Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
Хаваслӑ-савӑнӑҫлӑ йӑласенче: туйра, вӑйӑра, лармара, улахра тата ытти «малалли ӗҫсенче» — такмакпа шӳт тапса тӑрать, хурлӑхлӑ-пӑшӑхлӑ пытарупа «каялла ӗҫсенче» пусӑрӑнчӑк кӗлӗ, юрӑ, сасӑ тӑсӑлать. Пытару йӗркине чӑвашсем халӗ те ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ. Нумай ҫӗрте пытарупа асӑну сӑмахлӑхӗ чиркӳ кӗнекисенчи кӗлӗсемпе хутӑшса, пӗтӗҫсе кайнӑ, анчах хӑйӗн тӗшшине, кӗввине аркатман.
Вилнӗ ҫынна тирпейленӗ чухне калакан сӑмахлӑх пытару ӗҫӗн йӗркине тухса пырать. Ут ҫуни, тум тӑхӑнтартни, тупӑка хуни, килтен илсе тухни — пурте кӗлӗпе, сӑмахпа, хӳхпе, сас кӑларнипе пулса иртет.
Масар ҫинчи ӗҫ-пуҫ (шӑтӑк алтни, тупӑк антарни, ӗмӗрлӗх уйрӑлни тата ытти те) кашни утӑма сӑмах каласа йӗркелесе пыма хистет.
Пытарупа асӑну йӑлисемпе сӑмахӗсем малашне те хӑйсен пӗлтерӗшӗсене ҫухатмӗҫ. Вӗсем халӗ ҫӗнелсе, якалса пыни тӳрех сисӗнет. Пытару юррисем, уйрӑлу сӑмахӗсем ку чухне ҫӗнелнӗ шухӑшсемпе пуянланса пыраҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Вилсе кайнӑ ҫынна тирпейлени (805-814)
Чун пӑтти (815)
Тупӑка вырттарни (816-817)
Хӑймалу хывни (818-826)
Леш тӗнчере мӗн каламаллине вӗрентни (827-830)
Тупӑк умӗнчи хӳхлев (830)
Сӑвап тӑпри (831-832)
Сасӑ кӑларни (833-839)
Виле ҫинчи хӳхлевсем (840-851)
Масар ҫине ӑсатни. Пытару сӑмахӗсем
Пытару йӗрки (852-854)
Пӳртрен илсе тухни (855-859)
Вилнӗ ҫын кӗперри (860)
Пытарни (861-867)
Вилнӗ ҫынна пытарса таврӑнни (868-878)
Вилене пытарса килсен хывни (879-882)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен