Ятран пӑтӑ
Килӗш чӳке хыҫҫӑн килти кашни ҫыншӑн, пӗрер кун (ытларах чухне — ҫуралнӑ кун) уйрӑм чӳк — ятран пӑтӑ ирттернӗ. Ӑна ҫын пӑтти, ятран пӑтӑ е ӗрет пӑтти тенӗ. Унта кил-йышри кашнийӗн валли уйрӑммӑн сывлӑх ыйтнӑ.
Апат умӗн сӗтел ҫине пӑтӑ лартнӑ, ун ҫине икӗ юсман хунӑ. Пӳрте сӗтел хушшине вырнаҫнӑ хыҫҫӑн кил хуҫи камшӑн чӳк тума пуҫтарӑнни ҫинчен пӗлтернӗ, пӑтӑ чашӑкне йӑтса пӑлтӑра ҫемйипе тухнӑ. Унта ятран асӑнса кӗлӗ пуҫланӑ. Пӑттине пӳрте илсе кӗрсе, юсман тытса пурте пӗрле ҫинӗ. Тепӗр кунне е темиҫе кунран кӗлӗ каласа теприн ячӗпе пӑтӑ чӳклесе ҫинӗ. Унсӑр пуҫне кил-йышпа ҫемьере темиҫен пӗр харӑс е пӗр-пӗр ҫын нумай вӑхӑт хушши чирлесе выртсан хур чӳкӗ тунӑ. Ӑна валли пӗр харӑс тӑхӑр шурӑ хур сутӑн илсе пуснӑ, пӑтӑ пӗҫерсе чӳкленӗ.
490
«Унӑн пуҫне сывлӑх пар, ҫырлах, усал-тӗсел ан ту, сана асӑнатӑп, витӗнетӗп, усал ан ту! Ҫырлах!» — тесе виҫӗ хут тайӑлать. Тӗпелтен сӗтеле урай варрине куҫараҫҫӗ. Сӗтел ҫине пашалу, кӑвас икерчи ытти ӗҫме-ҫиме хураҫҫӗ. Кӗлӗ тусан апат ҫиме ларать.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен