Пилсемпе кӗлӗсем

Ача чӑкӑчӗ

 

572

Ачана шыва кӳртсе килсен чӑкӑт чӳклеҫҫӗ: пӗр пӗтӗм чӑкӑт, пӗр пӗтӗм хӑпарту илеҫҫӗ те пур хурӑнташӗсене йыхӑрса пыраҫҫӗ, унтан вӗсем пухӑнса ҫитсен тӑраҫҫӗ вара чӳке. Чӑкӑтпа хӑпартӑва вакласа, пурне те пӗрер татӑк тыттарса алӑк уҫса асӑнаҫҫӗ:

Эй, пӗсмӗлле, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫырлах, Турӑ; ачана пысӑк ту. Сана ҫемҫе хӑпартупа асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, ҫырлах, пирӗн айвансен кӗллине хапӑл ил. Эпир епле ҫемҫе чӑкӑтпа, ҫемҫе хӑпартупа асӑнатпӑр, ҫавӑн пек ачанӑн чӗлхи-ҫӑварӗ ҫемҫе пултӑр, япшар пултӑр, хӑнчен аслине пичче тесе калатӑр, хӑнчен кӗҫӗннине шӑллӑм тесе калатӑр, ватта курсан чыслӑ тӗл пулса чыслӑ иртсе кайтӑр.

Вара тата турӑш умне лартса пурте сӑхсӑхаҫҫӗ. Тата пӑтӑпа, сӑрапа кил хушшине тухса чӳклеҫҫӗ ак ҫапла:

— Эй, пӗсмӗлле, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫырлах, Турӑ, ачана выртнӑ вырӑнӗнчен те, ӳссен ҫӳренӗ вырӑнӗнчен те сыхласа усра, ватӑличченех, йӳтиччен пурӑнмалла ту, ҫӑпатине кутӑн сыракан пуличчен усра, ҫырлах, Турӑ, пирӗн айвансенӗн кӗллине хапӑл ил.

Ҫак кӗлӗсене пӗтерсен вара ӗҫсе ҫисе каяҫҫӗ.

573

Ачана сывлӑхне пар, рӑскал-тивлетне пар.

574

Эй, Турӑ! Ҫак ҫӗнӗ чуна ӑраскаллӑ, сывӑ пурӑнмалла ту; анкарти тулли капан пар; карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пар; сакҫи тулли ача-пӑча пар; пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пар; хӑмӑлӗ хӑмӑш пек, пуҫӗ чакан пек пултӑр; тасалӑх, сывлӑх-кӗрлӗх пар.

575

Ачана ырлӑх-сывлӑх пар, кунлӑ-ҫуллӑ ту, ӑраскаллӑ-тивлетлӗ ту.

576

Пурте пухӑнсан ача ячӗпе тунӑ сӑрапа та тата пӗтӗм чӑкӑтпа тытанаҫҫӗ чӳк тума. Чӑкӑта вакласа ап валли туса кашни ҫынна, ача-пӑча таранччен, валеҫсе параҫҫӗ. Кил-йышри ват ҫын кӗреке куркипе сӑра тытса, ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе тӑрать. Пӳртри пӗтӗм ҫын, ура ҫинче тӑрса, алӑк еннелле пӑхса тӑрать. Ватти алӑка уҫса кӗлтума тытӑнать. Ҫав ачан ятне асӑнса, ӑна вӑрӑм ӗмӗрлӗ, нумай кунлӑ, ҫуллӑ, ватӑличчен пурӑнтӑр тесе. Ватӑ ҫынни хӑй алӑк патӗнче куркипе сӑра, тепӗр аллипе «алӑ валли» тытса тӑрса чӳклет. Ак ҫапла сӑмахсем каласа, ыттисем пурте ун хыҫҫӑн каласа пыраҫҫӗ:

Ҫак манӑн халӗ ҫӗнӗ ҫуралнӑ ывӑлӑм (хӗрӗм) ҫак ҫутӑ ҫанталӑкра пурӑнма килчӗ. Ӑна паянтан вара ӗмӗрӗ иртичченех тӑхӑнма тум (тумтир) кирлӗ. Ҫитӗнсе ҫитсен ӑна йӑпанма хӗр кирлӗ, ҫавӑнпа ӑна укҫа нумай кирлӗ. Акӑ хам та укҫа хуратӑп, курӑр. Пурне те валли акӑ чӑкӑт ваклатӑп, эсир те ҫак турилкке ҫине укҫа хурӑр.

Эй, пӗсмӗлле! Турӑ, ҫырлаха пар. Аминь! Ӑшӑ питпе, тутлӑ чӗлхепе Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Ҫак (ячӗ) ачанӑн ячӗпе, тулли кӗрекепе, алӑ валлипе, Турӑ, Пӳлӗх, Сана тархаслатпӑр. Ӑна вӑрӑм ӗмӗрлӗ малашлӑхне пар, аминь! Пысӑк пултӑр, пирӗн пек ватӑличченех пурӑнтӑр, аминь! Пысӑк телейлӗ пултӑр, ҫемҫе чӗлхе-ҫӑварлӑ пултӑр, ырӑ ҫын кӑмӑлне килмелле пултӑр. Аминь!

Ҫак сӑмахсене каласан кил йышӗ, чӳк тӑваканни, ватти, ҫӗлӗкне алӑк урати ҫине хурса виҫ тапхӑр пуҫҫапса илет те «Аминь» тесен алӑк тӑпсине сӑра тумлатса хӑварать. Юлашки сӑрине, кӗреке курки тӗпне юлнине, сӗтел ҫинчи сӑра савӑчӗ чӑм ҫине ярса хутӑштарать. Унтан вара пурте алӑ валли тунӑ татӑкӗсене, аллисенче тытса тӑнисене, харкам хӑй аллинчине, ҫиме пуҫлаҫҫӗ. Кайран вара сӗтел хушшине кӗрсе ларса тытӑнаҫҫӗ сӑра, эрех ӗҫме, яшка ҫиме. Кӑмака пек пысӑк пултӑр тесе.

577

Аҫӑна, аннӳне хисеплекен пул. Выльӑхлӑ-чӗрлӗхлӗ пул, пӗрререн пине ҫиттӗр. Ҫынна юрӑхлӑ ҫын пул, сак тулли ачу-пӑчу пултӑр.

578

Эй, ырӑ Туррӑм, ырӑ Пӳлӗхӗм, ҫак ҫӗнӗ ҫуралнӑ ача ячӗпе (ача ятне асӑнатъ) Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, ҫуралманнине ҫуратса патӑн, ҫуралнине чипер йӗррипе ватӑлма парӑсӑнччӗ, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Ҫак ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑкӑтпа Сана, ырӑ Туррӑм, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр; ҫак тин ҫуралнӑ ачана ырлӑх-сывлӑх парӑсӑнччӗ, ӑраскаллӑ-тивлетлӗ тӑвӑсӑнччӗ, ырӑ кун-ҫул парса, чипер ватӑлса, ачаллӑ-пӑчаллӑ пулса, ачи-пӑчи усси-йышшӗне курса вилме парӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Алӑк патӗнчен пӑхсассӑн тӗпелте вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм. Тӗпелтен пӑхсассӑн алӑк патӗнче вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм. Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Кучченеҫлӗх те пулин парӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, ҫуртлӑх та пулин парӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Алӑк патне кӗрӳ парӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, тӗпеле кин парӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, иккӗн выртса виҫҫӗн тӑмалла тӑвӑсӑнччӗ, ачи-пӑчи пулсассӑн ачи-пӑчи усси-йышшине курмалла тӑвӑсӑнччӗ, кин-хӗр илсессӗн кин-хӗр уссине курмалла тӑвӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм. Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Пӗлни пур-тӑр, пӗлменни пур-тӑр, эпир кӗнекеллӗ халӑх мар, пире, айван ывӑла-хӗре, виҫ сӑмахпа та пулин хапӑл ту, чӳк, ҫырлаха пар, аминь.

Ҫак кӗлле кӗлтуса пӗтерсессӗн чашӑк ҫинчи ҫӑкӑра, чӑкӑта каскаласа ал валли тӑваҫҫӗ. Вӑл ал валлисене пӳртри ҫынсене пурне те валеҫсе параҫҫӗ. Ал валли валеҫсе пӗтерсессӗн тата тепӗр хут пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ те ал валлипе пӑртак асӑнаҫҫӗ. Ал валлипе асӑнакан кӗлӗ ак ҫапла пуҫланать:

Эй, ырӑ Турӑ, ырӑ Пӳлӗхӗм, Сана ал валлипе асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Пӗлни пур-тӑр, пӗлменни пур-тӑр, эпир кӗнекеллӗ халӑх мар, пире, айван ывӑла-хӗре, виҫ сӑмахпа та пулин хапӑл ту, чӳк, ҫырлаха пар, аминь.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр