Туй пуҫӗ хур ашне ваклас умӗн калакан кӗлӗ
700
Туй пуҫӗ алӑ ҫӑвать, унтан калать: «Турра асӑнар», — тет. Пысӑк чашӑк ҫинчи пӗчӗкрех хура чашӑка алли ҫине илет. Тӑхлачи аллине ҫӑкӑр тытать, хӑти — сӑра курки. Ватӑ ҫын кӗлтума тытӑнать. Пурте ура ҫине тӑрса, кӑштах уҫнӑ алӑк еннелле пӑхса тӑраҫҫӗ. Кӗлли ҫапла:
Ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Ырлӑх-сывлӑх пар, Турӑ, телей пар. Ҫак япаласене ӗмӗр пӗрле ӗҫсе-ҫиме, йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫма пар. Хурсен вун икшер чӗпӗ пултӑр, пӗри хурчӑкана пултӑр. Ыттисене хурӑнташсемпе, кӳршӗ-аршӑсемпе, ял-йышсемпе, ӑратнисемпе ӗҫсе-ҫимелле пултӑр.
Хӑти алӑк патне пырать те пуҫҫапать, ыттисем пурте калаҫҫӗ:
Турӑ пирӗн кӗлле хапӑл тутӑр, кӗлӗ вырӑнлӑ пултӑр!
701
Эй, Турӑ! Пиллесем пире ӑратнепе, пухӑннӑ туй халӑхӗпе чипер ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ туй тума!
Туй пуҫӗ каланӑ кӗлӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен