Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫӗнӗ мӑшӑра пил-халал пани

 

637

Малтан халал пама ашшӗ пуҫлать, унтан амӑшӗ, унтан, вӗсенчен ваттисем пулсан, ӗмпиччӗшӗ, ӑмпӑчӗш е аслашшӗ, вӗсем халал параҫҫӗ. Халал пама пурте пӗр майлӑрах пуҫлаҫҫӗ, каярахпа кам мӗнле калама пултарать, ҫавӑн пек каласа пӗтереҫҫӗ.

Вӑрман пек пуян пулӑр, уй пек аслӑ пулӑр. Тӑнӑ ҫӗрте сала пултӑр! Пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр, пӗр-пӗрин сӑхӗнчен (сӑмахӗнчен) ан тухӑр. Килти сӑмаха яла тухса ан калӑр! Ялти сӑмаха киле килсе ан калӑр. Ҫынна сӑмах хушмасӑр ан иртӗр, ҫынпа нумай пуплесе ан тӑрӑр. Ваттисене пӑхӑр. Асли аслӑ пултӑр, кӗҫӗнни кӗҫӗн пултӑр. Ачаллӑ-пӑчаллӑ, выльӑхлӑ-чӗрлӗхлӗ, хуртлӑ-хӑмӑрлӑ пулӑр. Ирхине ир тӑрӑр, каҫпа каҫ выртӑр. Иккӗн выртӑр, виҫҫӗн тӑрӑр. Ватӑличчен, йӳтиччен пурӑнӑр, ачасене ӳстерсе ҫакӑн пек хӑвӑр кӗрекене ларӑр.

638

Ачаллӑ-пӑчаллӑ пулӑр! Каҫ выртсан иртерех тӑрӑр! Каҫа юличчен ӗҫлӗр! Пӗрне-пӗри юратса-савса пурӑнӑр! Пӗрне-пӗри пӑрахса сивӗ сӑмах ан калӑр! Иккӗн выртса виҫҫӗн тӑмалла пултӑр. Пиртен пехил, Турӑ та пиллетӗр!

639

Эй, ачамсем! Таса Турӑ пӳрнипе эсир паян авалхи йӑлапа аҫу-аннӳн аслӑ кӗреки умне тӑтӑр. Эй, ачам, эсӗ аҫу вырӑнне тӑрӑн. Эй, хӗрӗм, эсӗ аннӳ вырӑнне тӑрӑн. Эпир ватӑ терӗш йӑлипе ӑшӑ кӑмӑлпа витӗнсе ҫу пек ҫемҫе, пыл пек тутлӑ чӗлхемӗрпе, лайӑх пилӗмӗрпе, чӑн чунӑмпа чӑн тӗрӗсне таса пӗр Турӑ ячӗпе мухтаса пиллетпӗр сире.

Пӗчӗкрен пысӑк пулаҫҫӗ, пысӑкран ватӑ пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пек эсир те кӑкӑр сӗчӗпе ӳссе пысӑк пулса мӑшӑрлантӑр. Ҫавӑн пекех сыпӑкран сыпӑка хӑрахран мӑшӑр пулччӑр, мӑшӑртан туратсем пулччӑр, туратран турат пултӑр.

Сире аҫу-аннӳ мӗнле пӗлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех пӗлсе таса пӗр Турӑ сире сыхлатӑр. Сирӗн туратӑрсене те хӑвӑр епле аҫу-аннӳне хисеплетӗр, ҫавӑн пекех таса пӗр Турӑ хисеплесе пӑхса сыхлатӑр. Сире те, вӗсене те уй амӑш перекечӗ, йӗтем амӑш перекечӗ, кӑшӑл амӑш перекечӗ, кӗлет амӑш перекечӗ сыхласа усратӑр.

Пӗрре вырӑнне пин пултӑр, илни вырӑнне хушӑнтӑр. Авалхи йӑлапа, ватӑ терӗш йӗркипе, ҫӳлти Турӑ калашле, пирӗн пил сире ҫитсе пытӑр.

Эсир ырра курсан ырӑ пулӑр, усала курсан усал пулӑр. Хуйха-суйха ан пӗлӗр. Усал шухӑш пуҫра ан тытӑр. Парас парӑмран, илсе тӑма тулӑхран сире ыр ӑс-кӑмӑл пултӑр, юсми пил пултӑр, йӑнӑшми чӗлхе пултӑр. Ыр ят сарӑлтӑр, усал ят сиртен сирӗлтӗр. Ырӑ хуҫа пулса, хуҫа ячӗ мире сарӑлтӑр. Ырӑ япала паракана ырӑ сунӑр.

Ват сӑмахне итлесе ырӑ, тӑнлӑ ҫын пулӑр. Кун кунлама пултӑр, ҫӗр ҫӗрлеме пултӑр. Каҫхине канлӗх пултӑр, ир тӑма ҫӑмӑллӑх пултӑр.

Йӗри-таври хӑнасем, ҫакӑ ҫӗнӗ мӑшӑра ыр кун-ҫулне халаллӑр. Ваттисенчен сӑвап пултӑр, пурӑнма кун-ҫул пултӑр. Ӗҫре ялан ҫирӗп ал-ураллӑ пулччӑр, калаҫура ҫемҫе чӗлхеллӗ пулччӑр. Ҫынна парӑм ан пултӑр, ҫынтан парӑм илмелле пултӑр. Ан манӑр: тӳрӗ ҫын куллен ырлӑх тӑвать, кивҫене те парать, унӑн йӑхӗ пиллӗхлӗ тӑвать. Астивсе пӑхӑр — Турӑ ыррине курӑр, ырӑ тӗлне пулӑр.

Эпир мӗн вӑй ҫитнӗ таран сире ырӑ сунса тасалӑхпа пехиллетпӗр. Эсир эпир панӑ чӑн таса пехиле чӑн таса, тӳрӗ кӑмӑлпа хапӑл туса илӗр. Тата юлчӗ пуль, пӗлмесӗр юлчӗ пуль — каҫарӑр. Мӗн ырри сире пултӑр. Халӗ ӗнтӗ пиртен ирӗк: ташлама-юрлама сирӗн кӑмӑл.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр