Пилсемпе кӗлӗсем

Йӗрӗхе чӳклени

 

465

Унтан тата йӗрӗх тӑваҫҫӗ, ӑна акӑ мӗншӗн тӑваҫҫӗ е куҫ пӑсӑлнӑшӑн, е ҫӑпан-кӗсен тухнӑран, е тата юхана ерсессӗн тӑваҫҫӗ. Ӑна акӑ ҫапла тӑваҫҫӗ: пӗҫереҫҫӗ икерчӗ, пӑртакӑ тӑхлан шӑратаҫҫӗ, ӑна вара икерчӗ лартрӑмӑр теҫҫӗ. Хӑш-хӑш чухне пит хӗн-асапа кайсассӑн така та пусаҫҫӗ.

466

Ҫырлах, йӗрӗх, сана нимӗрпе асӑнатпӑр, усал ан ту, нимӗрне ҫуллӑ туса асӑнатпӑр, ҫырлах, йӗрӗх, ача-пӑча ҫине кӗсен-ҫӑпан ан яр. Акӑ сана пурҫӑнпа илемлетнӗ парне паратпӑр, сурпан ҫакки паратпӑр, акӑ ҫав хурама хӑвӑлне пырса ҫакма яратӑп, ху юратса хӑвах ил, ҫырлах, текех кӗсен-ҫӑпан ан кӑлар.

 

* * *

Йӗрӗх акай, ҫырлах, хамӑн ту. Эп сана нимӗр паратӑп, йӑва та паратӑп, укҫа та ҫакатӑп, ҫырлах.

467

Ҫырлах (пуҫҫапать), ҫырлах (пуҫҫапать), ҫырлах (пуҫҫапать). Йӗрӗхе мимӗр чӳклетӗп.

468

Эй, пӗсмӗлле, Турӑ, ҫырлах мана! Ҫак юхан-штана тасат. Кӗрхи-ҫурхи шывпа тасамарлӑхсем юхса кайнӑ пек ман ҫинчен юхан-шӑтансем те тасаличчен! Ҫырлахупа тасаллӑх пӗрлешӳллӗ пулччӑр! Ҫырлахсам мана эсӗ те, йӑрӑх! Хӑвӑн ырӑ кӑмӑлуна ман ҫине ҫавӑрсам. Ҫак хурама кутне пӗлмесӗр сыснӑшӑн мана ан айӑплах.

Малашне ӗнтӗ эпӗ те, ман ачан ачисем те тата вӗсенчен пулас ӑру та ҫак хураман, унӑн вӑрринчен шӑтса ӳснӗ хурамасем кутне те урӑх сысса варласа мӑшкӑл тумӗ.

Хатӗр вӑй ҫитнӗ таран ҫулталӑкра пӗрре те пулса ҫак хурама кутне сана хӗрӗх парне кӳрӗҫ. Ҫырлахсам, йӑрӑх, манӑн кӗллӗм сиплӗхлӗ пултӑр.

469

Ильюх(х)а йӗрӗхӗ, Малакай йӗрӗхӗ, Ятмӑрса йӗрӗхӗ, Силевер йӗрӗхӗ, Силевер тӳрри, Кукша йӗрӗхӗ, Кукша тӳрри, Ҫтаппан (Стапан) йӗрӗхӗ, Укҫа Терентей йӗрӗхӗ! Сире юсманпала, хурпала, ӑшӑ чӗлхепеле асӑнатпӑр-витӗнетпӗр; айван-ашана каҫар пире...

Минчет тутарса килекенсем итем карти патне чарӑнаҫҫӗ те, пӗри хуть вун ҫичӗ пус, хуть вунӑ пус (унта тиркев ҫук) укҫа илет те упӑшкипе матки йӗри-тавра ҫав укҫана ҫавӑрса аяккалла ывӑтса ярать. Ӑна вӑл: «Пур маткипе упӑшкине ҫакланнӑ тӑшмансем, матки килӗнчи йӗрӗхсем, упӑшки килӗнчи йӗрӗхсем ҫав укҫапа килӗшчӗр», — тесе пӑрахать.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр