Пилсемпе кӗлӗсем

Туй кӗлли

 

690

Эй, виллисем, пил тӑвӑр, ыйтатпӑр! Эпир ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр, сирӗн ятӑрсене асӑнатпӑр, кӑмӑлӑра хӑвармастпӑр, шухӑшӑрсенчен шуйланса хӑраса тӑмастпӑр, ҫырлахса пил тӑватпӑр. Эсир те эпир мӗн ӗҫсе ҫинине ӗҫсе-ҫисе кайӑр. Мӗн пани сирӗн умра пултӑр. Эпир епле асӑнса чарана турамсем купаланӑ пек сирӗн умра та апат-ҫимӗҫ ҫавӑн пек купаланса тӑтӑр. Пӗр турам ҫӑкӑр вырӑнне пин турам пултӑр, пӗр курка сӑра вырӑнне пин курка пултӑр, пӗр черкке шерпет вырӑнне пӗр витре пултӑр. Мӗн панине тепӗр ҫак вӑхӑтчен эмеллесе пурӑнӑр. Пиртен урӑх ан кӗтӗр. Пире ҫураҫмаран ҫураҫмана ҫитерӗр, туйран туя, праҫникрен праҫнике ҫитерӗр. Хӗн ан кӑтартӑр, кунта асӑнни те, асӑнманни те пулӗ. Эсир ӑна шырӑр, мӗн панине ҫырлахса, пиллесе тӑрӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр