Ачана нишлени
795
Тата ача типшӗм пулсан, ӑна нишлеҫҫӗ. Ӑна юмӑҫ карчӑк нишлет, анчах ҫӑкӑр хывнӑ кун кирлӗ. Юмӑҫ карчӑк патне илсе пыраҫҫӗ те, кӑмакана ҫӑкӑр хывсан юмӑҫ карчӑк ачана илсе ҫӑкӑр кӗреҫи ҫине хурать те кӑмакана хирӗҫ виҫҫӗччен ҫӗклет. Ҫак кӑмакара ҫӑкӑр епле хӑпарса пиҫет, ача та ҫапла хӑпартӑр тесе. Унтан тата ниш курӑкне вӗретсе ун шывӗпе ачанӑн ҫан-ҫурӑмне ухать (ҫав ниш курӑкне вырӑсла ландыш теҫҫӗ).
Унтан кайран, ӑнсӑртран ача ӳтленсен, ҫапла нишлеттертӗмӗр те ачана тин ӳт кӗчӗ теҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен