Пилсемпе кӗлӗсем

Хулӑм кӗлли

 

602

Туй хӑҫан тата хулӑм мӗн чухлӗ пулассине калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн сӗтел ҫине ҫавра ҫӑкӑрпа чӑкӑт кӑларса хураҫҫӗ, эрех-сӑра лартаҫҫӗ. Каччӑ ашшӗ ҫӑкӑр ҫине енчӗк хурать, хӗр ашшӗ ӑна уҫса пӑхмасӑрах илет. Вара пурте ҫӑкӑрпа чӑкӑта хуҫса илсе сӑра курки тытса кӗлле тӑраҫҫӗ.

Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑш, ҫырлах! Ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ ҫуратан Турӑ... Хӗвел Турӑ...

603

Хулӑмне мӗн чухлӗ парассипе килӗшсен сӗтел ҫине хӗр ашшӗ тата пӗр пуҫламан ҫӑкӑр хурать. Ун ҫине хулӑм укҫине пӗтӗмпех тутӑрпа ҫыхса хураҫҫӗ. Тата тӑватӑ витре сӑра, тӑхӑр калаҫ, пӗр пуҫламан чӑкӑт хураҫҫӗ. Унтан ялта мӗнпур хурӑнташ пур пеккисене хӗр эрехӗ ӗҫме чӗнеҫҫӗ. Ҫынсем пыркаласассӑн сӗтел ҫине лартнӑ эрехе ват ҫынна пуҫлаттараҫҫӗ. Ҫав ҫын вара ак ҫапла каласа пуҫлать:

Ҫак хӗр ача (ятне калатъ) ман пек шурӑ ҫӳҫлӗ, сарӑ шӑллӑ пултӑр, хуняшшӗпе хунямӑшне, кил-йышӗсене хисеплетӗр, ватӑ ҫынсене юрайтӑр, ял-йышӗсене, кӳрӗш-арӑшсене юрайтӑр, ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ, выльӑхлӑ-чӗрлӗхлӗ пултӑр, миллионӗпе укҫа, пинӗпе ҫӗр тыттӑр, ҫуртлӑ-йӗрлӗ, ырӑ кунлӑ-ҫуллӑ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пултӑр, чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе, хӗвел пек ӑшӑнса, пыл пек пылак, ҫу пек ҫемҫе, иккӗн выртса виҫҫӗн тӑмалла пултӑр.

Пӗр-пӗр ҫынна тав туса ӗҫет, унтан вара пурте ӗречӗпе пӗрне-пӗри тав туса ӗҫеҫҫӗ.

604

Пӗчӗкрен пӑхса (ячӗ) ӳстертӗм, аҫу ҫинче ыр курман. Килте ӗҫлеме ӳркенмерӗн, ҫичӗ ютра та ан ӳркен. Килти сӑмаха яла ан кӑлар, ялти сӑмаха киле ан кӗрт. Асли каланисене итле, аслисенчен ан ирт. Сӑмаха шутласа калаҫ. Аслисем вӗрентнишӗн ан пӑшӑрхан. Хӑвӑр пӗр-пӗрне юрататӑр пулсан ваттисене те юратӑр, хисеплӗр. Хисеплӗ ҫын хисепре. Ман урӑх ним каламалли те ҫук.

605

Пуҫҫапа-пуҫҫапа пуҫ пулӑр, ҫак шурӑ парне пек шураличчен пурӑнӑр. Пӗр-пӗрне пӑрахса ан ҫӳрӗр. Пӗр-пӗрне сума суса пурӑнӑр, хӑвӑртан аслисене итлесе, пӑхӑнса пурӑнӑр...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр