҫын пурӑннӑ тапхӑрти кӗлӗсем тейӗпӗр. Ҫак икӗ ушкӑнри йӑласем кирек хӑш вӑхӑтра та пулма пултараҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшне-хӑшне ҫулталӑкра пӗрре кӑна, теприсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ.

Кил-йышра кама та пулсан чир-чӗр лексен, ӗҫе тытӑнсан, ҫемье хушсан тата ытти сӑлтавпа ирттерекен кӗлӗсене, вӗрӳсене, чӗлхесене Д. Месарош «эпизодла йӑла», Г.И.Комиссаров «ӑнсӑрт е сарӑмсӑр йӑла», А.К.Салмин «харкам йӑла», В.А.Ендеров «сӑлтавлӑ йӑла» тата ыттисем урӑхла та каланӑ.

Кил-йышпа ӑру ҫыннисен йӑлисем йышлӑ, тӗрлӗрен. Несӗл пуҫӗсене, ваттисене хисеплени, ӗҫ пуҫласа ӗҫ вӗҫлени пур йышра та пӗр никӗспе йӗркеленсе пыратъ. Ҫав хушӑрах уйрӑм ӑрусен хӑйсемле кӑна йӗркесем пурри палӑрать.

Авалхи паттӑрсене, несӗл пуҫӗсене хисеплесе хывнӑ кӗлӗсене халӑхпа та, килти йышпа та каланӑ. Тӗслӗхрен, ҫулталӑкра ваттисене (вилнисене) тӑватӑ хут халӑхпа чӳкленӗ чухне малтан килти йӑлине туса ирттернӗ. Мӑнкун эрнинчи калӑма, сӑмахран, ял халӑхӗпе пӑрахнӑ, ҫав вӑхӑтрах ӑру йӗркипе ӗрет те тухнӑ, вилнисене килсерен асӑннӑ.

Чӳксен пайрӑм ячӗсем те йышлӑ. Ҫавна кура «кил уйӑрни», «хун чукӗ», «ятлӑ пӑтӑ», «путама пӑтти», «хӗрт-сурт пӑтти», «шыв нимӗрӗ», «ие нимӗрӗ» тата ытти те тӗл пулать.

Ҫумпайсем

Кил-ҫурт таврашӗнчи кӗлӗсем

Вӑй киллинчи кӗлӗсем (462-464)

Йӗрӗхе чӳклени (465-469)
Ие икерчи (470)
Ӑншӑрт туни (471)

Тӳр кӗллинчи (кӗҫӗн киреметри) кӗлӗсем (472-473)

Вупкӑн кӗлли (474-478)

Килӗш пӑтти (479)

Килӗш пӑтти кӗллисем (480-483)
Килсерен, кашни ӑру уйрӑммӑн тӑвакан чӳк (484-489)

Ятран пӑтӑ (490)

Килӗш нимӗрӗ (491)

Хӗрт-сурт пӑтти (492-510)

Путама пӑтти (511-512)

Ҫынсен пурнӑҫ тапхӑрӗн кӗллисем

Ача-пӑча пилӗсемпе кӗллисем

Ача пултӑр тесе (513-514)
Ача ҫуратас умӗнхи кӗлӗ (515-518)

Ача ҫуралсан тӑвакан йӗркесемпе сунӑмсем (519-529)

Ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнтартни (530)
Ачана чӳке кӗртни (531-532)
Ачана чӑпӑл тунӑ чухне калани (533-536)
Папак чӑкӑчӗ (537)
Ача кӗпепе ҫурални (538-539)
Ача ҫуралсан апӑс пиллени (540-544)
Кӑвапа касни (545-552)
Ача пӑтти (553-554)
Ачана ят хуни (555-559)
Ачана уйра ят хуни (560-565)
Ачаран ӗйӗ хӑвалани (566)
Ача пурӑнмасан (567-569)
Ҫемьере ачасем вилсен тунӑ чӳк (570)
Ачана тӗтӗрни (571)
Ача чӑкӑчӗ (572-578)
Сӑпка кӗлли (579)
Ача шӑлӗ ӳксен (580)

Ашшӗ-амӑшӗ ачисене ӑса вӗрентни (581-585)

Салтака ӑсатни

Салтака каякана пиллени (586-592)
Салтак ачин кӗлли (593-594)
Салтака каяканшӑн чӳклени (595-596)

Туй пилӗсемпе кӗллисем

Хӗр килӗшсен калани (597)
Ҫураҫу пилӗсемпе кӗлӗсем
Ҫураҫури кӗлӗсем (598-599)
Ҫураҫма кӗллисем (600-601)
Хулӑм кӗлли (602-605)
Кӗрӳпе хӗре калани (606)
Хӗр яшки пӗҫерни (607)
Пӑлчава кайсан (608)
Туйри пилсем (609-611)
Каччӑ пехил ыйтни (612)
Ашшӗн пехилӗ (612-617)
Хӗр илме кайнӑ чух пиллени (618)
Туй пуҫӗн е мӑн кӗрӳн пуҫтайӗ (619)
Ар туйӗн халӑхне пиллени (620)
Туй халӑхне пиллесе каланӑ сӑмах (621-622)
Мӑн кӗрӳ ашшӗне пуҫ тайни (623-624)
Хӗр килӗнче пиллени (625-627)
Хӗрӗ ашшӗпе амӑшӗнчен пехил ыйтни (628)
Ашшӗпе амӑшӗ хӗре пехиллени (628)
Хӗре пиллесе каланӑ сӑмах (629)
Ашшӗ хӗрне пиллени (630)
Хӗр япалисемпе тухнӑ чухне пехиллени (631)
Хӗре ӑсатнӑ чухне пиллени (632-633)
Хӑйматлӑх кӗрӳпе шӳтлени (634)
Туй пуҫӗ ҫӗнӗ кине пиллени (635-636)
Ҫӗнӗ мӑшӑра пил-халал пани (637-639)
Каччӑ ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗпе кинне пиллени (640-655)
Каччӑпа хӗре туйра пиллени (656-670)
Арҫын туйӗ (671)
Шыв ҫулӗ пуҫлани (672)
Туйра тепӗр киле каяс умӗн пехиллени (673-674)
Туя купӑсҫӑ илме кайсан (675)
Туй пуҫлас умӗнхи кӗлӗ (676)
Мӑн кӗрӳ каланӑ кӗлӗ (677-678)
Тӑванлӑхпа уйрӑлни (679)
Туй пуҫ арӑмӗ хӗр килӗнче кучченеҫпе чӳклени (680)
Шилӗкре Турра кӗлтуни (681-683)
Ваттисене асӑнса калани (684)
Салам пани (685)
Хаяр пӑрахни (686-687)
Хаяр ҫавӑрса пӑрахни (688)
Ҫӗнӗ ҫын ҫӑкӑрпа кӗлӗ туни (689)
Туй кӗлли (690)
Хӗр килне тухса каяс умӗн (691)
Хӗре выльӑх панӑ чухне каламалли (692)
Хӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫӗнӗ ҫынсене пехиллени (693)
Пӗркенчӗк перкентернӗ чухне пехиллени (694)
Хӗре укҫа панӑ чухне (695)
Туйра пил ыйтни (696)
Чӑн кӗрӗве тумлантарнӑ хыҫҫӑн туй пуҫӗ каланӑ кӗлӗ (697-699)
Туй пуҫӗ хур ашне ваклас умӗн калакан кӗлӗ (700-701)
Ҫӗнӗ ҫын яшки ячӗпе калакан кӗлӗ (702)
Ҫӗнӗ ҫын шыв пуҫланӑ чухне каланӑ сунӑм (703-704)
Туй таврашне тасаттарнӑ чухне каланӑ кӗлӗ (705)

Ӗҫкӗ-ҫикӗ кӗллисем

Чӗнӳ сӑмахӗсем (706)
Кӗтсе илни (706)
Кил хуҫине ырӑ сунни (707)
Пичке пуҫланӑ чухнехи кӗлӗ (708-709)
Сӑра чӳкӗ (710-713)
Ӗҫкӗри чӳк кӗлли (714)
Кӗреке юрри (715)

Ятлӑ курка яни

Тав курки (716-717)
Ама (Турӑ амӑш) курки (718-725)
Аҫа курки сӑмахӗ (726)
Перекет курки (727)
Савӑш курки (728-731)
Сӳрекипе акаки курки (732-735)
Ташлама курки (736-739)
Хушлама сӑмахӗ (740)
Сӳре курки (741)
Путене курки (742)
Ҫул курки (743)

Мунча кӗллисемпе сунӑмсем

Мунча хутнӑ чухнехи (744-748)
Мунча кӗнӗ чухнехи (749)
Милӗк пӗҫернӗ чухнехи (750)
Ӑшши панӑ чухнехи (751-754)
Шыва кӗнӗ чухнехи (755-756)
Мунчана тасатса хӑварнӑ чухнехи (757)

Чир-чӗртен калакан кӗлӗсемпе сӑмахсем

Килти чӳксем (758-759)
Куҫ чирӗнчен (760)
Хӑлха ыратнинчен (761)
Усал вӑрӑннӑран (762-763)
Вырӑнпа выртакана калани (764-765)
Шӑмӑ сиксен калани (766)
Пилешпе сиплени (767-768)
Киреметсенче чӳклени (769-771)
Мальӑм хуҫана пуҫҫапни (772-773)
Лӑп-лап ҫаклансан (774)
Йӗрӗхе чӳклени (775-776)
Йӗрӗхе куҫарттарни (777)
Ийене калани (778)
Ӑншӑрт вӗҫтерни (779)
Сив чиртен сыватни (780)
Шатрапа чирлесен (781)
Вилнисем тытнӑ тесен (782-783)
Шыврине чӳклени (784-785)
Шыв вутӑшне (786-790)
Ют турӑшран калани (791)

Ача-пӑчапа ҫыхӑннӑ кӗлӗсемпе сӑмахсем

Шыв тытасран упранни (792-794)
Ачана нишлени (795)
Тӑвар шывӗ яни (796-797)
Чирлӗ ача усалне тӑкни (798-799)
Каҫрашка пӗртерни (800)
Кӳп таптарни (801)
Кӑмпапа тӗтӗрни (802)
Хӑранинчен сыватни (803)
Чечек шатринчен чӳклени (804)

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр