Пилсемпе кӗлӗсем

Шатрапа чирлесен

 

781

Шатрапа выртнӑ чухне ҫын ҫине сивӗ куҫ ӳкет тет. Куҫ ӳксен тухнӑ шатра ӑша каять тет. Ҫавӑнпа вара шатра кӑшт ҫухала пуҫласанах ӑна тӗтӗреҫҫӗ, куҫ чӗлхи вӗртереҫҫӗ... Юмӑҫ ҫапла турӗ. Ӑна анне пӗремӗк пачӗ те вӑл ҫав пӗремӗк ҫине ак ҫапла каласа вӗрме тапратрӗ:

Ҫырлах, Турӑ, тьфу! Турӑран ырлӑх пултӑр, этемрен сиплӗх пултӑр, тьфу! Атӑл урлӑ, тинӗс урлӑ шур сухаллӑ старик утти килнӗ тет ҫак Ҫумка ҫинчен куҫ ӳкнисене кӑларма, тьфу! Акӑ кунта ылтӑн ҫӳҫлӗ, кӗмӗл шӑллӑ, пурҫӑн сухаллӑ старик пур. Пурҫӑн ҫӳҫлӗ, кӗмӗл шӑллӑ карчӑк тӑрать, тьфу. Ҫак Ҫумка ҫинчен куҫ ӳкни тухса кайтӑр. Ирхи хаяр куҫ ӳкри, ҫӗрлехи хаяр куҫ ӳкри, кӑнтӑрла хӗвел ҫутипе ҫӳрекен хаяр куҫ ӳкри тен, тьфу, пурте тухса кайтӑр. Симӗс куҫ ӳкри, хура куҫ укри, кӑвак куҫ ӳкри, хӑмӑр куҫ ӳкри, шурӑ куҫ ӳкри тен, тухса кайӑр. Арҫын куҫ ӳкри, хӗрарӑм куҫ ӳкри, ача-пӑча куҫ ӳкри, пурте ҫак ача ҫйнчен тухса кайӑр, тьфу! Чӑваш куҫ ӳкри, вырӑс куҫ ӳкри, тутар куҫ ӳкри, ҫармӑс куҫ ӳкри, тьфу, пурте тухса кайтӑр ҫак ача ҫинчен. Пуп тавраш куҫӗ ӳкри тен, тухса кайтӑр эппин. Ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ куҫ пур, ҫитмӗл те ҫичӗ ҫӗрелле тухса кайччӑр. Тата хӑҫан та хӑҫан какӑр чул ҫине куҫ ӳкӗ, ҫавӑн чухне тин ҫак ача ҫине сивӗ куҫ ӳктӗр. Хӑҫан та хӑҫан лаша пуҫӗ шӑмми ҫине, кашкӑрпа упа ачи-пӑчи ҫине сивӗ куҫ ӳкӗ, ҫавӑн чухне тин ҫак ача ҫине куҫ ӳктӗр. Эсир те эппин, шатра ашшӗ, ман ҫине ан ҫилленӗр тетӗп, эпӗ сире кӳренмелли сӑмахсем каларӑм пулӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр