Пилсемпе кӗлӗсем

Килти чӳксем

 

758

Ҫемьере пӗри-пӗри чирлесен чӳк тунӑ. Чӳк вӑрӑмми, кӗски пулнӑ. Вӑрӑм чӳк тунӑ чухне вун икӗ чун татмалла пулнӑ, кӗскине тунӑ чухне виҫ чун анчах татнӑ. Кӗллисем пӗр пекех пулнӑ.

Малтан Турра тесе пӗр хуран пӑтӑ панӑ. Турӑ сулу тесе силлентерсе хур пуснӑ. Сулу илен тесе силлентерсе кӑвакал пуснӑ. Пӗр юсман илсе тухса таса сулу тесе чӳкленӗ. Тепӗр юсман илсе тухса таса ҫӗр йышӗ тесе чӳкленӗ. Вӑрмарти Аслӑ Ырӑ тесе пӗр хуран пӑтӑ чӳкленӗ. Вӑрмарти Аслӑ Ырӑ тесе юсман панӑ. Аслӑ Ырӑ хаярӗ тесе юсман панӑ. Аслӑ Ырӑ инкекӗ тесе юсман панӑ. Аслӑ Ырӑ синкерӗ тесе юсман панӑ. Вӑрмарти мӑн ҫул Киремет амӑшӗ тесе пӗр хуран пӑтӑ панӑ. Мӑн ҫул Киреметне юсман панӑ. Киремет хаярне, Киремет синкерне, Киремет инкекне, Киремет тилпӗрне — пурне те пӗрер юсман панӑ. Вӑрмарти кӗҫӗн Киремет амӑш тесе пӑтӑ панӑ. Мӑн ҫырма варринчи Ырӑ тесе пӑтӑ панӑ. Мӑн ҫырма варринчи Ырӑ амӑшӗ тесе пӑтӑ панӑ тата пилӗкшер юсман панӑ. Аслӑ кӗллелен (кӗл илен) тесе пӑтӑ панӑ. Кӗҫӗн кӗллелен тесе юсман панӑ. Хӗрлӗ ҫыр амӑше тесе пӑтӑ панӑ. Хӗрлӗ ҫыр тесе юсман панӑ. Хӗрлӗ ҫыр хаярӗ, инкекӗ, синкерӗ, тилпӗрӗ тесе пӗрер юсман панӑ. Хӗрлӗ ҫыр Киремет амӑшӗ тесе пӑтӑ панӑ. Хӗрлӗ ҫыр Киремечӗ тесе юсман панӑ...

759

Ҫӗр Турӑш, Ҫӗр Турӑш Амӑшӗ, Ҫӗр Пӳлӗхҫи, Ҫӗр Пӳлӗхҫи Амӑшӗ, Ҫӗр Ашшӗ, Ҫӗр Амӑшӗ, Ҫӗр кӑкри, Ҫӗр кӑкри Амӑшӗ, Ҫӗр йыши, Ҫӗр йыши Амӑшӗ, Ҫӗр хаяр Амӑшӗ, Ҫӗр хаяр, Ҫӗр Хӑрпан Амӑшӗ, Ҫӗр Хӑрпан. Ҫӗре ӳксе пӑсӑлнӑ йӗркепе ҫырлах! Аминь...

Шыв Турри, Шыв Турри Амӑшӗ, Шыв Пӳлӗхҫи, Шыв Пӳлӗхҫи Амӑшӗ, Шыв Ашшӗ, Шыв Амӑшӗ, Шыв Турри умӗнче ҫӳрекен ырӑ, Шыв ҫинчи кӗлӗ Амӑшӗ, Шыв ҫинчи кӗлӗ, Шыв хаярӗ, Шыв хаяр Амӑшӗ, шыва кайса хӑранӑ йӗркепе ҫырлах. Путан шыва путнӑ пулсан та, ҫырлах...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр