Арҫын туйӗ
671
Кӑҫал пӗри карӗ, килес ҫул пиллӗкӗн каймалла пулччӑр!
Хӗрпе каччӑна кӗлете хупас умӗн каланӑ.
Ҫавӑнта ҫӳлӗк ҫинче ҫӑм кунчи пур, ҫавна шыра.
Хӗве хупнӑ чухне каччӑна каланӑ.
Тав ӗҫкӗре-ҫикӗре, пит пысӑк хӑна пултӑмӑр. Тавтапуҫ пире хисепе хурса туя чӗннӗшӗн. Сыв пулӑр, хӑнана пырӑр.
Киле каяс умӗн хӑнисем кил хуҫипе сывпуллашнӑ чухне каланӑ.
Пыл тутли, ҫу тутли? Мӑшӑр тутли?
Ирхине кӗлетре кӗҫӗн ҫынран ыйтни.
Пыл та тутлӑ мар, ҫу та тутлӑ мар, ҫумри мӑшӑр тутлӑ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен