Пилсемпе кӗлӗсем

Вырӑнпа выртакана калани

 

764

Сывӑ мар ҫыннӑн пуҫ вӗҫӗ патне чашкӑпа ҫӑкӑр, тӑвар хураҫҫӗ. Тепӗр чашкӑпа шыв лартаҫҫӗ. Чирлӗ ҫынна мӗн килӗшет, ҫавна хурса параҫҫӗ. Вара чир лӑпалать теҫҫӗ. Кирек мӗнле чир те ҫын юнне, ӳтне-тирне ҫиет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫын сывӑ мар выртнӑ чух начарланать теҫҫӗ. Лартнӑ чухне калаҫҫӗ:

Пуҫ вӗҫне ӗҫмелли-ҫимелли лартатӑп. Ӗҫсе-ҫисе кайӑр. Пуҫ вӗҫӗнчен иртен-ҫӳрен пулӗ. Усал ан тӑвӑр, катӑк-пӑсӑк ан тӑвӑр.

765

Чӳклекен ҫынни кӗрӗк тӑхӑнса, ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе, алӑк патнелле тӑрса ак ҫапла кӗлтӑвать:

Ырӑ Турӑ, ырӑ Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫи, Пӳлӗхҫи Амӑшӗ, Хӑрпан, Хӑрпан амӑшӗ, Хӑт, Хӑт амӑшӗ, Юсав, Юсав амӑшӗ, ырӑ Уйӑх-Хӗвел, Юман йывӑҫ, ҫӗршыв, Киремет, Киремет Амӑшӗ — пурте ҫырлахӑр! Вут-кӑвартан, шывран, вӑрӑ-хурахран, кайӑк-хуҫаран. Уйра тыррӑн кучӗ хӑмӑш пек, тырри пӑрҫа пек пултӑр. Пур ача-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлахӑр!.. Вылӑри Киремет, Анат-тури Киремет, Енеҫӗм пӗтнӗ Киремет, Сурӑм Киремечӗ, Сире пӑтӑ пӗҫерсе чӳклетпӗр, ҫырлахӑрах! Пурте килӗр ӗҫме-ҫиме.

Пӑтӑ антарнӑ чашӑка ик аллипе тытать те пуҫне алӑк патнелле сулать. Унтан пӗр кашӑк пӑттине хыпать, тата тепӗр ҫӑвар пашалу ҫиет те юлашкине тепӗр чашӑк ҫине пушатать. Тепри ӑна татах пӑтӑ антарса парать. Ҫапла вара миҫе пашалу тунӑ, ҫавӑн чухлӗ киреметсене чӳклеҫҫӗ. Чӳклесе пӗтерсен: «Эпир айван ывӑл-хӗрсем, кунтан ытла кӗлтума пӗлместпӗр», — теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр