Пилсемпе кӗлӗсем

Тӳр кӗллинчи (кӗҫӗн киреметри) кӗлӗсем

Ҫул юппинчи, вӑрман кӗтесӗнчи, ҫырма пуҫӗнчи е карта тытса уйӑрнӑ урӑх паллӑрах вырӑнти тӳр кӗллинче калакан кӗлӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Иртен-ҫӳрен ҫын пӗччен те, ушкӑнпа та унта чарӑнса хӑйӗн сӑмахӗсене калама пултарать. Вӑл несӗл ваттисенчен, Турӑран, Пӳлӗхпе Кеперен, пирӗштисенчен ҫул е ӗҫ ӑнӑҫне ыйтма, инкек-синкекрен хӑтарма, пулӑшу тархаслама тата ытти сӑлтавпа кӗлӗ калама пултарать.

Кил-йыша е ял-йыша, тыр-пула е выльӑх-чӗрлӗхе инкек хупласан та тӳр кӗллинче пуҫҫапнӑ, укҫа, сурпан, тутӑр е урӑх парне панӑ.

Сикекен-ерекен мур чирӗ яла пырса кӗрсен «вупкӑн чӳкне» ирттернӗ. Вупкӑн — ҫӑткӑн, тӗпсӗр, хаяр хӑват. Ӑна тӗтӗмпе, шывпа, тӑварпа тата ытти им-ҫампа тӗтӗрсе кӑларнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе ятарласах ҫӗр шӑтӑкӗ е кӗпер айӗн уттарнӑ, им-ҫампа пӗрӗхнӗ.

Выльӑх вупкӑнне виҫӗ хура такапа чӳкленӗ. Ҫул вупкӑнне ҫын ҫул ҫинче аптрасан ҫемҫе чустапа, тӑварлӑ ҫӑкӑрпа, тӑварлӑ шывпа, хур-кӑвакалпа чӳклесе тасатнӑ.

Тур кӗллинчи е кӗҫӗн киреметри кӗлӗсене ыр-хаяра каланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем час-часах ҫӗр, вут, шыв, сывлӑш калмакӗсем пекех янӑраҫҫӗ.

 

472

Эй, манӑн кил йышне чипер пӑхса тӑракан мӑн кӗллен! Акӑ хӑв умӑнтах пасар кулаҫӗпеле, пӗр хурӑпа сана асӑнатӑп, витӗнетӗп, манӑн кил йышне чипер пӑхса усра. Ачу-пӑчуна чар, вӗсем те пире ан аптӑратчӑр. Эй, мӑн кӗлен, мӑн кӗлен! Сана пасар кулаҫӗпеле, пӗр хурӑпа асӑнса витӗнетӗп, пире ан аптӑрат, кил йышне чипер пӑхса усра, вӑрӑ-хурахран витсе сыхлаҫа тӑр: систерменнине систер, туйтарманнине туйтар. Акӑ сана шур тул кулаҫӗпеле, самӑр хур какайӗпеле асанатӑп, ман кил йышне ҫӑпан-шӑтан таврашӗ ан кӑлар, вӑл таврашран чипер пӑхса тӑр. Ыттисене хуть те мӗн ту, хуть те хӑвна пурте парӑнса тӑччӑр, вӗсенчен кӗмӗл-пӑхӑр лайӑхрах пух; Сана вара кашни уйӑхрах чӳклесе асӑнӑп.

473

Эй, пӗсмелле, ял хушшинчи аслӑ кӗлӗ амӑшне хуранлӑ пӑтӑпа, тирӗклӗ пашалупа (ятне калать) кӗлӗшӗпе асӑнатӑп, витӗнетӗп, усалтан-тӗселтен, инкекӗнчен-синкерӗнчен сыхласа усра, эпир айван ывӑл-хӗр тупса каланине хапӑл ил, тупса каланине каҫар.

Эй, пӗсмелле, ял хушшинчи аслӑ кӗллӗме йӑваллӑ юсманпа асӑнатӑп, витӗнетӗп, усалтан-тӗселтен, инкекӗнчен-синкерӗнчен сыхласа усра, эпир, айван ывӑл-хӗр, тупса каланине хапӑл ил, тупса каланине каҫар.

Ял хушшинчи кӗлӗ амӑшне, ял хушшинчи вӑталӑх кӗллине, ял хушшинчи кӗҫӗн кӗлӗ амӑшне, ял хушшинчи кӗҫӗн кӗллине хуранлӑ пӑтӑпа асӑнаҫҫӗ (тексчӗ пуриншӗн те малтанхи пекех).

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр