Ҫӗнӗ ҫын яшки ячӗпе калакан кӗлӗ
702
Ну, ачасем! Халӑх ӗречпе, аслатте-асланне тивлечпе эпир чипер туя туса, хӗр илсе килтӗмӗр. Эпир капла пӗр сиенсӗр ҫӳресе лайӑх килтӗмӗр, ҫавӑнпа Турра кӗлтӑвар. Малашне те ӗнтӗ аван савӑнса-хӗпӗртесе, выляса-кулса пурӑнма пар. Ҫӳлти Мӑн Турӑ, ҫак пирӗн ҫӗн чуна сывӑ пурӑнма пар; ачаллӑ-пӑчаллӑ, кинлӗ-хӗрлӗ пулма пар. Турӑ ӑна аван шухӑш патӑр, унӑн ӗҫне-хӗлне ӳсӗнтерсе пытӑр. Эрне эпир айван ывӑлӗ-хӗрӗсем те, Турӑ илти ӗнтӗ пирӗн кӗлле. Эпир хамӑр ӑссӑн тумастпӑр, авалхи йӑлапа тӑватпӑр. Ҫак кинӗн Хӗрт-сурчӗ ҫак киле-ҫурта килсе вырӑн йышӑнтӑр. Унӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр, ӗмӗтленсе илтемӗр, ӗмӗтленсе пурӑнмалла пултӑр. Тӑккаланса аккаланни вырӑнлӑ пултӑр, ҫырлахтар, пур турӑсем!
Ыр Тур ыр сунтӑр. Ҫырлахӑр пур киреметсем, кӗлӗсем, Хӗрт-сурт, юман йывӑҫ, ҫӗр-шыв, уйӑх-хӗвел, хӑрпан, ҫырлахӑр. Уя тухсан ҫул ҫинче ҫул юппине ҫитсе сире валли кӗпҫепе сӑра сирпӗтнӗ пулӗ, кучченеҫне те таткаласа панӑ пулӗ. Сирӗн хушшӑрта вӑл сӑрана, кучченеҫсене астивменнисем те ҫук пулӗ те, астивменнисем, ан ҫилленӗр ӗнтӗ. Тивменнисем халӗ килсе астивӗр. Турӑ панипе пурнас пулать, мен тӑвас, нимӗн тума та ҫук, ҫырлахӑр! Перекет, перекет амӑшӗ, килӗр ӗҫме-ҫиме, тӗпелерех иртӗр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен