Пилсемпе кӗлӗсем

Ама (Турӑ амӑш) курки

 

718

Ҫапла каласа кӗлтӑваҫҫӗ: «Турӑ, сана пуҫҫапрӑмӑр, Турӑ Амӑшне пуҫҫапар». Ҫапла юрлаҫҫӗ: «Эй, Турра ҫуратнӑ хӗр, сана асла хурса...» Пӗтичченех юрлаҫҫӗ. Кӗлӗ пӗтсессӗн хӑйсен тивӗҫлӗ хурӑнташӗсенчен пӗри хуҫан кӗрекине кӗрсе ларатъ те Турӑ Амӑшӗ ячӗпе ӑсса тухнӑ чӗресрен ятлӑ курка туса ярать.

719

Ҫырлах Турра, тырӑ акса хӑвартӑмӑр, Турӑран пар, выльӑхсене те Турӑран ҫӑмӑллӑх пар, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар, кутне хӑмӑш пек пар, тӑррине пӑрҫа пек пар, ывӑҫпа сапса ытампа илме пар, кивӗ ҫине ҫӗнӗ хума пар, ҫич тӗслӗ тырра ҫич пурана хума пар, ялӑн умӗнче, уйӑн тӗпӗнче, шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантарса яма пар, касас пурттинчен, касас ҫавинчен Турра ҫӑл, ырӑ сунакана та, хаяр сунакана та, Турра ҫавӑрма пар, алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин пар. Каҫ выртсан ыйӑхне пар, ир тӑрсан ҫӑмӑллӑхне пар.

720

Эй, Турӑ Амӑшӗ, Сан ятупа ҫак куркана асӑнса ӗҫетпӗр. Эсӗ пирӗншӗн хӑвӑн ывӑлна тархасла. Эпир, ҫылӑхлӑскерсем, кӗлӗ тунине хапӑл ил. Урӑх нимӗн те кӗлӗ тума пӗлместпӗр. Ан ҫиллен.

Аки-сухи ҫӑмӑл пултӑр, шӑрчӗ-тӗренӗ ҫивӗч пултӑр, виҫӗ лаши сухара пыччӑр, икӗ тихи выляса пыччӑр, пӗр пӗрчӗ акса ҫӗр пӗрчӗ пултӑр.

721

Тӑрӑрах! Эсир пирӗн умра пуҫҫапрӑр, сирӗн умра та ҫавӑн пекех пуҫҫапакансем пулччӑр! Халӗ ӗнтӗ юрласа пӗтертӗмӗр, пирӗн ҫинчен мир ҫине, мир ҫинчен хӗр ҫине, хӗрсе ҫитсен хӗр те юрлать теҫҫӗ.

Пуҫҫапнӑ хыҫҫӑн юрласа пӗтерсен каланӑ:

—Алӑк патӗнчи алпассем! Хуҫа ятлӑ курка ячӗ. Ҫитрӗ-и, ҫитмери? Ҫитмен пулсан ӗххӗм! тийӑр.

— Ҫитрӗ, ҫитрӗ!

— Тӗпелти кӗске йӗм пӗҫҫисем! Хуҫа ятлӑ курка ячӗ. Ҫитрӗ-и, ҫитмери? Ҫитмен пулсан ӗххӗм! тийӑр.

— Ҫитрӗ, ҫитрӗ!

722

— Алӑк патӗнчи алпассем! Хуҫа пӑтӑ ҫиес тет, пӑтӑ ҫыма килӗр! Тӗпелти хурӑнкассисем, кӗске йӗм пӗҫҫисем, хуҫа пӑтӑ ҫиет тет, пӑтӑ ҫыма килӗр, илтрӗр-и, илтмерӗр-и?

— Илтрӗмӗр, илтрӗмӗр! Кӗтни те ҫав анчах!

— Алӑк патӗнчи алпассем! Хуҫа ятлӑ курка туса ярас тет, яратри, ямастри, пуҫҫапмалла, чуптумалла, ӗҫекен путене пулӗ, ӗҫменни карӑш пулӗ. Кам та кам ҫав куркана ӗҫменнине шултра алапа шыв кӳртермелле, хӑлашпа юр типӗттермелле, пӗр ҫул ҫитӗннӗ ҫичӗ хӑлач хулӑ туптармалла. Тӗпелти хурӑнкассисем, пӗр ҫурӑм сӳсрен ҫӗр хутӑр тумалла.

— Куркинех юрататпӑр, куркинех ӗҫетпӗр.

— Кам та кам ӗҫейменнине винаватран тӑхӑр курка ӗҫтермелле тет.

— Мир ҫине кайтӑр.

— Хуҫа ятлӑ курка туса ятӑм тет, ҫитри, ҫитмери? Кам ӗҫмен — ехӗм тийӑр, вара хам ӗҫес куркана парӑп тит.

— Ҫитрӗ, ҫитрӗ, ӗҫрӗмӗр. Ну, хуҫа, ырӑ ӗҫрӗмӗр, ҫырӑмӑр, ырӑ ят илтес тетпӗр санран.

723

Итлӗр-ха, хура халӑх! Хуҫа калать: «Ҫитменнине Турӑ Амӑшӗ куркине хура халӑха ҫитерем. Алӑк патӗнчи алпассем, эсир кӗрӗшетре, кӗрӗшместре?» — тет. — «Кӗрӗшетпӗр, кӗрӗшетпӗр, кӗтни те ҫакӑ, сире — иккӗ, пире — пӗрре». — «Эппин юрать. Ну тата тӗпелти хурӑнсуркассисем, эсир кӗрӗшетре, кӗрӗшместре?» — «Кӗрӗшетпӗр, кӗрӗшетпӗр, кӗтни те ҫакӗ, сире — иккӗ, пире — пӗрре». — «Ну юрать. Ну хуҫа, мана хайхи авалхи пысӑк ҫӗлӗке тупса пар-ха! Эпӗ саншӑн Тур Амӑшне кӗлтӑвам ӗнтӗ». Хуҫа: «Халӗ эпир кӗтесселле пӑхаканччӗ». Хуҫа арӑмӗ: «Эй, авалхи йӑлана пӑрахас мар, алӑк патнеллех кӗлӗ тутарас».

Эй, Турӑ, ҫырлах! Турӑ Амӑшӗ, ҫитменнине ҫитерем тет, хуҫа калать: Турӑ Амӑшӗ! Ик кун, виҫ кун ӗҫрӗм, ҫирӗм тет, Турӑ Амӑшӗ! Тивменнине ҫак куркапа тивретем тет, Турӑ Амӑшӗ! Хуҫа асӑнатӑп, витӗнетӗп пур чунӑмпа, килӗм-йышӑмпа асӑнатӑп, витӗнетӗп тет Турӑ Амӑшӗ! Ҫуратманнине ҫураттар, ҫуратнине питӗ аллупа усра тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ! Алӑк патне кӗрӳ пар тет, тӗпеле кин пар тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ! Ҫӗр ашшӗ, ҫӗр амӑшӗ, ҫак ҫӗр ҫинчи пахчаллӑ кӗлӗсем, эсир те кӗлӗре пулӑр тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ! Тата ӗҫленӗ чухне те вӑрҫса е ятлаҫса ҫӳретпӗр пулӗ, киреметсем, ҫырлахӑр тет, Турӑ Амӑшӗ!

Виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗх пар тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ! Пӗр вӗҫӗ шывра, пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, Турӑ Амӑшӗ! Тӗкӗнчен тӳлетӗр, пӑхӗнчен самӑр пултӑр тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ! Е уя кӑларса ярӑпӑр тет, Турӑ Амӑшӗ! Выҫӑ кашкӑртан, выҫӑ упӑнтан сыхла, Турӑ Амӑшӗ!

Тайлӑкӑнтан, тайлӑк кӗперӗнтен, ҫырмӑнтан-ҫатӑркӑнтан, шывӑнтан-шурӑнтан та пулсан сыхласа тӑр тет, Турӑ Амӑшӗ! Усра, упра тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ!

Ҫичӗ тӗслӗ кӗлет тытма пар тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ! Виҫӗ пайран пӗр пайне тыткалама перекетне пар тет, Турӑ Амӑшӗ! Икӗ пайӗ пурара вырттӑр. Ҫак ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ шерпечӗ Сана пултӑр, Турӑ Амӑшӗ! Йӳҫҫӗшӗ хура халӑха чипер ӗҫме-ҫиме перекетне пар тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ!

Е тата акана-сухана тухӑпӑр, шӑрт кастӑр, т(ӗ)рен хӑпарттӑр тет, Турӑ Амӑшӗ! Ултӑ лаша акара, виҫӗ лаша сӳрере пултӑр, виҫӗ тихи хыҫалтан выляса пыччӑр тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ!

Е тырӑ акма тухӑпӑр, тырӑ акма тухнӑ чухне усала аякка сир, ыррине ҫавӑр тет, Турӑ Амӑшӗ! Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар, хӑмӑлӗ хӑмӑш пек, тӑрри пӑрҫа пек пултӑр тет, Турӑ Амӑшӗ! Кунтӑкпа акнӑ чухне кунтӑк перекетне пар тет, Турӑ Амӑшӗ! Ывӑҫланӑ чухне ывӑҫ перекетне пар тет, Турӑ Амӑшӗ! Ыр сывлӑм пар, ыр ҫӑмӑр пар, Турӑ Амӑшӗ!

Хаяр ҫилӗнтен, хаяр тӑвӑлӑнтан витсе сыхла тет, Турӑ Амӑшӗ! Калчине курса савӑнса Турра мухтамалла пултӑр тет, Турӑ Амӑшӗ!

Е тата уя ҫава-ҫурла йӑтса ачам-пӑчампа, килӗм-йышӑмпа тухатпӑр, савӑнса ӗҫлеме пар тет, Турӑ Амӑшӗ! Ҫава ҫумне ҫава хуш, ҫурла ҫумне ҫурла хуш тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ!

Е тата тырӑ вырма пуҫлӑпӑр. Ывӑҫ вырсан ывӑҫ перекетне пар тет. Тӗм тусан тӗм перекетне пар тет. Ҫӗмел тусан ҫӗмел перекетне пар тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ!

Е тата авӑна хурӑпӑр тет, вутӑнтан-кӑварӑнтан, сиксе ӳкес хӗмӗнтен те пулсан витсе сыхла тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ!

Кӑшӑл тӑвӑпӑр тет, кӑшӑл перекетне пар тет, Турӑ Амӑшӗ!

Пурана кӳртӗпӗр, пура перекетне пар тет; панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр тет, Турӑ Амӑшӗ!

Е тата армана каятпӑр тет, ҫӑнӑх перекетне пар, Турӑ Амӑшӗ!

Ҫак шерпете хуран ҫуса ҫакӑпӑр тет, хуран хӑлӑпӗнчен савӑнтар тет, Турӑ Амӑшӗ! Пылакӗнчен савӑнтар тет, йӳҫӗ чухне йӳҫҫинчен савӑнтар тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ!

Е хӑна-вӗрлеме пуҫтарӑп тет, унтан тутлӑ чӗлхене пар тет, хуҫа калать, Турӑ Амӑшӗ!

Ултӑ ураллӑ хурт пар, е хамӑн ҫук пулсан та кӑвак тӳперен е чул хушшинчен те пулсан пар тет. Эпӗ ял хӗрӗнче ларатӑп, шушлӑх пуҫне те пулсан пырса сыртӑр тет, Турӑ Амӑшӗ! Ӑҫтан та пулсан пар, Турӑ Амӑшӗ!

Ӗнтӗ, хуҫа, манӑн кӗллӗм ҫакӑ таранччен, кӗллӗм ҫитеймерӗ пулсан ху асӑн ӗнтӗ. Хуҫа айван кӗллине хапӑл ил Эсӗ те пулсан, Турӑ Амӑшӗ! Эй, хуҫа, ҫав ҫӗлӗкпе ху кӗлту ӗнтӗ.

Хуҫа: Эй, ывӑлӑм, ҫак ват ҫӗлӗкпе алӑк ҫине Турӑ амӑшне ӳксе пуҫҫап, ҫӗнӗрен йӑла ан кӑлар, авалхи йӑлана ан пӑрах. Ҫын анине, ҫаранне ан ӗмӗтлен, хӑвӑн юлин юлтӑр, сана уншӑн Турӑ Амӑшӗ саплӗ.

Кӗллекенни: Эй ачамсем, вӑрмана кайсан кукӑр йывӑҫ курсан касӑр, касса килсен вӑл ҫичӗ ҫултан та юрать тет. Кам ҫак куркана шалт ӗҫекен путене, ӗҫейменни карӑш пулать. Тата ҫак куркана ӗҫеймесен пӗр ҫулта ӳснӗ хулӑ, ҫиччӗ те пиллӗк хӑлач хулӑ тупас пулать тет. Тата алапа шыв кӳртес пулать, хӑлашпа юр типӗтес пулать тет. Пӗр чӗл пушӑтран ҫӗр мӑшӑр ҫӑпата тӑвас пулать, ну тӑватра, тата хӗрарӑмсем пӗр пӗрчӗ сӳсрен ҫӗр хур пир тӑвас пулать. Кӑсйӑна ан чик, пирӗн хуҫан кунта ӑснӑ сӑра пур.

Ӗҫтерекенни: Арҫынсене ӗҫтерсе пӗтертӗм.

Кӗллекенни: Ӗҫтерсе пӗтертӗн пулсан хӗрарӑмсене тав ту. Тата пӗр-пӗр арӑмӑн сӑпкара е ҫийӗнче ача пулсан уншӑн та ӗҫтер.

— Ну халӗ ӗнтӗ ӗҫтерсе пӗтертӗм.

— Тав сана, эппин, ӗҫтерсе пӗтернӗ пулсан юрать.

— Алӑк патӗнчи алпассем, хуҫа тивменнине ҫакӑнта тивертес тесе каларӗ. Сире тиври, тивмери?

— Тиврӗ, тиврӗ, сире — иккӗ, пире — пӗрре.

— Эппин, юрать. Тивменнисем, ура ҫине тӑрӑр, тивнисем ларӑр.

— Тиврӗ, тиврӗ. Ҫак ӗҫкӗшӗн эпир хуҫана тайӑлас тетпӗр.

Хуҫисем: Эсир пире мӗншӗн пуҫҫапатӑр?

— Ака шӑхӑрмасӑр утмасть, апата пыракансем кӑшкӑрмасӑр илтмеҫҫӗ тесе калатпӑр.

— Ну ӗнтӗ, ачасем, пире пуҫҫапнӑшӑн ырӑ курӑр, пархатар курӑр; эсир пире пуҫҫапмастӑр, Турра пуҫҫапатӑр. Ырӑ курӑр, пархатар курӑр, ватӑличчен, йӳтиччен пурӑнӑр, ҫакӑн пек ҫӑкӑр-тӑвар ӗҫсе-ҫисе; выляса-кулса ватӑлмалла пултӑр. Эсир ачаллӑ-пӑчаллӑ пулӑр; ачӑр-пӑчӑр хӑвӑра пуҫҫапса тӑччӑр; урӑрти тӑлӑра пуҫӑра сыриччен пурӑнӑр, пуҫӑрти сурпанӑра урӑра сыриччен пурӑнӑр. Урӑх сире нимӗн те калама пӗлместӗп, манӑн кӗллӗм ҫак таранччен анчах. Ну тата, ачасем, астӑвӑр, ял ятсӑр пулмӗ, хула-шехер тӳресӗр пулмӗ.

724

Тур Амӑш куркине ҫулталӑкра пӗрре, кӗркунне, туса ирттернӗ. Вырӑна килмесен ӑна тепӗр хут тунӑ. Унта виҫӗ хӗрарӑм, виҫӗ арҫынтан кая пулмалла мар пулнӑ. Унтан кая пулсан Тур Амӑш куркине туман.

Йӑли акӑ ҫапла:

Тӗпелелле виҫӗ хӗрарӑм, алӑк патӗнче арҫынсем лараҫҫӗ. Кил хуҫи сӗтел ҫине пӗр пуҫламан ҫӑкӑр, тӑвар хурать. Унтан кил хуҫин арӑмӗ пичке пуҫлать те ҫынсене ӗҫтерме тытӑнать. Ҫапла вара пичкерен виҫӗ хут сӑра ӑсса илсен, кӗрекере лараканӗ пӗр ют ҫын тӑрать те кашни ҫын валли стакансем ҫине сӑра тултарса лартать. Унтан ҫӑкӑр пуҫлать те ҫӑкӑра чӗллӗн-чӗллӗн касса, тӑвар сапса кашни ҫынна хуҫса парать. Унтан ҫӑкӑр валеҫсе параканӗ:

— Алӑк патӗнчи алпассем, тӗпел кукринчи хурӑнсуркассисем — кӗске йӗм пӗҫҫисем, ҫитри, ҫитмери? — тесе ыйтать.

Лешсем:

— Ҫитрӗ, ҫитрӗ! — тесе каласассӑн сӑра стаканӗсене тытса шаклаттарса ӗҫме пуҫлаҫҫӗ.

725

Хуҫа Турӑ Амӑш курки тӑвать — ятлӑ курка пуҫласа ярать. Чунтан пӗр курка ӗҫмелле — пуҫҫапмалла, чуптумалла...

Ут туртайми урпа пултӑр, ар ҫӗклейми хӑмла пултӑр. Кам та кам ӗҫекенни путене пулать, ӗҫменни карӑш пулать; кам та кам ӗҫейменни ҫиччӗ те пилӗк хӑлаҫ пӗр ҫулта ӳснӗ хулӑ (хӑмла аври) тупас пулать; алапа шыв кӳрес пулать (сӑра сӗрни), хӑлашпа (естешке кункӑра — салат типӗтмелли) юр типӗтес пулать, ашшӗ тӳрӗ (шалча аври), амӑшӗ кукӑр (хӑмла пултӑранки), хӗрӗ лӑстӑк (ҫулҫи), ывӑлӗ хаяр (хӑмла пучаххи), кам та кам ӗҫейменни ҫавна тупас пулать, тупаймасан хӑрах тупанпа вун ик ҫуна вутӑ кӳрес пулать! (Вун ик курка ӗҫесси.)

Хӑй ӗҫет, унтан виҫӗ арҫын ӗҫет. Вара тӗпелелле хӗрарӑмсем патнелле ӗҫтерсе каяҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр