Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
Чӑваш халӑхӗн авалтанхи ӗненӗвӗпе, вилнӗ ҫынсем леш тӗнчере ҫутӑ тӗнчери пекех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫут тӗнчери тӑхӑмӗсене, тӑванӗсене пулӑшма хатӗр, йывӑр самантсенне несӗл пуҫӗсемпе улӑп-паттӑрсем халӑх патне тухса та килеҫҫӗ-мӗн. Ҫапла ӑнлантаракан хачмак-халап чӑвашӑн сахал мар.
Ваттисене (вилнисене) асӑнса хисеп тӑвасси — чӑваш тӗнӗн ҫирӗп йӗркисенчен пӗри. Килти асӑнусем пысӑккисем те, пӗчӗккисем те пулаҫҫӗ.
Пӗчӗккисене ҫын вилсен ҫичӗ кунччен ирттереҫҫӗ, пысӑккисене мӑшӑрлӑ эрнесенче тӑваҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш каҫ — «Салам ҫӗрӗ», вилнӗ ҫынпа уйрӑлни. Г.Филиппов, В.Магницкий ҫырнисем тӑрӑх пӗчӗк-пысӑк асӑнусене Ҫӗрпу уесӗнче ҫирӗп тытса пурӑннӑ. Вилнӗ ҫынна вилсен виҫҫӗмӗш кунне (пытарса килсен) асӑнса апатланаҫҫӗ. Кил-йышпа кашни эрнекун ҫурта ҫутаҫҫӗ. Унтан вара йӑхӑру ҫыннисемпе ҫиччӗмӗш, хӗрӗхмӗш кунсене пухӑнса ирттереҫҫӗ. Ку асӑнусене «ҫиччӗш»,«хӗрӗхӗш» теҫҫӗ. Хӗрӗхӗш хыҫҫӑн вара тепӗр пысӑк асӑну — юпара асӑнни. Ытларах чухне ҫулталӑкне е виҫ ҫулне те юпара ирттереҫҫӗ. Ытти чухне пурне те ытти асӑну кунӗсенче — сурхури, мӑнкун (калӑм), ҫимӗк, атан (кӗр) сӑри тата ытти чухне асӑнаҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх ваттисене пӑрӑнми асӑнмалли кунсем, ҫапла вара, ҫулталӑкра тӑваттӑ. Пӗтӗм кӗлӗсене, хухлевсене, юрӑсене ҫав тӑватӑ асӑнура тата ҫынна пытарнӑ чухне ҫеҫ пӗтӗмпех калаҫҫӗ. Ытти чухне йӑласене кӗскерех майпа ирттереҫҫӗ.
Пӳкле, ителсӗр вилнисене расна сӑмахсем калаҫҫӗ, тӑрлавсӑр вилӗм тупнисене ӳпкелесе каланисем те тӗл пулаҫҫӗ. Кил-йышпа ӑру ятне ярса вилнӗ ҫынна масар ҫине (ӑру картине) ҫеҫ мар, ҫӑва ҫине те кӗртменни е тупӑкне кӑларттарса уя-ҫырмана чавтарни тӗл пулатъ. (М.П.Петров-Тинехпи, 1881, ЧПГӐИ ӐА, I, 31, 58-59 с.)
Вилнӗ ҫынна хӗрӗхӗшӗнче ытти чухнехинчен чыслӑрах асӑнаҫҫӗ. Хӗрӗх кун хыҫҫӑн леш тӗнчене кайнӑ ҫын унта ыттисемпе пӗрлешет, ку тӗнчерен вуҫех уйрӑлса кайнӑ шутланать.
Архив материалӗсем хушшинче авалхи йӑласем православипе чиркӳ йӗркисемпе хутшӑнса пыни те палӑрса юлнӑ. Юпа вырӑнне хӗрес лартнӑ, хӗресе, юпа пекех пӳрте кӳртсе вырӑн ҫине хунине асӑннисем пур. Чиркӳ витӗмӗпе хӗрес лартнӑ пулсан, ҫиччӗш е хӗрхӗшӗнне хӗрессене юпапа ылмаштарни тӗл пулать.
Вилнисене асӑннине каярахпа пумилкке теме пуҫланӑ. Анчах ҫакна ытларах чухне «виҫ эрнерен», «пӗр уйӑхран» ирттерекен асӑнусене палӑртса каланӑ. Ку вӑл, паллах, чиркӳ витӗмӗпе сарӑлнӑ ӑнлав, вырӑсларан (поминки) куҫнӑ сӑмах.
Чи тӗплӗ, анлӑ, тулли асӑну — юпари асӑну. Ҫавӑнпа ҫулталӑкне е виҫӗ ҫулне ытларах чухне юпари асӑнура ирттереҫҫӗ.
Виҫӗ ҫул хыҫҫӑн харкам уйрӑм ҫын ячӗпе ятарлӑ асӑну ҫук. Ӑна малашне ыттисемпе пӗрлех ҫулталӑкра тӑватӑ хут — утласра, калӑмра, ҫимӗкре тата алтанра асӑнаҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Асӑну йӗркипе кӗлли-юрри
Асӑнӑва чӗнмелли йӗрке (884-885)
Хывни (886-887)
Кӗр ҫурти (888)
Хывнӑ чухне калакан кӗлӗсем (889-892)
Пӗлӗмпе асӑнни (893-894)
Асӑну кӗллисем (894)
Виле тытасран калакан кӗлӗсем (895-899)
Камалсӑр вилнисене асӑнни (900-902)
Виҫҫӗмӗш кунӗнче асӑнни (виҫҫӗш) (903-908)
Эрне каҫсенчи асӑнусем
Эрне каҫсенче хывни (909-913)
Ҫиччӗмӗш кунӗнче асӑнни (ҫиччӗш) (914-918)
Хӗрӗх кунне асӑнни (хӗрӗхӗшӗ)
Пумилкке (919-921)
Вилӗ сӑри (922-925)
Ҫулталӑкне тата виҫӗ ҫулне асӑнни (926)
Юпа туса асӑнни (927-940)
Вӑрӑм ҫурта айӗнче ларнӑ каҫ (941)
Юпа (асӑну) юррисем (942)
Кӑвайт умӗнхи юрӑсем (943-962)
Атан сӑринче асӑнни (963-964)
Ваттисене хывни (965)
883
Ҫак ҫуртасен ҫутипе ҫӳре, тӗттӗм ҫӗрте ан ҫӳре. (Виҫҫӗмӗш кунне хывнӑ чухне каланӑ.)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен