Пилсемпе кӗлӗсем

Салтака ӑсатни

Йӗкӗт нумай ҫуллӑха ҫар хӗсметне е хаяр вӑрҫа тухса кайни кил-йышшӑн пысӑк хуйхӑ ҫитнине пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа салтака чыслӑ, пысӑк хисеп туса, тӑванӗсем тӑрӑх ӗрет ҫӳретсе, пиллесе, калаҫса ӑсатнӑ.

Ӑсату кӗлли, пилӗ, юрри-сӑмахӗ авалтан килет. Кашни сӑлтава пула вӑл улшӑнса пырать. Хӗсметре е вӑрҫӑра пулнӑ ватӑсем хӑйсен пурнӑҫӗнчен илсе калаҫҫӗ, вӗсен пил сӑмахӗ, паллах, ыттисенчен урӑхла пулать.

Амӑшӗсен, юратнӑ хӗрӗсен хухлевӗ ятарлӑ хухлевҫӗ сӑмахӗсемпе пӗр килмессе пултарнӑ. Ҫапах та салтак ӑҫҫтавӗнче ҫирӗпленсе ларнӑ йӗркесем пур. Ваттисем салтака каякан ҫыншӑн кӗлӗ туни, пиллесе-сунса калани, пӑтӑ пӗҫерни, ҫӑкӑр пуҫлани, ҫӑкӑр сӑмсине упрама ҫакни сӗтел тавра ҫаврӑнни, укҫа тата тум парса яни, уй хапхинче ялпа уйрӑлни — кусем пӑрӑнми тӑвакан ӗҫсем. Вӗсене халӗ те тытса пыраҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр