Ҫураҫма кӗллисем
600
Эй, пӗсмелле! Аша, каҫар. Ӗҫмешкӗн-ҫимешкӗн перекет пар. Выльӑха-чӗрлӗхе сывлӑх пар. Хамӑра та сывлӑх пар ачам-пӑчампа. Ҫураҫмаран ҫураҫмана пурӑнмашкӑн сывлӑх пар. Хӑвӑра ҫакӑн пек ӗҫме-ҫиме, хӑвӑра хывмашкӑн. Вахӑтра килӗр, вӑхӑтсӑр ан килӗр. Хӗн-асап ан парӑр. Пӗр турам пӗр ҫӑк пултӑр. Пехил тӑвӑр.
601
Аминь, ан пӑрах, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер. Турра шанса ӗҫе тытӑнтӑмӑр, ӗмӗрле пулмалла пултӑр. Ҫак хӑтасемпеле лайӑх ӗҫмелле-ҫимелле пултӑр, пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳремелле пултӑр, ӗмӗре лайӑх ирттермелле пултӑр, ача-пӑчаллӑ пулмалла пултӑр, аминь, ҫырлах!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен