Пилсемпе кӗлӗсем

Кӑмпапа тӗтӗрни

 

802

Хӑш вӑхӑтра ача пит йӗрекен пулсан ӑна юман кӑмпипе тӗтӗреҫҫӗ. Юман кӑмпине вут тивертсе ак ҫапла тӗтӗреҫҫӗ:

Куҫ, тух ачаран, арҫын куҫӗ пулин те, хӗрарӑм куҫӗ пулин те, хӗр ача куҫӗ пулин те, арҫын ача куҫӗ пулин те, килти ҫемье пулин те, кӳршӗ арӑмӗ куҫӗ пулин те, ашшӗ-амӑшӗ куҫӗ пулин те, вырӑс, тутар, мӑкшӑ куҫӗ пулин те, хура куҫ пулин те, чакӑр куҫ пулин те, сарӑ куҫ пулин те, кӑвак куҫ пулин те тух, куҫ, хирӗнсе ӳкнӗ пулин хирӗнсе тух, хайрӑлса ӳкнӗ пулин хайрӑлса тух, тух, куҫ.

Виҫҫӗччен сураҫҫӗ вара.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр