Шыв вутӑшне
786
Шыв вутӑш, ҫырлах мана! Хӗн-асап ан пар.
787
Сивӗ шывран хӑранипе тытать теҫҫӗ. Ҫемьерен кам та пулин сивӗ тыткипе аптӑрасан шыва кӗрпе-ҫӑнӑх яраҫҫӗ. Кӗрпе-ҫӑнӑхпа пӗрле хӑмла, пӑрҫа, кӑмрӑк хутӑштараҫҫӗ. Шыва (ҫырмана) янӑ чух ҫапла калаҫҫӗ:
Шыв ашшӗ, Шыв амӑшӗ, ӑҫта хӑранине пӗлмесӗп. Хӑвӑрӑнне хӑвӑр тупӑр. Сире кӗрпе-ҫӑнӑх яратӑп. Хӑмла вӗҫсе ҫиттӗр, пӑрҫи кусса ҫиттӗр.
788
Шыв тытсан ӳслӗк ерет тата чикен чикекен пулать. Вара каҫпа шыв ӗҫнӗ ҫӗре каять те шыва ҫӑмарта ярать. Тата ҫӑкар сӑмси, пӗр виҫӗ шӑл тӑвар ярать; «Эй, ырӑ Вутӑш, ан айӑпла мана, пӗлмен ҫынна». — тет. Вара ҫапла ярать те киле таврӑнать.
789
Пӗсмелле, аминь, Турӑ, Шыв хӑр амӑш, Шыв хӑр ашшӗ, усала сир.
Ҫӳренӗ ҫулпа тиврӗ пулӗ, хӑр ашшӗ, хӑр амӑшӗ, усала ерсе ҫӳрекен пулӗ, пӗсмӗлле, аминь, Турӑ, сир. Шыв хӑр инкекӗ, Шыв синкерӗ-инкекӗ, Шыв вупкӑнӗ, Шыв эсрелли, пӗсмӗлле, аминь, Турӑ, сыхла, сир! Сехри хӑпрӗ пулӗ, хӑранӑ пулӗ, пӗсмӗлле, аминь, Турӑ, тархасшӑн, сир! Сехет меслет ҫавӑр, аминь!
Шыври сывлӑшсене чӳкленӗ чухне каланӑ.
790
Эй, ырӑ Шыв, Сернепие каҫар. Ак сана пӳ вырӑнне пӳ паратӑп, сӑн вырӑнне сӑн паратӑп, шӑмӑ-шакӑ вырӑнне шӑмӑ-шакӑ паратӑп — хӗн ан пар.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен