Пилсемпе кӗлӗсем

Салтака каякана пиллени

 

586

Салтака ӑсатнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗ е тӑванӗсем унӑн ячӗпе асӑнса Турӑ умне ҫӑкӑр хураҫҫӗ. Вӑл ҫӑкӑра кӑкӑрӗ ҫине хурса амӑшӗ е тӑванӗсем пиллеҫҫӗ:

Эй, Туррӑм-Пӳлӗхҫӗм! Ҫӑкӑра ҫиме тепӗр хут темиҫе патша урлӑ, аслӑ шывсем урлӑ ҫаврӑнса килсе ҫимелле ту. Эй, ҫӗр кӑкӑри, пилле!

Ывӑлӗ амӑшӗн кӑкӑрне: «Кӑкӑр сӗчӗ, пилле, ҫавӑр», — тесе чуптуса илет. Ларса каяс лашана хапхаран тухнӑ чухне хӑш урине малтан тапратассине сӑнаҫҫӗ: сулахайне тапратсан аван мар теҫҫӗ. Сылтӑммине тапратсан киле ҫаврӑнса килессине ӗмӗтленеҫҫӗ.

Салтак ачи укӑлчана ҫитиччен ҫуран утса пырать. Унтан вара пӗлӗшӗсемпе тӑванӗсемпе ҫуна-урапа ҫине ларнӑ чухне ялалла: «Эй, пурӑнса ӳснӗ ялӑм, айӑплӑ пурӑннӑ пулнӑ пулсан каҫар», — тесе укҫа ывӑтса хӑварать.

587

Салтаксене тухса каймалла кун ҫитсен вара тухса каяс умӗн пӗр пичке пуҫлаҫҫӗ; ҫав пичкерен сӑра тултарса параҫҫӗ те: «Ҫак пичкерен сӑра ӗҫме татах кил», — теҫҫӗ, вара салтакӗ салтакран таврӑничченех ҫав пичке сӑрапа ларать, сӑрине ҫӗнете-ҫӗнете тултараҫҫӗ. Уявсенче хурӑнташсене пуҫтарса ҫав пичкерен ҫав салтак ячӗпе ӗҫеҫҫӗ. Пирвай сӑрине ӑсса тухсан алӑк умне тухса салтака ятӗнчен кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ: «Сӑра ӗҫме кил», — теҫҫӗ. Вара ӗҫе пуҫлаҫҫӗ. Ӑсатнӑ чухне ашшӗпе амӑшӗ тата аслашшӗпе асламӑшӗ те пулсан вӗсем те тӗпеле сак ҫине лараҫҫӗ. Салтакӗ хӑйӗн пӗрер тантӑшӗпе чӗркуҫленсе ларать те ашшӗпе амӑш умне виҫ тапхӑр сӑвӑлла юрлать, ашшӗпе амӑшӗ аллисенче стаканпа сӑра тытса лараҫҫӗ. Унтан юрласан ывӑлне тав туса ӗҫтереҫҫӗ те пиллеҫҫӗ:

Пил сана, ачам, ҫӳлте Турӑ, ҫӗр ҫинче патша, Ҫӳлти Турӑпа ҫӗр ҫинчи патша аллине паратпӑр сана, лайӑх служить туса кил, аҫупа аннӳ тӑприне таптама таврӑн.

Вара ура ҫине тӑрать те ашшӗпе амӑшне чуптӑвать. Унтан тӑванӗсене, хурӑнташӗсене пурне те чуптӑвать те пӳртрен тухса каять. Вара хӑйӗн тантӑшӗсемпе, хурӑнташӗсемпе ытамлашать те урам тӑрӑх юрласа пырать. Ялтан тухсан пур ял-йышсемпе те чуптуса уйрӑлса каять.

588

Салтаксен каяс кунӗ ҫитсен лашапа ял тӑрӑх чупаҫҫӗ. Кайнӑ чухне ашшӗпе амӑшне пуҫҫапса чуптуса пиллӗх илсе каять. Уна ашшӗ ҫапла пиллет:

Ну, ачам, сана Турӑ пиллетӗр, сӗт ҫулпа кайса ҫу ҫулпа килмелле пултӑр, аҫу-аннӳне ан ман, хут яр пире, салам яр пире.

Вара ӳлӳчерен тухсан ана йӑранӗ ҫине тӑрса ҫапла калать:

Эй, Турӑ, мана ҫакӑ ана йӑранӗ тӑрӑх утмалла ту, каялла киле ҫавӑр ҫакӑ ҫӗре ӗҫлеме. Турӑ, мана атте-аннене пытарма сывӑ хальлӗн ҫавӑр.

Вара унта пӗр пус укҫа тата ҫӑмарта, йӑва пӑрахаҫҫӗ; ҫӑмартин шӗвӗр вӗҫӗ малалла пулсан киле таврӑнать, апла пулмасан салтакрах вилет тенӗ.

589

Турӑ, ҫитӗнтерме пӗлтӗн, патшана та юравлӑ ту. Турӑ, Турӑ, каялла ҫавӑр пирӗн ҫак ачана... Лайӑх пурӑнма пар, ачам, ӗнтӗ кайрӑн эс. Эх, Турӑ, мӗн тӑвас ӗнтӗ, макӑр ӗнтӗ, юлтӑмӑр ҫав...

 

* * *

Сӑра перекечӗ — кӗрекене, ҫулӑн ырри — каякан ачана...

Сӑра ӗҫтернӗ чухне каланӑ.

590

Салтак ачине пуҫламан ҫӑкӑр парса пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр сӑмси кастараҫҫӗ. Ҫӑкӑр сӑмси — чӗлли — ҫӗре ӳкет. Чӗлли месерле ӳксен — лайӑх, ӳпне ӳксен — начар паллӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн салтак ачи ашшӗ-амӑшне тӗпеле лартса пуҫҫапать, юрлать:

Кӑвак лашисене ай кӳлер-и,

Хӳрисене ҫавӑрса ҫыхар-и?

Атте-аннене вырӑна ай лартар-и,

Ик уринчен тытса тайлар-и?

Сулахайӗнчен тытса ай тайӑлсан

Сума сумас тесе ан калӑр.

Сылтӑмминчен тытса ай тайӑлсан,

Укҫа ыйтать тесе ан калӑр.

Мана сирӗн укҫӑр ай кирлӗ мар,

Пехилӗре парса ярсамӑр.

 

Пуҫҫапнӑ чух ашшӗ-амӑшӗ пехиллет:

Салтакра лайӑх служить ту. Тӑван ҫӗршыва лайӑх сыхла. Службӑна лайӑх пӗтерсе киле чипер, сывӑ таврӑн, ман тӑпрана таптама таврӑн.

Унтан ӑна сӑра тултарнӑ курка ҫине укҫа хурса параҫҫӗ ҫапла каласа:

Ҫак укҫана каялла илсе кил.

Вӑл укҫине каялла илсе килме хушни мар, укҫи ачана чипер-сывӑ каялла таврӑнма пулӑшмаллине пӗлтерет. Унтан ӑсатма пынӑ ҫынсем те укҫа пехиллесе параҫҫӗ. Салтак ачи ура ҫине тӑрса, ытамлашса, чуптуса ашшӗ-амӑшӗпе, тӑванӗсемпе уйрӑлать те пӳртрен юрласа тухать.

591

Эй, Турӑ, ҫак кӑмака ӑшши халиччен ачам-пӑчама ӑшӑтса тӑчӗ, малашне те ҫаплах ӑшӑттӑр, сана та, ачам, ҫак кӑмака ӑшшипе ӑшӑнса пурӑнма ҫавӑрса килтӗр.

592

Эй, Туррӑм, Пӳлӗхҫӗм! Ҫӑкӑр ҫине тепӗр хут темиҫе патша урлӑ, аслӑ шывсем урлӑ ҫавӑрӑнса килсе ҫитмелле ту. Эй, ҫӗр кӑкӑрри, пилле!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр