Пилсемпе кӗлӗсем

Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем

Чӑвашсен тӗнпе, тӗрлӗ ӗненӳпе, тӗшмӗшпе, хутшӑну йӗркисемпе ҫыхӑннӑ авалхи халапӗсем ӑрӑмлӑ (магилле) йӑлапа тата им-юм сӑмахӗсемпе пӗрле аталанса пынӑ. Арӑмлӑ сӑмахсен шутне кӗлӗсем, сӑрмансемпе сӑвапсем, чӳксем, пил, пехил, халал, пуҫтай, тархаслу, витӗм, хушӑм, сунӑм, тупа (ант, шерт), вӗрӳ, пӑскӑн, пӑсташ, суру, калмак, тухату, ылхан тата ытти сӑмахсем («чӗлхесем») кӗреҫҫӗ.

Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх кашни халӑхӑнах пур. Чӑвашсен вӑл вӑйлӑ аталаннӑ. Ӑрӑмлӑх йӑлара, ӗҫре, вӑйӑра, ӗҫкӗ-ҫикӗре авалхи йӗркесене тытса пынипе — пӗтевсем, эрешсем ҫакнипе, пӑсни-сыватнипе, ӗҫни-ҫинипе, ҫӑвӑнни-шӑлӑннипе, сӗрни-тӗтӗрнипе, ака-суха, выльӑх-чӗрлӗх, суту-илӳ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ.

«Чӑваш ҫыннисем Турра кӗлтума юратакан ҫынсем. Кирек епле ӗҫе тума тытӑнас умӗн ӑна чипер туса пӗтерме Турӑран вӑй-хӑват ыйтаҫҫӗ, унтан тата ӗҫ пӗтерсен — тав туса каллех пуҫҫапса кӗлтӑваҫҫӗ. Туйсем е вӑйӑсем-мӗнсем тапраннӑ чухне те чипер ирттерсе яма хуштӑр тесе каллех Унран сывлӑх-чӗрлӗх ыйтаҫҫӗ. Ирттерсе ярсан, савӑнса татах унӑн мухтавлӑ хӑватне асӑнса ӑна кӗлтӑваҫҫӗ. Качча кайнӑ чухне хӑшӗ-пӗри ашшӗ-амӑшӗ патне хӑнана килсен каллех Турра кучченеҫпе кӗлтӑваҫҫӗ. Ача-пӑча ҫуралсан е тата ҫапла пӗр-пӗр урӑх япала пулсан та ялан Турра кӗлтӑваҫҫӗ. Ҫӗнӗ тырӑ ӗлкӗрсен ҫӗнӗ тырӑпа Турра кӗлтӑваҫҫӗ», — тенӗ И.Юркин ҫыравҫӑ (ЧПГӐИ ӐА, I, 57, 693), Чӑваш халӑхӗн кӗллисемпе пилӗсен, вӗрӳ-суру чӗлхисен никӗсӗнче авалхи тӗн вӗрентӗвӗ, килте, ял-йышра ирттерекен ӗҫкӗсем, уявсемпе чӳксем тата ытти йӑласем тӑраҫҫӗ.

Чӑваш тӗнне, пилсемпе кӗлӗсене пухса тӗпчени. Халӑхӑн ӑрӑмлӑ сӑмахлӑхӗн тӗрлӗ тӗсӗсем пин-пин ӗмӗр иртнӗ май пайтах аталаннӑ. Вӗсене чӑваш ваттисем типтерлӗ упраса пурӑннӑ. Авалхи тӗнпе, йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ сӑмахлӑха вара ыттисене каласа кӑтартма юраман. Ҫавӑнпа чӑвашсем патне аякран килнӗ тӗпчевҫӗсем тӗн сӑмахлӑхне, кӗлӗсемпе сӑрмансене тӗплӗ ҫырса илеймен. XVIII ӗмӗртех чӑвашсен тӗн сӑмахлӑхне хут ҫине тӗрлеме пуҫланӑ пулсан та ку таранччен те тӗплӗн пухса ҫитереймен, ӑслӑлӑх виҫипе тишкерсе тухайман. XX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫырса илнисенче пилсемпе кӗлӗсен ӑрӑмлӑхне палӑртакан енӗсем упранса юлман. Миссионерсем е ют ҫӗршыв ҫул ҫӳревҫисем чӑвашла пӗлмен пирки татӑк-кӗсӗккӗн кӑна ҫыркаланӑ, вӗсем кӗлӗсене хӑйсене ҫырса илмен, унта мӗн ҫинчен каланине (ытларах чухне тиркесе) палӑртса хӑварнӑ. Апла пулин те чӑваш шухӑшлавне кӗнекене кӗртсе хӑварнӑ ӑсчахсене ырӑпа асӑнса тав тумалла. Паллах, пирӗн асра Ахмед ибн Фадланпа (X ӗмӗр) Абу Хамид ал-Гарнати (XII ӗмӗр) ячӗсем малта тӑраҫҫӗ. Чӑваш хайлалӑхне (мифологане) тӗпчекенсемех чӑвашсен ӑрӑмлӑ сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Вӗсен ретӗнче уйрӑмах Дюла Месарошпа Хайкки Паасонен пысӑк ӗҫ туса хӑварнӑ. («В дорогу звали меня, — тенӗ Д.Месарош, — связь чувашского и венгерского языков, желание спасти для языкознания и этнографии по возможности все, что еще осталось в памяти народа, с каждым днем все больше забывающего свою старую языческую веру. Распространение цивилизации и христианства погубили много традиций и памятников старины. Не хотелось, чтобы без следа исчезли кое-где еще сохранившиеся обычаи, традиции...») К.С.Милькович, В.К.Магницкий, В.П.Вишневский, А.Т.Земляницкий, А.А.Фукс, Н.И.Ашмарин, Н.В.Никольский, А.В.Рекеев, И.Н.Юркин, М.Г.Васильев, Г.И.Комиссаров, А.С.Иванов, К.В.Элле, С.С.Кутяшов, Т.М.Акимова, И.А.Патмар тата ыттисем ҫырса илнӗ тӗслӗхсем палӑрса юлнӑ.

Чӑваш тӗнӗ-ӗненӗвне, чӳкӗсемпе кӗллисене тӗпчекенсем сахал мар. Г.И.Комиссаров чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн еткерӗнче авалхи кӗлӗсене юрӑсем хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑна лартнӑ, унтах чӗлхесемпе пилсене асӑннӑ: «древние молитвы, заклинания, заговоры, наговоры, слова благословения, присяги и т.д.» (ЧПГӐИ ӐА, I, 496). И.Я.Яковлев университетра вӗреннӗ чухнех курс ӗҫӗнче («Несколько памятников устной чувашской словесности») чӑваш кӗллисене сӑнаса пӑхнӑ. Н.И.Ашмарин ятарласа «Введение в курс чувашской народной словесности» лекцийӗнче чӑваш тӗнӗпе кӗллисем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Чӑваш ӗненӗвӗн историлле ҫул-йӗрне шыраса вӑл «Отголоски золотоордынской старины в народных верованиях чуваш» тӗпчев кӑларнӑ (1921). Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи малтанхи ӗҫсенчен Н.Я.Золотовпа С.С.Кутяшов ҫырнисене палӑртмалла. С.Кутяшов (1899—1944) «Тӗттӗмлӗхе хирӗҫ, тӗнсӗр ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн» кӗнекере (1930) авалхи йӑласене хытӑ хирӗҫленӗ пулсан та ятарласах «Чӑвашсен кивӗ тӗнӗ», «Чӑваш туррисен ячӗсем», «Леш тӗнчери турӑсем» пайсем туса упранса юлмалли чылай хыпара пӗлтерсе хӑварнӑ. Кайранхи тапхӑрта ҫырнисенче чӑваш фольклорҫисем тӗнпе кӗлӗ ыйтӑвӗсенчен пӑрӑнса иртнӗ. М.Я.Сироткин, И.И.Одюков, Е.С.Сидорова кӗлӗсене тишкермен. XX ӗмӗр вӗҫӗнче чӑваш тӗнӗпе, кӗллисемпе Г.Ф.Юмарт, А.К.Салмин, И.А.Дмитриев, В.Г.Родионов, А.А.Трофимов, Н.Е.Наумов (Микихвер мӑчавӑр), Е.Е.Ерагин (Ешентей мӑчавӑр) ҫырнисем тухнӑ.

Халӑх тӗнӗпе ӗненӗвӗн тӗп паллисем. Тӗн ӗненӗвӗ этем хӑйӗнчен килмен хӑватсене шанса пурӑннипе ҫыхӑннӑ.

Чӑваш сартӑшӗ ҫут тӗнчепе ҫут ҫанталӑка тытса тӑракан вӑйсене хисеплеме ыйтать. Ытти тӗнсем пекех, вӑл виҫӗ пысӑк пайран тӑрать: тӗнче тытӑмӗ ҫинчен вӗрентни (мифологи), ӑрӑмлӑ йӑла (магилле ӗҫ-пуҫ), ӗненӳ туйӑмӗ. Чӑваш тӗнӗн философийӗ идеализмпа та, реализмпа та тачӑ ҫыхӑннӑ. Философи вӗрентӗвӗнчен вӑл киреметре, чӳк-чӳклемере туса ирттерекен йӑла-йӗркипе кӑна уйрӑлса тӑрать, ытти йӑлтах — пурнӑҫран илнӗ чӑнлӑх. Киреметре выльӑх пусса халӑхпа пӗрле апатланни — (пӗрлех апачӗ ирттерни) ӑрӑмлӑхӗнчен ытларах выҫӑ-тутӑ пурӑнакан, халран кайнӑ ҫынсене вӑй пама тунӑ йӑлана куҫса кайнӑ. Пӗрлӗх апачӗ пурне те асатте-кукаҫейсен ватӑ юманӗ тавра пухма сӑлтав панӑ. Ача-пӑча та, хӗрупраҫпа яш-кӗрӗм те пӗрлӗх апатне хутшӑннӑ. Ӗретниҫӗплӗх, тӑванлӑх, йӑхташлӑх тытӑмӗсене йӗркелесе пырас енӗпе чӑваш сартӑшӗн ҫак пӗлтерӗшӗ паян та пысӑк. Ваттисем вӗрентсе калани, хутлӑхри, ҫын хушшинчи ҫирӗпленнӗ йӗркесем, килти хуҫалӑхри, ҫӗр е вӑрман ӗҫӗн черетленӗвӗ йӑлтах ӗненӳпе ҫыхӑннӑ, пӑрӑнми пурнӑҫламалли йӑла пулса тӑнӑ. Чӑваш тӗнӗн ҫынна айӑплас, хӗстерес, чуралатас енӗ ҫук. Вӑл «ҫӗнӗ йӗрке тумалла мар» тесе каламасть, анчах маҫак-мамаксем (мӑн асаттесемпе мӑн кукамайсен) йӑлисене ҫирӗп упрама ыйтать.

Тӗн ӗненӗвӗшӗн чун-чӗре хусканӑвӗ, йывӑр чухне йӑпанӑҫ тупма тӑрӑшни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Инкек, йывӑр чир, сирӗлми хурлӑх этем чунне ҫапса ан хуҫтӑр тесен унӑн ҫӑлӑнӑҫ, шанчӑк пуррине ӗненмеллех. Унсӑрӑн этем асап-нуша чӑтса пурӑнас ҫук, йывӑр самант килсенех ку тӗнчерен уйрӑлса каймалла. Анчах пурнӑҫра апла мар. Кун ҫутӑлса килессе пӗлетпӗр, ҫавӑнпа тӗттӗм каҫсене чӑтса ирттеретпӗр... Хӑҫан та пулсан вилессе пӗлетпӗр пулсан та амансан-чирлесен сывалас тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫакӑ вӑл пурнӑҫӑн чи хаклӑ енӗ. Вӑл ӗненӳрен вӑй илсе тӑрать.

Тӗн вӗрентӗвӗ ҫынсен танлӑхӗ, тӑванлӑхӗ, ыр кӑмӑллӑхӗ, ҫынлӑхӗ, юратӑвӗ ҫинчен ытарлӑ калать. Чӑннипе ҫакӑ тӗн ҫуратса ӳстернӗ япала мар, вӑл унпа хӑйне майлӑ усӑ курать кӑна. Танмарлӑхпа пусмӑр, чир-чӗр асапӗ нумай ҫӗрте тӗн ку тӗнчери ӗҫсем ҫинчен леш тӗнчери пек туса шухӑшлама вӗрентнӗ. Асапланакансемпе нуша куракансем кирек хӑҫан та пулӗҫ, ҫавӑнпа тен ӗненӗвӗ пӗтмест. Этеме чун йӑпанӑҫӗ кирлех. Пӗри ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗре, тепри савӑшура, виҫҫӗмӗшӗ ӗҫре е кил-йышра тупать. Ытларахӑшӗ ӗненӳре вӑй пухать.

Харкам ӗненӳ, харкам кӗлӗсем тӗн вӗрентӗвӗпе, кил-йыш йӑлисемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, халӑх тӗнӗн куллен пурнӑҫласа пымалли йӗркине кӗреҫҫӗ.

Чӑваш халӑх тӗнӗпе йӑлисем тыр-пул, выльӑх-чӗрлӗх, пурнӑҫ-парнӑҫ ӗҫе-хӗлӗпе килӗшсе пынӑ. Вӑл хӗвел ҫаврӑнӑшне, уйӑх тӑхрисене кура йӗркеленнӗ. Ҫавӑнпа тӗнчери чылай тӗн вӗрентӗвӗ, уявӗ пӗр вӑхӑталла пулса иртет. Авалхи тӗне ӗненсен-ӗненмесен те чӑваш халӑхӗ хӑйӗн йӑла-йӗрке тытӑмне упраса хӑварнипе мухтанма пултарать, мӗншӗн тесен тен вӑл — емӗрсенчи пурнӑҫ йӑли, этем чунӗн, моралӗн авалхи никӗсӗ. Пирӗн вӑл пур, пирӗн вӑл — расна хамӑрла, таса, ҫирӗп, ӗҫлӗ.

Чӑваш сартӑшӗ пурлӑх хапсӑнӑвӗнчен аякра тӑрать. Ҫакӑ вӑл питех те авалхи тӗн пулнине кӑтартать. Керемсене (храмсене) тӗппипе пӗтерсен те вӑл сӳнсе ларман. Христиансен чиркӗвӗсене, мӑсӑльмансен мечӗтӗсене, иудейсен синагогисене хупсан тӗнне тытса пыраканӗсем сапаланса пӗтнӗ. Чӑваш сартӑшне сакӑр ӗмӗр таптаса тӑнӑ. Апла пулин те вӑл упранать. Ҫакна халӑх ӑслӑлӑхра кая юлнӑран килет тесе ӑнлантарни йӑнӑш. Халӑхра ӗмӗртен пыракан ӑнлавсем, сӑнавсем, ҫирӗпленнӗ йӑласем пур. Вӗсем пурнӑҫа йӗркелесе пыма кирлӗрен упранаҫҫӗ.

Чӑваш халӑхӗн тӗнне ҫут ҫанталӑк тӗнӗ, чӗлхе тӗнӗ, авалхи тӗн, сартӑш тӗнӗ тесе тата урӑхла та калаҫҫӗ. Сартӑш тӗнӗ ҫынсен шанчӑкне, чун хастарлӑхне, ҫирӗплӗхне ырлать, пурнӑҫа юратма хистет. Пурне те — хӗрарӑмпа арҫынна, ачапа ват ҫынна, халӑхпа халӑха, тӗнпе тӗне тан, кӳршӗллӗ, чыслӑ тесе вӗрентет.

Тӑнпа тӗн тавлашӑвӗ ӗмӗрӗпех пулнӑ, малашне те пулӗ. Пӗри ӑс-тӑн тӳпине хӑпарасшӑн, тепри чун-чӗре тарӑнлӑхне тасатасшӑн. Анчах пӗри тепринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Тӗн вӑл чунри ӗссӗмлӗх (фантастика) пекех. Юмах тӗнчине мӗншӗн юрататпӑр-ха эпир? Ҫавӑн пекех тӗн вӗрентӗвне те йышӑнатпӑр. Ҫакӑ — этем пурнӑҫӗн кӑткӑслӑхӗ. Тен, илемӗ те, йӑлӑнӑҫӗ те. Тӗн вӗрентӗвӗ — ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ, шахвӑртуллӑ илемӗ, авалхи тӗнчекурӑмпа философи никӗсӗ.

Сартӑш вӗрентӗвӗн тӑватӑ саврӑш пур.

Пӗрремӗш саврӑшӗ — ҫутӑ ҫанталӑк. Тӗнче уҫлӑхӗпе ҫӑлтӑрсем, пӗлӗтпе тӳпе, хӗвелпе аслати, вутпа ҫулӑм, ҫилпе тӑвӑл, шывпа хум, пӑспа тӗтӗм.

Тӗнче тулӑхӗ ҫут ҫанталӑк тасалӑхӗсӗр пулмасть. Тавра-уҫлӑх — вӗҫ-хӗррисӗр, ҫӳлти тӗнче те аслӑ.

Иккӗмӗш саврӑш — чӗрӗлӗх сӑпки — таса тавралӑх, уй-хирпе улӑх-ҫаран, вӑрманпа ҫырма-ҫатра, шыв-шурпа ҫӑлкуҫсем, ӳсен-тӑранпа апат-ҫимӗҫ. Ҫӗр сывлӑхӗ ҫакӑнта, ҫутӑ тӗнчере.

Виҫҫӗмӗш саврӑшӗ — ҫутӑ тӗнчери чӗрӗлӗх. Чӗрӗлӗх шутне выльӑх-чӗрлӗх, чӗрчунсем, кайӑк-кӗшӗк кӗрет. Чун хӑтлӑхӗ ҫакӑнта.

Тӑваттӑмӗш саврӑшӗ — этемпе хура халӑх ырлӑхӗ. Тӑван-хурӑнташ пӗрлӗхӗ, пурнӑҫ паракан ӗҫ-пуҫ, ватта-вӗтте упраслӑх, ытлӑх-ҫитлӗх пурлӑхӗ. Этем телейӗ халӑх ырлӑхӗпе ҫыхӑннӑ.

Чӑваш ӑс-хакӑлӗ чӑваш халӑхӗпе пӗрле кӑна пӗтет. Пирӗн кӑмӑл, тӗнчекурӑм, политикӑпа право, эстетикӑпа мораль, наукӑпа философи, хуҫалӑхпа администраци, вӗрентӳпе ҫар ӗҫӗ — йӑлтах халӑх ӗненӗвепе ҫыхӑннӑ.

Сартӑш тӗнӗн малалла ӑнтӑлма хистекен енӗ вӑйлӑ. Сартӑш пурнӑҫпа, ӗҫпе ҫыхӑннӑ. Леш тӗнчере те чӑваш ӗҫпе, шухӑшпа пурӑнать тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа ӑна ӗҫ хатӗрӗсем, ӗҫме-ҫиме парса янӑ. Ҫулсерен асӑнса апат-ҫимӗҫ хываҫҫӗ.

Сартӑш — чи авалхи, этем ҫут ҫанталӑкран уйрӑлма ӗлкӗричченех йӗркеленнӗ тӗн. Ӑна ансат йӑлаллӑ пӗрлӗх (первобытная община) ҫуратнӑ. Ӑс-тӑнпа хутшӑнусем кӑткӑсланнӑ майӑн ӗненӳ мелӗсем улшӑннӑ, япаласен ӑрӑмлӑ вӑйӗсене ӑнлантарнисем ырӑсемпе хаярсем патне илсе пынӑ. Ӳт-тир, алӑри ӗҫ ҫинчен кӑна мар, ӑс-хакӑл, чун, ӗмӗт ҫинчен шухӑшласа этем тӗнче уҫлӑхӗпе хӑйӗн чун-чӗрин хӑватне ҫыхӑнтарма пуҫланӑ. Хура халӑх пурнӑҫӗнчи тан мар йӗрке ырӑсемпе хаярсен ретне куҫса кӗнӗ: аслисемпе кӗҫӗннисем, пӑхӑнтараканӗсемпе пӑхӑнса пурӑнаканӗсем пулса кайнӑ.

Сартӑш кӗнеки, керемӗ, сӗрепӗ (тӗп шкулӗ) халӑх асӗнче ҫичӗ ӗмӗр упранса тӑнӑ хыҫҫӑн кӑна хут ҫине тепӗр хут ӳкерӗнме пултарчӗ.

Сӗреп шкулӗн вӗрентӗвӗ хаваслӑх, тасалӑх, ӗҫченлӗх ҫинче никӗсленсе тӑнӑ. Пурнӑҫӑн нумай енлӗ пулӑмӗсенче пӗр-пӗринпе килӗшӳ тупма хӑнӑхтарасси сӗреплӗх никӗсӗ шутланнӑ. Сӗреп шкулӗн ертӳҫи — эптер, ӑна пулӑшакансем — сакӑр мӑчавӑр. Пилсемпе чӳк сӑмахӗсене апӑспа сӑрманчӑ вӗрентнӗ. Мӑчавӑрсенчен аслисене мамалепе ламшар (ламсарӑк) тенӗ. Вӗсем тӗн вӗрентӗвне упраканӗсем шутланнӑ.

Ҫӳлти ырӑсем ҫинчен вӗрентнинче кирек хӑҫан та ҫут тӗнче ҫинчен калани пӗрремӗш вырӑнта тӑрать. Вӑл вӗрентӳ тӗн халапӗсем (мифсем) ҫинче йӗркеленнӗ, анчах каярахпа сартӑш вӗрентӗвӗ халаплӑхран чылай маларах куҫнӑ. Этем ӑс-хакӑлӗ аталанса пынӑҫемӗн ӗненӳ вӗрентӗвӗ пуянланнӑ, ӑслӑлӑх ӑнлантарнипе килӗшӳллӗ пулса пынӑ. Ку енӗпе сартӑш — уҫӑ вӗрентӳ, вӑл хытса ларнӑ догмӑсемпе пурӑнмасть. Ҫын ҫут ҫанталӑк хӑватне ӑнкарса пынӑ чухне ырӑсен витӗмӗ вӑйланать, хаярсем лӑпланаҫҫӗ. Чӑваш ыррисем (вӑл шутра туррисем те) православири, буддизмри, исламри пек уйрӑм ҫын сӑнарлӑ мар. Чӑваш туррисем, ыррисем, хаярӗсем — абстрактлӑ, символлӑ, сӑн-сӑпатне пайрӑммӑн кӑтартман хӑватсем, «шульӑш». Вӗсем уйрӑм вырӑн, йывӑҫ-курӑк, шыв-шур, вут-кӑвар мар. Несӗл пуҫӗсем Турӑ пулса кайнӑ тесе каланӑ тен хаймакӗсенче. Апла пулсан та харкам ҫын, выльӑх-чӗрлӗх, йывӑҫ, турӑ, ырӑ, хаяр пулма пултараймасть. Вӗсен пурин те ҫак тӗнчере хӑйсен упранӗсем, сыхчисем, кӳркӗҫӗсем пур. Вӗсен малашлӑхӗ — ҫут ҫанталӑк ытамӗнче, унпа килӗштерсе, ӑнланса, упранса пурӑннинче.

Пилсем, кӗлӗсемпе чӳк сӑмахӗсем, чӗлхесемпе калмаксем ӑрӑмҫӑ-апӑс, мӑчавӑр, сӑрманчӑ, юмӑҫӑ вӑрттӑнлӑхӗ шутланнӑ. Ахальтен мар вӗсене васкавлӑ, сыпӑнтарса, пӗр сывлӑш ҫаврӑмӗпе каланӑ. Ҫапах та сартӑш вӗрентӗвӗнче чӗлхесене, пилсемпе калмаксене, чӳксене вӗрентесси хисепре тӑнӑ. Кашни ҫамрӑках пуҫтай, юрӑ, сӑвап сӑмахӗсене пӗлмелле; авланнӑ-мӑшӑрланнӑ ҫын пил, чӳк, им-юм йӑлине тытмалла пулнӑ.

Сартӑш вӗрентӗвӗн пысӑк пайӗ — кӗлӗсемпе чӳксен йӗркипе мешехи. Керемсемпе киреметре тӑвакан ӗҫсен йӗрки, чӳксемпе уявсен пӗлтерӗшӗ XX ӗмӗрте питех те сапаланса кайнӑ. Ыррине усаллипе, килӗшӳллине юрӑхсӑррипе ылмаштарса пӗтернӗ. «Атана» автан, «сарӑк ыррине» сурӑх ури, «Хор» турра хур кайӑк теме пуҫланӑ! Эсремете киремет вырӑнне хунӑ, им-юмлӑха тухатмӑшпа хутӑштарнӑ, таса ӑнлава нӗрсӗре кӑларнӑ, тӗшмӗшпе пӑтратнӑ.

Пӗрех те чӑваш халӑхӗн тӗнӗ ҫирӗп упранса юлнӑ. Халӑх ӗҫне хастар хутшӑнма, хӗрарӑмпа арҫынна тан курма, ытти халӑхсемпе тан ӗҫлеме вӗрентет сартӑш.

Манахла пӗчченлӗх сартӑшра ырӑ шутланмасть. Пӗрлех, тӑванлӑх, ниме вӗрентӗве чӑваш вӗрентӗвӗн никӗсӗнче выртать.

Сартӑш ама ырӑсене, хӗрарӑма пысӑка хурать. Чӑваш арӑмӗ халӑхри ӗҫре те, килти хуҫалӑхра та, тӗнпе вӑй йӑлинче те арҫынпа танах. Чӳклемере Аслӑ Турӑ ячӗпе пӗрремӗш куркана хӗрарӑм тытнӑ. Патшалӑх ӗҫӗнчи вырӑнӗ унӑн нихӑш халӑхӑннинчен витӗмлӗ: чӑваш арӑмӗсем ҫар пуҫӗсем пулни паллӑ. Чӑваш арӑмӗсен уяври тумӗ — ҫар ҫынни тумӗ. Халӑх пухӑвӗнче хӗрарӑм сасси ыттисемпе пӗр танах.

Чӑваш арӗсен тумӗ — ӗҫри, уяври, ҫарти — кӑшт-кашт ҫеҫ упранса юлнӑ. Тимӗр тытма чарнӑ хыҫҫӑн, халӑха йӑлтах касса тухнӑ вӑхӑтра, чӑваш арҫынӗн халӑх хушшинчи вырӑнӗ пӗтсе ларнӑ. Ку вӑл сӗм авалхи пулӑм мар. Тӗн йӗрки ҫакна та, вӑхӑтне кура, сирсе ямалли майсем шыранӑ. Сывлӑх ҫиреплӗхне упрас тӗллевпе сакӑр сыпӑк таран тӑвансене пӗрлешме ирӗк паман, ютран мӑшӑр тупнине ырланӑ. Кллӗшӳпе мӑшӑр тупма май килмен чухне «хӗр вӑрласси» сарӑлнӑ. Тӗн вӗрентӗвӗ ҫакна сивлемен, ҫураҫу тупма пулӑшнӑ.

Сартӑш чӳкӗ-уявӗсем вӑхӑт ҫаврӑмӗпе, ҫулталӑк ӗҫӗсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫулталӑкри кашни уйӑхӑн, эрнен, кунӑн — хӑйӗн картнӑ вырӑнӗ, уявӗ, ӗҫӗ, йӑли-йӗрки. Вӗсем пурте уй-хир, выльӑх-чӗрлӗх, вӑрман, тыр-пул, шыв-шур ӗҫӗсемпе, Хӗвелпе Уйӑх тӑхрисемпе шайлашса пыраҫҫӗ.

Турӑсемпе ырӑсен йышӗ. Турӑсемпе ырӑсен йышӗ пысӑк. «Чӑваш тӗнӗ, ырӑсемпе хаярсем» сӑмахсарта алфавит йӗркипе 211 ят панӑ (Микихвер элмен, 1992). Мӗнпур ыр-хаяра шута илес пулсан шучӗ ҫур пинрен те иртме пултарать, Пайӑр ятлӑ ыр-хаяр йышӗ ик ҫӗртен иртет.

Турӑсемпе ырӑсен йышӗ тӑватӑ ушкӑна уйрӑлса тӑрать: Ҫӗр, Шыв, Вут (Хӗвел), Сывлӑш хӑвачӗсем.

Турӑ таврашӗпе ыр-хаярсене пӗтӗмпе вун икӗ ушкӑна уйӑрса хисеплеҫҫӗ: 1. Уҫлӑхри хавӑс (хаос) тата Аслӑ (Мӑн) турӑ, ун йышӗ. 2. Ҫӳлти тӗнче (ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсен) ыррисем (иккӗмӗш ретри турӑсем). 3. Ҫут тӗнче тата ҫӗр ыррисем. 4. Шыв хӑвачӗсем. 5. Вут хӑвачӗсем. 6. Ӳсен-тӑран управӗн ырри-хаярӗ. 7. Чӗрчун тӗнчин ырри-хаярӗ. 8. Этем пурнӑҫӗпе ӑс-хакӑлӗн сыхчисем. 9. Кил-йышпа кил-ҫурт управҫисем. 10. Выльӑх-чӗрлӗхпе карта йышӗн управлӑхӗ. 11. Уй-хирпе алӗҫ ырри-хаярӗ. 12. Леш тӗнчери (ҫӗрпе шыв айӗнчи) ыр-хаярлӑх.

Хӑйсен хӑвачӗпе витӗм пӗлтерӗшне кура ырӑсемпе хаярсем тӗрлӗ ретсем (разрядсем) ҫине уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Уҫлӑх хавӑсӗнчи вӑйсем Хӑватпа Хавал (Халав) хӑйсене хальлӗн пӗр ушкӑнра тӑраҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн пӗрремӗш ретре — Мӑн Турӑ тата унӑн йышӗ. Халӑх тӗнӗсенче пӗр тан турӑсем йышлӑ тесе каланӑ пулсан та чӑваш тӗнӗнче пӗр Аслӑ Турӑ кӑна пулнине Дюла Месарош тӳрех асӑрханӑ. Мӑн Турӑ тӗнчен пур енне те курса, пур япалапа чӗрлӗхе тытса тӑрать. Вӑл чун ҫуратать, выльӑх-чӗрлӗхе хунатать, тыр-пул парать, вут-кӑвартан сыхлать, кун парать... Ку ӗҫсенче ӑна амӑшӗпе ашшӗ, умӗнче тӑран ачи-пӑчи пулӑшать. Аслисен ретӗнчех Ҫӗр ашшӗпе амӑшӗ, Шыв ашшӗпе амӑшӗ, Ҫил ашшӗпе амӑшӗ, Вут ашшӗпе амӑшӗ тӑраҫҫӗ. Вӗсем пурте Мӑн Турӑ йышӗ-тӑванӗ — аслинчен кӗҫӗнрех турӑсемех: Хӗвел йышӗ, Ҫӗр йышӗ, Ҫил йышӗ, Шыв йышӗ, Вут йышӗ. Мӑн Турӑпа Аслӑ Турӑран пайӑр ячӗсем упранса юлман. Ашшӗ — Хӑрпан, Амӑшӗ — Кепе, Пӳлӗх — Мӑн Турӑ мӑшӑрӗ. Ҫак аслӑ ушкӑнри кӗлӗсем илекен Кепе (чылай чухне ӑна Амай, Ама Турӑ теҫҫӗ), этем шӑпине палӑртакан Пӳлӗх, этем кун-ҫулне кӑтартса пыракан Хӑрпан ячӗсене асӑнаҫҫӗ. Вӗсем ытти ырӑсемпе хаярсене канаш парса, ҫул кӑтартса тӑраҫҫӗ.

Иккӗмӗш ретре — Ҫут тӗнчери харкам пулӑмсемпе ӗҫсемшӗн яваплӑ ырӑсем (вӗсем те Турӑпа танах шутланаҫҫӗ). Пайӑр ячӗсем те паллӑ: Аслати — ҫумӑр турри, Астанпи е Кӑварпи — хӗвел турри, Акӑнь — вут турри, Типшар — вӗри ҫанталӑк турри, Апаш — шыв-шур турри, Хор — ҫул кӑтартакан ҫӑлтӑрсен хуҫи (Пан турӑ ашшӗ), Алпаш — ял-хула турри, Путама — кил-ҫурт турри, Тилчек — никӗс турри, Сехти — ӑру ҫул-йӗрӗн турри, Тетрек — инҫетлӗх турри, Авкун — тасалӑх турри, Анапа Акар — уй-хирпе ҫӗр ӗҫӗн турри-ырри, Хӑрата — чӗрлӗх турри, Аммаш, Хӑт амӑш — выльӑх-чӗрлӗх ӗрчевлӗхӗн турри, Пихампар — выльӑх-чӗрлӗх управӗн турри, Рункӑш — пурлӑх-ырлӑх, Патал — укҫа-тенкӗ туррисем, Пехет (перекет) — ытлӑх-ҫитлӗх турри, Чӑрпантӑ — ҫӗр айӗнчи пуянлӑх хуҫи, Апӑр — тӑм, чул, кирпӗч ӑстисен турри, Имӗр — кун-ҫул турри, Хахат — мухтав турри, Саркун — ҫӑтмахрисен турри, Асмӑрт — вилӗмсӗрлӗх турри, Мӑртӑк — манӑҫу турри, Урпан — ӑс-хал турри, Ашӑр — тӑн, Кавсар — пӗлӳ туррисем, Хаман — вӑй-хал турри, Саватар — тӗрӗслӗх турри, Ашапатман — сывлӑх турри, Акшан — канӑҫлӑх турри, Эрре — килӗшӳ турри.

Виҫҫӗмӗш ретре ҫут ҫанталӑкпа этем хушшинчи вӑйсем тӑраҫҫӗ. Вӗсем Мӑн турӑ умӗнче ҫут тӗнчери ӗҫсемпе этем ывӑлӗ-хӗрӗн шӑпишӗн яваплӑ, ҫавӑнпа ҫынсем патне Ҫӗр ҫине килсе ҫӳреҫҫӗ. Пирӗшти, пӳлӗхҫи, камал, хӗрт-сурт, йӗрӗх, вушни, ийесем ҫӗр ҫинчи хаярсене кӳнеҫтереҫҫӗ, усал-тӗселе аякка хӑвалаҫҫӗ, Кашни ҫыннӑн хӑйӗн пирештийӗ, камалӗ, пӳлӗхҫийӗ, кашни килӗн хӑйӗн хӗрт-сурчӗ, йӗрӗхӗ тата кашни кӗтесӗн хӑйӗн ийи пур.

Турӑсемпе ырӑсем умӗнче тӑракансем. Турӑсемпе ырӑсен пурин те хӑйсен таврашӗ йышлӑ. Вӗсем те тӗрлӗ сийсене пайланса тӑраҫҫӗ. Асла тухнӑ ырӑсем (вӑл шутра — ҫӗр ҫинче Турӑ шайне ҫитне Мамале, Валем ырӑсем), Вӑталӑх ырӑсем, Кӗҫӗн ырӑсем тата вӗсен хӑйсен пулӑшуҫисем пур. Турӑсемпе ырӑсен кӑмӑлне пурнӑҫлакансем — Турӑ сыхчисем: тӑран, ҫӳрен, алӑк уҫса хупан тата ыттисем. Ҫын патне килсе хутшӑнаканӗсем — Турӑ елчисем: сулусем (Турӑ пилне салатакансем), иленсем (ҫынсем кӗллине Турра пама илекенсем), куркӗҫсемпе ҫунатсем (вырӑсла кусене информаторсемпе гонецсем тенӗ). Вӗсем ҫынна ырӑ тӑваҫҫӗ. Кулленхи пурнӑҫра та этем хӳтти сахал мар: хунаҫҫи, кӗтнеҫҫи, тӑваҫҫи, никӗҫҫи, упраҫҫи ӑна кун парса пырать, Хуҫалӑхра унпа пӗрлех кӳрен, пӳрен, упран, кӗтен, пӑхан тата ытти те уйрӑлмасӑр ҫӳрет, ӗҫре ӳркенмесӗр пулӑшса тӑрать. Вырӑнти ырӑсене те йӑхра-ямахатра манса каймаҫҫӗ. Вӗсен ячӗсемпе вӑй килли, тӳр килли, киреметсем пулаҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсем — несӗл-ӑрун ӑслӑ е паттӑр пуҫӗсем. Ваттисене асӑнса вут хумалли, ҫурта ҫутмалли вырӑна «атан» тенӗ. Ваттисен ячӗпе ятарласа «атан сӑри» вӗретнӗ.

Чӑваш халӑхӗн тен вӗрентӗвӗнче ҫут ҫанталӑка тата несӗл ваттисене хисеплени уйрӑмах хытӑ палӑрса тӑрать.

Несӗл ваттисене ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен халӑхпа ятарласа пуҫҫапмалла. Хӗлле сурхурире (сарӑк ырринче), хӗвел чи аялта тӑнӑ кунсенче, халӑха сыхласа пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑнаҫҫӗ, ытти чухне вара — пурне те: ҫуркунне — калӑмра, ҫулла — ҫимӗкре, кӗркунне — юпара, кӗр сӑринче.

Кӗлӗсемпе пилсем. Халӑх йӑли-йӗркипе тачӑ ҫыхӑннӑ кӗлӗ-юрӑ ҫын ӳсӗмне кура тӑватӑ пысӑк ушкӑна пайланса тӑрать: 1) ача-пӑчана калакан пилсемпе кӗлӗсем; 2) яш-кӗрӗм е ӑна калаканнисем (вӑйӑра, улахра, туйра, салтак ӑсатнинче); 3) вӑйпиттисен кӗллисем (ӗҫ умӗн е вӗҫӗнче, чӳксенче, кил-йышри тата ял-йышри йӑласенче); 4) карчӑк-кӗрчӗкпе ваттисен кӗлли-халалӗ (пытарупа асӑну йӑлисенче).

Кӗлӗсем хӑйсем татах тепӗр тӑватӑ ушкӑна пайланаҫҫӗ: харкам пӗччен пӑшӑлтатмаллисем (вӗсене сӑвапсем теҫҫӗ), кил-йышра каламаллисем (кӗлӗсем), ӑрупа-ҫӗртешпе ирттермеллисем (чӳксем), ямахат хура халӑхӗ умне кӑлармаллисем (сӑрмансем).

Харкаммӑн каламалли сӑвапсене (кӗске кӗлӗсене) ачасемпе ҫамрӑксем ашшӗ-амӑшӗнчен, мӑчавӑрсенчен вӗреннӗ, Сӑвапсем ҫӑмӑл, асра юлмалла ансат. Шыва кӗнӗ чухне упранма калани, хӑрасан лӑпланма пӑшӑлтатни, вырӑнсӑр васканӑ чухне кӗвӗ каласа виҫене ларни кирек камшӑн та усӑллӑ. Ахӑртнех, ҫавна пула ача-пӑча кӗллисем халӗ те пӗтмеҫҫӗ.

Ача-пӑчана кил-йышра пилсемпе кӗлӗсене ҫуралсанах апӑс е папаҫҫа карчӑкӗсем калаҫҫӗ. Ачан кашни утӑмӗ амӑшӗпе апӑс умӗнче пулса иртет. Вӗсем ӑна сӑмахпа та, ачашпа та хӑвӑртрах ӳссе аталанма пулӑшаҫҫӗ, Тӑвансемпе килен-каян хӑнасем те ачасене ҫав сунӑмсенех калаҫҫӗ. Килти ытти йӑласене, кӗлӗсене кил пуҫӗ е ватти тӑвать. Пӳртри, картишӗнчи, вӑй киллинчи йӑласен кӗллисем пӗр-пӗринчен кӑштах кӑна уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Ял чӳкӗсене мӑчавӑрсем е ял ваттисем йӗркелесе пыраҫҫӗ, ӑстараххисем кӗлӗсем вулаҫҫӗ.

Вӑта чӳксенче (хутлӑхри ялсен чӳкӗнче) йӗркене эптер тытса пынӑ, кӗлле вӑлах пуҫласа панӑ. Виҫӗ ҫулта темиҫе хутлӑхпа пӗрле йӗркелекен мӑн чӳксене элмен (эптерсемпе мӑчавӑрсем уйӑрнӑ ӑста ӑрӑмҫӑ) ертсе пынӑ. Тӑхӑр е вун икӗ ҫулта пулакан аслӑ кӗлӗсенче тӗн управҫисем (мамалепе ламсурӑк) аслӑ турӑсене уйрӑммӑн асӑнмалли сӑрмансем (пысӑк кӗлӗсем) каланӑ. Ытти кӗлӗсене ятарласа вӗреннӗ сӑрманчӑсем пӗлнӗ.

Ҫулталӑк тӑрӑмӗпе (вӑхӑт йӗркипе) ҫыхӑннӑ кӗлӗсене (ҫӑварни, вирӗм, калӑм, ҫимӗк, ҫинҫе, юпа т. ыт.), ӗҫ чӳкӗсене (ака е ӗҫҫи пуҫлани, ҫурт никӗсӗ хывни, выльӑх кӑларни, хурт вӗҫтерни, пӗве тытни т. ыт.), йышри уявпа ҫыхӑннисене (ача тупни, ят хуни, хӗр ҫураҫни, туй лартни, ӗҫкӗ пухни, ватӑсене асӑнни т. ыт.), кулленхи ӗҫ кӗллисене (сӑра туни, ҫӑм касни, мунча хутни, вутӑ касни, пулӑ тытни т. ыт.) пӗлекенсем сахал мар. Мӗншӗн пин-пин ҫул хушшинче те манӑҫман-ха ҫав кӗлӗсем? Мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсене пысӑк ӗҫ тӑвас умӗн тӗплӗ шухӑшлама, вӑй-хӑват пухма, умри тӗллеве канашласа ӑнланма пулӑшнӑ. Ӑнланса, килӗштерсе, сыпӑнтарса тунӑ еҫ ӑнӑҫлӑ пулать. Ҫавна ӗҫ йӗркелӳҫисем лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа кӗлӗ сӑмахӗпе ҫынсен вӑй-хӑватне, ӗмӗт-тӗллевне кирлӗ ҫӗре сулӑнтарма усӑ курнӑ.

Уйрӑм ҫын хӑй тӗллӗн калакан сӑвап пӗлтерӗшӗ те ҫавах. Этемӗн хӑрасси-шикленесси, чирлесси, хурланасси, кӑтӑрса каясси тата ытти те пулма пултарать. Ун пек чухне харкам сӑвап этеме лӑпланма, лайӑхрах шухӑшлама, ҫӗр ҫинче пӗччен маррине, ҫывӑх ҫыннисем, ыррисем, упранӗсем пуррине, вӗсем ӑна йывӑрлӑхра пӑрахманнине аса илме пулӑшать.

Харкам ҫын сӑвапӗсем, ирхи-каҫхи кӗлӗсем кашни ҫемьен, кашни ҫыннӑн расна пулма пултарнӑ. Сартӑшри харкам сӑвап этеме такам ҫине мар, ҫут ҫанталӑкпа хӑйне шанма, тӑвансемпе пӗрле пурӑнма вӗрентет.

Кӗлӗсем, пил е чӗлхе сӑмахӗсем пекех, вӑхӑтпа пӗрле улшӑнса пыраҫҫӗ.

Халӑхсен тӗнӗсене вӑрах вӑхӑт хӗстернӗ тата виҫӗ ӗмӗре яхӑн православи витӗмӗпе пурӑнакан чӑваш, ҫармӑс, удмурт сӑмахлӑхӗсенче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ.

Христос вӗрентӗвӗ «чӑн» кӗлӗ тесе Турӑ ырлӑхне ыйтса каланисене кӑна шутлать. Халӑх пултарулӑхӗнчи ытти жанрсене — инкек-синкеке сирсе яма, ӗҫне кура пайтипе пурлӑхне пама ыйтнисене тиркет. Чӳк йӗркине те вӑл тӗпрен сивленӗ. Патша тытӑмӗ вак халӑхсене чӳксем ирттернӗшӗн вутпа та хӗҫпе ҫунтарнӑ, аякка тыта-тыта янӑ, киреметсене пӗтернӗ, керем ҫурчӗсене пӗрре те хӑварман. Халӑха саламатпа илме ҫуккине ӑнланакан тата ислам витӗмӗ пусмӑрти халӑха татах илӗртме тытӑннине сисекен ҫутлӑхҫӑсем чиркӳсене тӑван сӑмах илемне кӗртнӗ; кӗлӗсене чӑвашлатнӑ, калаҫура чӳк сӑмахӗсенчи ҫаврӑмсемпе усӑ курма пуҫланӑ.

Ҫавна кура авалхи чӑваш кӗлли-сӑрманӗ ҫумне ҫӗнни хутшӑннӑ, библирен килнӗ ҫаврӑмсем пулса кайнӑ. Ҫакӑ уйрӑмах ҫын хӑй тӗллӗн калакан сӑвапсенче палӑрнӑ. Йӑла (ритуал) кӗллисем ерипен улшӑннӑ. Вӗсене кил-йыш уявӗсенче е ҫулталӑкри чӳксенче халӑх умӗнче ирттернӗрен тата ятарлӑ мӑчавӑрсем йӗркеленӗрен сӑрмансем ҫирӗпрех упранса юлнӑ. Харкам кӑмӑл-туйӑм палӑрӑмӗллӗ (эмоцилле) кӗлӗсем пытару, ҫимӗк, сӗрен, калӑм мешехисенче тӳрех курӑнаҫҫӗ.

Тӗнсен хутшӑнӑвӗ пытару йӑлипе кӗлли-юррисене кӗнӗ пулсан та «йӑхрав», «йӗрмӗш», «кунтӑк» кӗлли-сӑмахӗ вӑрах тытӑнса тӑнӑ. Кайран ҫеҫ вӗсем вырӑнне «Аван кӗлӗ» (Евангели) сыпӑкӗсене вула пуҫланӑ.

Чӑваш кӗллисене васкавлӑн тӑкӑлтатса калаҫҫӗ. Юпа юррисене нумай саспа, пӗри пуҫласа йышпа вӗҫлесе, вилнӗ ҫынна ятран чӗнсе юрлаҫҫӗ. «Йӑхрав» кӗлли «мухтав» сӑмахӗпе ылмашӑнать, ҫын пурнӑҫне «кунтӑк сӑмахӗпе», уйрӑлу йывӑрне «хӳхлевпе» е «йӗрмӗшпе» каласа юрласа кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑ авалхи йӗрке чӑваш йӑлипе пурӑнакан ялсенче XX ӗмер варричченех тытӑнса тӑнӑ.

Ҫулленех ирттерекен чӳксенчи кӗлӗсене Н.И.Ашмарин ҫуркунне тата кӗркунне ирттерекеннисем, унта кӗрейменнисене уйрӑм самантсемпе ҫыхӑннӑ кӗлӗсем тесе уйӑрнӑ. Ҫуркуннехи кӗлӗсем шутне ҫаксене кӗртнӗ: ака умӗн пӑтти, вӑрлӑх пӑтти, кӗтӳ умӗн пӑтти, учук, ҫерҫи чӳкӗ (кӑна вӑл хӗрсем качча кайччӑр, каччӑсем авланччӑр тесе ирттерекен чӳк тесе ӑнлантарнӑ). Кӗркуннехисен шутӗнче: каҫхи чӳк, авӑн пӑтти, хур чӳкӗ; карта пӑтти, килӗш пӑтти, шыв мимӗрӗ, сӑра чӳкӗ, хурт чӳкӗ, хӗрт-сурт пӑтти. Ӗне ырри, никӗс пӑтти, киреметсенчи кӗлӗсем, чир-чӗре хирӗҫҫисем хӑйсем хушшинче пайланмасӑрах тепӗр ушкӑна кӗреҫҫӗ тенӗ Н.И.Ашмарин.

Н.В.Никольский, И.Н.Юркин, К.В.Элле тата ытти паллӑ ӑстасен еткерӗнче упранакан кӗлӗсемпе чӗлхесене ятарласа ушкӑнлани тӗл пулмасть. И.С.Тукташ пухса кӑларнӑ «Чӑваш фольклорӗ» (1941, 1949) кӗнекере «Вӗрӳ-суру чӗлхисем тесе асамлӑ вӑй пама пултарассине ӗненсе шутласа кӑларнӑ сӑмахсен произведенийесене каланӑ» тесе палӑртнӑ, хаяр, пуҫҫавӑран, ҫӗлен, ара, суран, тимӗр (юн) чӗлхисен тата пумилкке юррисемпе чӳклеме кӗллин лайӑх тӗслӗхӗсене суйласа илнӗ. Ӑрӑмлӑ-асамлӑ сӑмахлӑха хӑйне уйрӑммӑн ушкӑнлас ыйтӑва кӗнекере хускатман. М.Я.Сироткин кӑларнӑ «Чувашский фольклор» (1965) тӗпчевре кӗлӗсемпе чӗлхесем валли вырӑн тупӑнман. Ҫапла вара, иртнӗ ӗмӗрсенче чӑвашсен ӑрӑмлӑ сӑмахлӑхне ятарласа тӗплӗ тишкермен. Жанрсен ушкӑнӗсемпе тӗсӗсене вуҫех палӑртман тесен те йӑнӑш пулмӗ.

Кайранхи тӗпчевҫӗсем (И.И.Одюков, Г.Ф.Юмарт, А.К.Салмин, Е.С.Сидорова, Н.И.Егоров, В.Г.Родионов тата ыттисем) кӗлӗсемпе вӗрӳ-суру сӑмахлӑхӗн уйрӑм ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ. Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑха ушкӑнланин тӗслӗхне 10-мӗш класс валли кӑларнӑ «Чӑваш сӑмахлӑхӗ» вӗренӳ кӗнекин 1-мӗш пайӗнче (1993) кӑтартса хӑварнӑ. Анчах унта та ушкӑнлату (классификаци) тытӑмӗ туллин курӑнмасть.

Арӑмлӑ-асамлӑ пуплевсен анлӑн упранса юлнӑ ушкӑнӗсем — тӗн сӑмахлӑхӗ (кӗлӗсемпе пилсем) тата вӗрӳ-суру чӗлхи (им-юм сӑмахӗсем, ылхансем). Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫывӑх (пӗр ҫыхӑра) тӑраҫҫӗ, анчах хӑйне евӗрлӗ пачах расна ушкӑнсемпе жанрсем тӑваҫҫӗ. Вӗрӳ-суру йӑлисене мӗнле тӗллевпе ирттернине, мӗнле вӑйсене явӑҫтарнине кура ӑрӑмлӑха татах пайланӑ: пӳлӗхлӗ асамлӑх (апӑс, папаҫҫа, эпи карчӑк, сиплевҫӗ, пӗлӳҫӗ, чӗлхеҫӗ калаканнисем) тата хура асамлӑх (тухатмӑш, пӑскӑнҫӑ, вӗрӳҫӗ, суруҫӑ, тӗшмӗшҫӗ калаканнисем). Ҫав витӗм вӗрӳ-суру чӗлхисенче кӑна мар, кӗлӗсенче (вӗсем вӗрӳ-суру чӗлхинчен уйрӑлнипе пулса кайнӑ), асамлӑ юмахсемпе мӑн кӗрӳ такмакесенче те палӑрса юлнӑ.

Кӗлӗ ушкӑнӗсем. Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑха ушкӑнламалли паллӑсем тӗрлӗрен. Кӗлӗсемпе чӗлхесене, сӑвапсемпе халалсене пӗр пек ушкӑнлама ҫук. Тӗслӗхрен, хӑҫан мӗнле каланине кура харкаммӑн пӗччен каламалли сӑмахсем, ирхи тата каҫхи сӑвапсем (кӗске кӗлӗсем), тупасем, ӳкӗтсем, пилсем-сунӑмсем, пуҫтайсем пулаҫҫӗ. Кӗске кӗлӗсем (сӑвапсем) хӑйсем пӗр ушкӑна кӗреҫҫӗ. Пуринчен ытларах ирхине тӑрсан тата каҫхине ҫывӑрма выртас умӗн каламаллисем палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫула тухнӑ чухне калаканнисем йышлӑ. Тӗрлӗ ӗҫ тӑвас умӗн (вӑрман, ака-суха, пуртӑ-пӑчкӑ, пир-авӑр, тимӗр-тӑмӑр ӗҫӗ умне тӑрсан тата ытти те), ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ (ҫӑпата сырнӑ) чухне, хӑраса ӳксен каламаллисем пур. Шыва кӗрес умӗн «путанкка сӑмахне» каласа шыва турпас е тӗк пӑрахаҫҫӗ. Пушар сӳнтернӗ е вута кӗмелле чухне вут чӗлхине аса илеҫҫӗ. Чирлесен каламалли кӗлӗсем йышлӑ. Шурлӑх, таса мар шыв, вырӑн «тытнӑ» чирсене ҫав вырӑнсене кайса сипленӗ. Кусене пурне те харкам сӑвапсем теҫҫӗ.

Харкам сӑвапсем. Этем пурнӑҫӗпе, ӗмӗрӗпе, ӳсӗмӗпе ҫыхӑннӑ пулӑмсене кил-йышпа е ял-йышпа палӑртнӑ чухне кӗлӗ, пил, сунӑм, пехил, халал, ӳкӗт, витӗм, хушӑм, тархаслу, хӳхлев, пуҫтай, тупа, тав сӑмахӗсем каланӑ. Вӗсем пӗри те чӳк йӗркипе ҫыхӑнман. Хӑйсем пӗр-пӗринпе тачӑ пӗрлешсе тӑраҫҫӗ, анчах тӗрлӗ ҫын тата тӗрлӗ тӗллевпе, расна ҫаврӑмсемпе каланӑран уйрӑм жанрсем тӑваҫҫӗ.

Пилпе сунӑм, пехилпе халал сӑмахӗсен пӗлтерӗшӗсем ҫывӑх, мӗншӗн тесен вӗсем пурте пӗри теприне ырӑ суннине, чунран хисеплесе калаҫнине пӗлтереҫҫӗ.

Халал (завещание, посвящение, дарение) — уйрӑлса каякан ҫын юлакансене вӑрах асра тытма, пурнӑҫлама хушса, вӗрентсе каланӑ ятарлӑ сӑмах, парне е пурлӑх. Ватӑсем урӑх ҫӗре яланлӑха куҫса каяс е вилес чухне кил-ҫурта, выльӑх-чӗрлӗхе, тыр-пула, тумтире, укҫа-тенке е урӑх пурлӑха тӑхӑмӗсене халалласа хӑвараҫҫӗ. И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне хӑйӗн чунри пысӑк шухӑшӗсене тата хӑй пӑхса ҫитӗнтернӗ Чӗмпӗрти чӑваш шкулне ӗмӗрлӗхе халалласа хӑварнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫамрӑк ҫыравҫӑсене халалласа сӑмах каланӑ. Сӑвӑҫсем ытти ҫынсене халалласа ҫырнӑ сӑвӑсем, калавсем, повеҫсем тата ытти хайлавсем сахал мар.

Аслисем, ашшӗ-амӑшӗсем ҫамрӑкрах тӑванӗсене тав туса ырӑ сунса каланисене пехил (слово признательности, благодарение) теҫҫе. Пехил сӑмахӗпе пӗрле пысӑках мар парне (хӗресле тенкӗ, ҫӗрӗ, пӗтев, тутӑр, савӑт-сапа...) пулать. Сӑмахран, ватӑ ҫын хӑйне пулӑшса, пӑхса пурӑнакан ывӑлне, кинне, мӑнукне, кӳршине, килӗштерсе ӗмӗрленӗ кирек хӑш ҫынна пехиллесе тав тума пултарать. Пехил сӑмахне каланӑ чухне авалтан килекен пуплевсемпе, хутлам сӑмахсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Пил (напутствие, назидательное благословение) тесе тӑван-хурӑнташа, ача-пӑчана, тус-юлташа, тантӑш-пӗлӗше, хӑна-вӗрлене, килен-каяна хисеплесе, ырӑ сунса ятарлӑ пӗлтернӗ сӑмаха калаҫҫӗ. Эпи карчӑк тин ҫуралнӑ ачана, ашшӗ-амӑшӗ вӗренме е салтака каякана, хуняма качча килнӗ ҫӗнӗ кине, аслӑ ӑста ӗҫе пуҫӑнакан ҫамрӑка тата ыттине те пил сӑмахӗ каласа ырӑ сунаҫҫӗ. Пил сӑмахӗ, тытӑмӗпе ансат пулсан та, ахал саламран чаплӑрах ҫаврӑнӑшлӑ тата асли кӗҫӗннине каланипе уйрӑлса тӑрать. Пил сӑмахне ыйтса илме юрать. Кӗҫӗнни аслинчен пил ыйтнӑ чухне пуҫтай сӑмахӗ калани лайӑх.

Пиллесе панӑ парне, пехил сӑмахӗ пекех, сӑваплӑ шутланать. Ӑна упраса пурӑнма хушаҫҫӗ. Сӑмахран, инҫене вӑрахлӑха е йывӑр ӗҫе каякан каччине туслӑ хӗрӗ тӗрлесе ҫырнӑ сӑмса тутри, хутаҫ, енчӗк парать пулсан ӑна тупа туни вырӑнне хураҫҫӗ, таврӑниччен упрама тӑрӑшаҫҫӗ. Халалпа пехиле ыйтса илмеҫҫӗ.

Ӳкӗт — вӗрентсе, ӑс парса, ҫав вӑхӑтрах хистесе каланӑ сӑмах. Халӑх кил-йышпа ӑру, ял е ҫӗр пӗрлӗхӗпе килӗштерсе пурӑннӑ чухне ӳкӗт пӗлтерӗшӗ хальхинчен чылай пысӑкрах пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, пиччӗшӗ-аппӑшӗ, ял хуралӗн ӑсчахӗ кӗҫӗннине ӳкӗтлесе калани яланах хӑйӗн витӗмне панӑ. Чӑвашсене хӑйӗн йӑли-йӗркинчен пӑрас тенӗ чухне православи чиркӳҫисем ӳкӗтсен кӗнекисене пичетлесе кӑларнӑ (тӗслӗхрен, «Поучение против чувашского языческого жертвенного моления. Издание Православного миссионерского общества. Казань: Типография и литография В.М.Ключникова. 1890, 23 ен): «Эй, тӑвансем! Пирӗн чӑвашсене чӳк тума шуйттан тиекен усал сывлӑш вӗрентсе аташтарать. Шуйттан вӗсен ӑсне, кӑмӑлне, ирӗкне йӗкӗлтесе, вӗсене кирлӗ мар йӑлапа пурӑнма вӗрентет», — тесе пуҫланаҫҫӗ вӗсем. Ку пулӑма палӑртса Г.Ф.Юмарт тӗпчевҫӗ: «Обрядовый фольклор рассматривался лишь с целью борьбы с язычеством» («Сӑмах—1993», 24 ен), — тесе каланӑ.

Кил-йышпа ирттермелли кӗлӗсем — хӑйне пӗр ушкӑн. Кӗлӗ (молитва) — тӗн йӑли-йеркинче анлӑ сарӑлнӑ, сасӑпа каламалли сӑмах тесе, этем Ҫут ҫанталӑкран, Турӑран, ытти ырӑ хӑватсенчен пулӑшу ыйтса е пулӑшнӑшӑн тав туса калакан сӑмах.

Ӑшра каламалли кӗске кӗлӗсене сӑвап теҫҫӗ. Малтанласа нушаллӑ ҫын Ҫут ҫанталӑкран (Турӑран) пулӑшу тархасласа хӳхленӗ пулсан каярахпа вӑл ырлӑх-сывлӑхшӑн тав туса калама вӗренсе ҫитнӗ, мухтаса юрлама та пуҫланӑ. Чӑвашсен халӑхшӑн, ҫӗршывшӑн хытӑ ҫапӑҫнӑ паттӑрсене мухтасси малта тӑнӑ. Салтак, сыхчӑ, хуралҫӑ ячӗ чӑвашра кирек хӑҫан та хисепре пулнӑ. Вӑл халӗ те ҫаплах. Салтака юрӑхсӑр ҫынна чӑваш ар картне лартмасть. Халӑхшӑн пуҫ хунисене, вӑрҫӑран таврӑнман салтаксене ӗлӗкрех ҫулталӑкра икӗ хутчен ятарласа асӑнса чӳкленӗ. Ҫакӑ сӗм авалтан килекен ҫирӗп йӑла пулнӑ.

Кил-йыш пӑтти (ҫӗн тырӑ сӗтелӗ) уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресчен килӗнче ҫуллен пӑрӑнми ирттермелли йӑла пулнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл каллех чӑваш килне таврӑнма пуҫларӗ. Кӗллисем те каялла таврӑнчӗҫ.

Хӗрт-сурт пӑтти. Путама чӳкӗ. Тӑванлӑх, кил-йыш туйӑмне, кил-ҫуртри танлӑха, хутшӑнусен тирпейлӗхне тытса пынӑ чухне хӗрт-сурта хисеп туни хӑйӗн витӗмне самаях кӳрсе тӑнӑ. Вӑл ҫилленнине ирттерсе яма, кӗҫӗннисене хисеплесе калаҫма, аслисене асла хума вӗрентнӗ.

Ача кӗллисем, пилӗсем ача амӑшӗн, ҫуралнӑ ачан сывлӑхне, тӑванӗсен кӑмӑлне палӑртса тӑраҫҫӗ.

Кунта сӑмахлӑха ӳсӗм йӗркипе шута илсе пыраҫҫӗ: ҫӑмӑллӑх кӗллин, тин ҫуралнӑ ачана алла илнин, кӑвапа каснин, чӑпӑл тунин, ят хунин (ача пӑтти, ача чӑкӑчӗ), тӗпчеке пилленин, айван ача-пӑчаран хунав ӳсӗмӗ илнисен, хӗр е каччӑ шутне кӗртнисен кӗллисем пуян та кӑсӑк.

Туй пилӗ-халале, кӗлли-сӑвапӗ тата пуянрах: ҫураҫу сӑмахлӑхӗ, йыхрав пилӗ, туй халӑхӗн пуҫтайӗ, хӗр хӳхлевӗпе тавӗ, кӗреке сӑмахӗ. Ӑна тӑванӗсем, ҫӗнӗ тӑвансем, ытларах чухне вара ятарлӑ мӑчавӑрсем калаҫҫӗ.

Некрут пилӗ-кӗлли кил-йыш кӗллисем хушшинче уйрӑм тӑрать. Вӗсенче тӑван ҫӗр, халӑх, чыс, тивӗҫ, пурнӑҫпа вилӗм шухӑшӗсем мала тухаҫҫӗ. Салтак кӗллисемпе пилӗсем, пуҫтайӗсемпе туписем чӑваш халӑхӗн паттӑрлӑх чӳкӗсенченех юлни курӑнса тӑрать.

Пытарупа асӑну кӗллисем — вӑрах вӑхӑт ҫирӗппӗн упранакан сӑмахлӑх. Унӑн еткерӗнче ача вилсен, качча кайман е авланман ҫын вилсен, паттӑр ӗҫпе пуҫ хурсан, сарӑмсӑр уйрӑлсан е ыр вилӗмпе вилсен калакан хӑйне уйрӑм кӗлӗсем, мухтавсем, кунтӑксем (вӑй киллинчи савӑт, сӑпка, кунтӑк ҫине картса хунӑ кӗске каларӑшсем), хӳхлевсем пур. Пытарупа асӑну (юпа) юррисем кӗлӗсемпе пӗр тытӑмрах тӑраҫҫӗ. Уйрӑмлӑхӗ — юрласа, сас кӑларса е хӳхлесе каланинче.

Юпа юррисем — чӑвашсен авалхи юррисем. Мети ҫарпуҫне тата Аттила патшана пытарнӑ чухне хун ҫарӗсем талӑкӗпех Мухтав юрри юрланӑ. «Тӗрексем ҫӗр мухтав юрри юрлаҫҫӗ», — тенӗ Филофилакт Симокатта грек 628 ҫултах. Чӑваш сӑмахлӑхӗнче мухтав юррисем сахал упранса юлнӑ. Анчах ҫынна пытарнӑ тата хӗрӗхне палӑртнӑ е пичке пуҫланӑ чухне юрлакан юрӑсем самаях пур. Вӗсенчен чи палли — наци гимнӗ пулса тӑнӑ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ. Православи чиркӗвӗ Мухтав юррисене ятарласа кӗнеке (Псалтирь) туса пичетленӗ. Юлашки вӑхӑтра чӑвашсен юпа юррисем эстрада кӗввине кӗрсе кайнӑ тӗслӗхсем курӑнаҫҫӗ.

Килти е ялти йышпа ирттермелли йӑла сӑмахлӑхӗ шутне ӗҫкӗ-ҫикӗ сӑвапӗ-кӗлли кӗрет. Пӗрле пухӑннӑ сӑлтава палӑртса калани, кил хуҫисене пуҫ тайни, ваттисене асӑнни, ама курка яни, тав туса саламлани келӗсемпе, пилсемпе, чӗлхесемпе уйрӑлмиех ҫыхӑнса тӑрать. Чӳксен, ӗҫкӗсен, уявсен мешехинче ҫирӗпленнӗ йӗркесем пур. Тӗслӗхрен, кирек хӑш пысӑк ӗҫ, ӗҫкӗ-ҫикӗ е уяв умӗн пичке пуҫласа, ҫӑкӑр касса кӗлӗ калаҫҫӗ. Унтах пӗрлӗх куркисем (ятлӑ курка, Тур амӑш курки, путене саламӗ) тата ытти те пур. Ӗҫкӗ-ҫикӗ хӗрсе пынӑ ҫӗрте савӑш курки ҫаврине (ташлами, хушлами, кӗрлеми, шавлами тата ытти сунӑмсене) сиктерсе хӑварма май килмест. Ку ушкӑнри сӑмахлӑха кӗреке пилӗсемпе кӗллисем тесен тӗрӗсрех пулать.

Халӑхпа каламалли чӳк кӗллисем йышлӑ. Ӑҫта каланине кура чӳкпе чӳклеме кӗллисене киремет, вӑрман, хир кӗллисем теҫҫӗ, хӑҫан каланине кура — калӑм (мӑнкун), ҫимӗк, юпа, туй, ӗҫкӗ кӗллисем тесе тата ытти ятсем парса палӑртаҫҫӗ. Каланӑ чухне мӗнпе чӳкленине пӑхса тиха, вӑкӑр, така, хур, автан, сӑра, пӑтӑ, нимӗр чӳкӗсен кӗллисем, мӗн ӗҫпе ҫыхӑнни тӑрӑх ака, вырма, авӑн, ҫурт-йӗр, мунча, пахча, сунар, кӗтӳ кӗллисем тата ытти ушкӑнсем пулаҫҫӗ. Ушкӑнӗсем пысӑк. Сӑмахран, 1921 ҫулхи выҫлӑх вӑхӑтӗнче тырӑ-пулӑпа ҫынсемшӗн кӗлтума Тутарстанри Чӑваш Шупашкарӗнче (Н.М.Охотников ҫуралса ӳснӗ ялта) 114 турра хӑйсене уйрӑммӑн чӳк панӑ: икӗ тиха, икӗ вӑкӑр, пӗр пӑру, пӗр виҫӗ така... Пурӗ ҫӗр вун виҫӗ юнлӑ парне тата пӗр юсман пухӑннӑ (Канаш, 1930, сент. 3). Чӳк кӗллисемпе парнисене мӗнле килсе тухнӑ пек пама юрамасть. Хӑш Турра, ырра мӗн тата миҫе парне памаллине эптер-элменсем ҫирӗп асӑрхаса тӑнӑ. Ҫырса илнӗ хутсенче вӗсен йӗрки пур ҫерте те пӗр пекех ҫиреп пулни курӑнать.

Чӑваш Шупашкарӗн чӳкӗнче пӗр юсман кӑна тупӑннӑ, мӗншӗн тесен халӑхӑн ҫӑкӑр-тӑвар пачах юлман. Уй-хирпе улӑх-ҫаран типсе, ҫунса ларнӑ.

Выҫӑхса вилес выльӑхпа чӳклесе чӑваш мӑчавӑрӗсем ҫынсене упраса хӑварас, аслӑ хӑватсене кӳнӗҫтерес (тӗрӗссипе — синкертен хӑтарас) тесе шутланӑ. Эппин, лару-тӑрӑва кура чӑваш мӑчавӑрӗсем тӗн йӗркисене улшӑнусем кӗртме пултарнӑ.

Кашни чӳкӗн — расна сӑмахӗ, ятран кӗлли! Кӗлӗ сӑмахлӑхӗ тӗнпе, хайлалла (мифла) вӗрентӳпе тата йӑласемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнине пула ӑна чӳксен, уявсен, ӗҫсен тата ял-йышпа кил-йышри ытти пулӑмсемпе ҫыхӑнтарса ушкӑнлани тӗрӗсрех. Кашни ӗҫӗн е пулӑмӑн хӑйне тивӗҫлӗ кӗлли-сӑмахӗ пур. Вӗсен никӗсӗнче пӗр йышши ӑнкарулӑх, сӑнарлӑх, тытӑм, илемлӗх тӑрать. Мӗнле сӑлтав-тӗллевпе каланине тата мӑчавӑр е сӑрманҫӑ ӑсталӑхне кура вӗсен пайӗсем, паллах, улшӑнса пыраҫҫӗ.

Чӑваш кӗллисен пӗрремӗш ушкӑнӗ — ҫут ҫанталӑк хӑвачӗсене каламалли кӗлӗсем. Вӗсен ытларах пайӗ ҫӗре, шыва, ҫилпе вута, хӗвеле, Турӑсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне, ырӑсене, вӗсен умӗнче тӑрансене, ҫӳренсене, тытансене чӗнсе каланинчен тата хӑйсен ӗмӗчӗсене пӗлтернинчен тӑрать. Тӑхӑр е вун икӗ ҫулхи аслӑ чӳкре, чӳклемере е халӑх сӑринче (пухӑвӗнче) калакан вӑрӑм кӗлӗсене сӑрмансем теҫҫӗ. Вӗсене сӑрманҫӑсем (аслӑ мӑчавӑрсем) каланӑ. Ҫӗр, шыв, вут, сывлӑш ячӗпе калакан кӗске кӗлӗсем («пӑтӑ панисем», «нимӗр лартнисем», «сӑра чӳкӗсем» «калмак каланисем» тата ытти те) ҫак ушкӑнах кӗреҫҫӗ.

Иккӗмӗш вырӑнта — аслӑ турӑсемпе ҫӳлти хӑватсене калакан кӗлӗсем. Чӑваш кӗллисенче Аслӑ Турӑпа танах турӑ амӑшне (Ама турра), пурнӑҫ туррисене Пӳлӗхпе Кепене, тыр-пул туррисемпе выльӑх-чӗрлӗх туррисене, уйрӑмах Хӑрпанпа Пихампара, нумай асӑннӑ.

Виҫҫӗмӗш ушкӑнра — несӗл пуҫӗсене е вӗсен ячӗсене упракан Киреметсене ятран каламалли кӗлӗсем. Чӑваш ӗненӗвӗнче хунпа несӗл пуҫӗсем турӑсемпе танах шутланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа тӗрлӗ кивӗ е ҫӗне киреметсенчи Вырхи ӗмпӳ, Тевлет ҫар пуҫӗ, Валӗм хуҫа, Мерчен сӑлу, Сурӑм, Пир-чура, Таркан, Шу, Чура, Сарри паттӑрсем, Утлас, Кеҫтинкке мӑчавӑр ячӗсене кӗлӗсенче асӑннӑ. Амаксар, Вылӑ, Хырла, Тилҫӗт, Тилечер, Ухинккел е ытти вырӑн киремечӗсен кӗллисене ҫак йышах кӗртме юрать. Вӗсен пӗтӗмӗшле тӗшшипе тытӑмӗ — пӗрре, тӗрлӗ ҫерте каланӑ чухне мӑчавӑрсем хӑйсен ямахатӗнчи (киремет таппинчи, «приходри») ятсене хушса, улӑштарса калаҫҫӗ кӑна. Элтеперсемпе патшасене мухтаса хывнӑ кӗлӗ-юрӑ ҫак ушкӑнах кӗрет.

Асӑннӑ кӗлӗсене пурне те чӳксемпе уявсенче халӑхпа е кил-йышпа пӗрле калаҫҫӗ. Пӗлекенсен, паллах, вӑй килте, тӳр киллинче е киреметре пӗччен те калама юрать.

Тепӗр пысӑк ушкӑн — ӗҫ кӗллисем. Кунта чи анлӑ сарӑлни — ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ кӗлӗсем: ака-суха (ака пӑтти, вӑрлӑх пӑтти тата ыт,), тырра пӑр ҫапнӑран, утҫи кӗллисем, ҫырла, вырма, ҫурла салтни-ҫыхни, ана вӑйӗ, авӑн тата хирти е пахчари ытти ӗҫсене тунӑ май ушкӑнпа калакан кӗлӗсем.

Выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗпе ҫыхӑннисем вӗсенчен кая мар — карта йышӗн кӗлли, кӗтӳ кӗлли, ҫӗр витӗр кӑларнин сӑмахлӑхӗ, пӑру-путек илнин кӗллисем, ӗне ырри, ҫӑм каснӑ, выльӑх пуснӑ чухне каламалли кӗлӗ тата ытти те.

Хурт-хӑмӑр кӗллисем хӑйне евӗрлӗ. Вӗлле хуртне чӑваш ӗҫченлӗхпе тирпейлӗх тӗслӗхне хунӑ. Ҫӗнӗ пыл каснӑ чухне ача-пӑчана халалласа кӗлӗ каланӑ.

Сунар, пулӑ, вӑрман, суту-илӳ, ҫар ӗҫӗсен кӗллисем сахал упранса юлнӑ пулсан та авалхисем шутланаҫҫӗ.

Ҫурт-йӗр ҫавӑрнипе ҫыхӑннӑ кӗлӗсем йӗркипе пыраҫҫӗ: вӑрман кӑларни, пура хӑпартни, никӗс яни, ҫӗнӗ пӳрт купалани, мачча кашти хуни, пӳрт ҫамкине элем ҫапни... Пӗтӗм ӗҫе кӗлӗ-сӑмах каласа ирттернӗ. Пӳрт ҫавӑрни «малалла ӗҫ» пулнине кура ҫурт-йӗр кӗллисем хавас сӑмахлӑ, ирӗклӗрех, ыр сунӑмлӑ. «Каялла ӗҫ» (пытару) кӗллисенчен вӗсем тытӑмӗпе, шухӑшӗпе, сӑнарӗсемпе, кӗввипе чылай уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Кил таврашӗнчи пӗтӗм ӗҫӗн хӑйӗн пӗчӗк е пысӑк кӗлли-сӑмахӗ пур. Мунча, лаҫ (вут, сӑра), кӗлет, нӳхреп тата ытти кӗлӗсем кӗске те асӑрхаттаруллӑ.

Ҫул-йӗр (ҫул ҫӳрен, ямшӑк е ҫуран ҫын ҫула тухас умӗн калакан) кӗллисем сыхӑ пулма, асӑрханса ҫӳреме хистеҫҫӗ.

Алӑсталӑх (тӗрӗҫӗ, пуртӑҫӑ, тимӗрҫӗ, кӑмакаҫӑ, тир-сӑранҫӑ, ҫӑл алтакан т.ыт.) кӗллисем пӗтӗмӗшле сӑвапсен пайӑрланнӑ тӗсӗсем пулса кайнӑ.

Уяв чӳкӗсемпе киремет кӗллисем (заклинания) — йӑла йӗркисене тытса пымалли сӑмахлӑх, аслӑ хӑватсемпе ырӑ вӑйсенчен йӗркеллӗ пурнӑҫ пама тархасласа, тилмӗрсе ыйтни е ырлӑх-пурлӑхпа тӑнӑҫ самана туса панӑшӑн тав туса мухтани, Сартӑш тӗнӗнче Турӑпа тата ытти ырӑсемпе ятарласа калаҫмалли вырӑнсем темиҫе: Уша юпи, Вӑй килли, Тӳр кӗлли тата тӗп вырӑн — чӳк карти (киремет). Чӳкпе чӳклеме ҫулталӑк вӑхӑчӗсене (календаре), ӗҫпе уявсен черетленсе пыракан ҫирӗп йӗркине пӑхӑнса пыраҫҫӗ, чӳк вырӑнӗсенче кӑна ирттереҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне ҫумӑр чӳкне киремет картинчен аякри шыв хӗрринче ирттереҫҫӗ.

Кунта ҫакна пӗлмелле: нимле чӳк те, кӗлӗ те тӗлли-паллисӗр пулмасть. Хӑш киреметре, аслӑ чӳкӗн хӑш хуранӗ патне пухӑнасси кам таврашне асӑннинчен, мӗн йеркепе ирттернинчен килет. Чир-чӗртен калакан кӗлӗсене «Усал вӑрӑннӑ йӗркепе» (Ашмарин, I, 24, 604—607 енсем), «Ҫӗре ӳксе пӑсӑлнӑ йӗркепе» (Аф. Егоров, 1900) тата ыттисене ирттернӗ. «Ҫӗр таврашне туни» тӗслӗхрен, ҫӗрпе, ҫӗр ӗҫӗпе, Леш тӗнчери несӗлсемпе ҫыхӑннӑ. Ӑна Ҫӗр ҫуралнӑ кун — тунти кун (тӑм тунӑ кун), кил таврашне вырсарни кун (вырӑн сарнӑ кун) е ытлари кун (вут ларнӑ кун) — уявласа ирттереҫҫӗ, малтан «пур кӗлӗсене тӳрлетеҫҫӗ» (чӳк картисене юсаҫҫӗ), ҫӗре чӗртеҫҫӗ, вилнӗ ҫынсене тайӑн сӑрапа асӑнаҫҫӗ, ылхан-сулхана тата ҫын сӑмахне тасатаҫҫӗ, ҫӗр хапхи витӗр тухаҫҫӗ. Чӗрлӗх таврашне юн кун (чун кӗнӗ кун), шыв таврашне шӑмат кун (шыв атнӑ кун) хӑйсен расна йӗркипе тӑваҫҫӗ. Чӳксен эрнери кунӗсем тата ҫулталӑкри вӑхӑчӗсем пур.

Чӑвашсен авалхи кунлӑхӗнче (календарӗнче) хальхи ҫулталӑкра икӗ ҫул шутланнӑ. Пӗри ҫуркунне пуш уйӑхӗнче кунпа ҫӗр танлашсан пуҫланнӑ. Юлашки юр ирӗлнӗ вӑхӑтра хӗл хавасне ҫӑварни (ҫу эрни) ирттернине ӑсатса янӑ, кун таврӑнсан ҫуллахи Ҫӗнӗ ҫула (нарӑса) кӗтсе илнӗ те калӑм кӗллисене каласа Мӑнкун ирттернӗ. Ҫӑва тухнӑ йӗркепе уявсемпе вӑйӑсем тапраннӑ, вӗсене кирек хӑҫан та ваттисем пиллесе тапратса панӑ.

Ҫӑва тухнӑ йӗркепе ҫуркунне тата ҫулла ҫак уявсем умӗн чӳк е тӗн йӗркипе кӗлӗсем каланӑ. Вӗсене ҫапла ушкӑнлама юрать:

1. Нарӑс (Ҫӗн ҫул) кӗлли.

2. Мӑнкун кӗллисем: калӑм, хӗвел чӳкӗ, ҫурта кунӗ.

3. Сӗрен кӗлли (ҫӗннине кӗтсе илни).

4. Ҫурхи чӳклеме (сухату-акатуйсем, пухӑсем, тапӑсем, ытти уявсем умӗнхи кӗлӗсем).

5. Ҫимӗк.

6. Ҫинҫе (вӑйӑ) кӗллисем.

7. Петрекке (питравкка, вӑйӑ пӑрахни).

8. Учуксемпе ҫумӑр кӗлли.

9. Илем (пахча ҫимӗҫ), ҫырла кӗллисем.

10. Ҫурла (вырма) кӗллисем. Арман кӗлли (ҫӗн тырра киветни).

Кӗркунне авӑн уйӑхӗнче кунпа ҫӗр каллех танлашнӑ. Авӑн вӗҫленнӗ вӑхӑтра хӗле кӗнӗ йӗрке пуҫланнӑ. Пӗрремӗш юрпа шуҫан кунӗ (пукрав) ҫитнӗ — хӑнана урапапа кайса каялла ҫунапа таврӑннӑ.

Хӗле кӗнӗ йӗркепе кӗркунне тата хӗлле ӗҫкӗсемпе уявсем, чӳксемпе асӑнусем пулса иртнӗ. Вӗсене халӑхпа е кил-йышпа пӗрле ирттернӗ чухне чӳкпе кӗлӗсӗр пуҫлама юраман.

Кӗркунне тата хӗлле пулакан кӗлӗллӗ-чӳклӗ йӑласенчен паллӑрӑххисем ҫаксем:

1. Авӑн хывни, вучах хуни.

2. Карта пӑтти, авӑн пӑтти. Атан сӑри, кӗрхи чӳклеме.

3. Юпа вӑхӑчӗ. Кӗрхи ҫурта кунӗ.

4. Раштав уявӗсем: вӗтке (аппаланчӑк), нартукан, хӗл эрни (кӑшарни).

5. Вирӗм (киввине тавӑрни) чӳкӗ.

6. Сурхури ярӑмӗ.

7. Ҫӑварни. Хӗр сӑри. Турхан касни т.ыт.

Паллах, тӗнпе ҫыхӑннӑ сӑмахлӑхӑн ытти нумай-нумай тӗрлӗ енӗсем палӑрса пыраҫҫӗ. Чӑваш тӗнӗ-ӗненӗвӗн сӑмахлӑхӗ тӗнчери ытти тӗнсен кӗлли-юррисенчен тӗпренех уйрӑлса тӑрать. Вӑл кӳршӗри ҫармӑс, удмурт халӑхӗсен упранса юлнӑ йӑлисемпе, кӗлӗ сӑмахӗсемпе ҫывӑх. Унта Авалхи Иранри авеста вӗрентӗвӗн витӗмӗ вирлӗ.

Чӳксен тӗсӗсемпе йӗркисем. Чӑваш йӑли-йӗркинче чӳксем тӗп вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсене виҫӗ пысӑк ушкӑна уйӑраҫҫӗ: кил-йышпа, ратнепе (уша юпи умӗнче е вӑй киллинче) ирттерекеннисем, ял-йышпа, ҫӗрлӗхпе кӗҫӗн киреметре е тӳр кӗллинче халӑхпа ирттерекеннисем. Пӗрисем пӗчӗк йышпа, сахал чӳкпе иртеҫҫӗ, теприсем — киремет картинчи пин-пин ҫынпа, лаша-вӑкӑртан пуҫласа йӑвача таранах парнепе пулаҫҫӗ.

Тепӗр йышши чӳксене пӗр-пӗр сӑлтава кура ирттереҫҫӗ: Вӗсен шутне шыв, ҫумӑр, пушар, пӑр; хун, ҫын пуҫ, хӑт тата ытти чӳксем кӗреҫҫӗ. Йышпа пӑрӑнми ирттермелли чӳксен шутне кӗрекен чӳксенчен чи пысӑккисем — ҫурхи тата кӗрхи чӳклемесем. Вӗсем — аслӑ уяв пекех ӗҫкӗллӗ, сара чӳкӗллӗ. Кӗрхи аслӑ чӳклемене кӗр сӑри, сӑра ӗҫки теҫҫӗ. Сӑрапа чӳклекен йӑласем пысӑк ӗҫсемпе тата ӗҫкӗпе ҫыхӑннӑ. Ытти чӳксенче кашнинчех сӑра ӗҫмеҫҫӗ.

Иккӗмӗш вырӑнта — учук, уй чӳкӗ. Ӑна хирте, ана-ҫаран пуҫӗнче ирттернӗ. Киремет картинче ирттерекен чӳксем йышлӑ. Унта турӑсене, ырӑсене, несӗл пуҫӗсемпе паттӑрсене асӑнса-хывса чӳкленӗ. Вилнӗ ваттисене тата ятарласа атанра («карталлӑ ырӑра») асӑннӑ.

Пӗр чӳкех тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ калани пур. Чӳке мӗн панине кура лаша (ут) чӳк, вӑкӑр чӳк, така чӳк, автан чӳк тенӗ. Кунта хӑш чӳкре кама мӗн панине пӗлекен ҫын сӑмах вӑл е ку чӳк ҫинчен пынине ҫӑмӑллӑнах чухлать: аслӑ чӳклемере е учукра Турра лаша панӑ. Турӑ амӑшне е Пӳлӗхҫе — вӑкӑр. Пӗчӗкрех чӳксенче — учукре, ҫумӑр чӳкӗнче — така панипех ҫырлахнӑ. Чӳке аҫа выльӑх-чӗрлӗхе панӑ. Кӗсрепе, ӗнепе, сурӑхпа чӳклемеҫҫӗ. К.П.Прокопьев тӗпчевҫӗ ҫырнӑ тӑрӑх, мӑн чӳклемере (кӗр сӑринче) чӑх та пусаҫҫӗ.

Ырӑсене, сӑмахран, пӑтӑпа чӳкленӗ. Кун йышши чӳксем пурте пӗр-пӗр уйрӑм ӗҫпе ҫыхӑннӑ. Выльӑха кӗтӗве кӑларнӑ — карта пӑтти лартнӑ, выльӑха хӗле кӗртнӗ — картиш пӑтти пӗҫернӗ. Акана тухнӑ — ака пӑтти, авӑн вӗҫленӗ — авӑн пӑтти, сухана тухнӑ — суха пӑтти тунӑ, пӳрт лартнӑ — никӗс пӑтти, ача тупсан — ҫуратан (ҫын пуҫ) пӑтти ирттернӗ. Пирӗштие, хӗрт-сурта тата ытти ырӑсене те пӑтӑпа чысланӑ. Килти кашни ҫынна ҫулталӑкра икӗ хут — симӗс курӑкпа тата шурӑ юрпа пӑтӑ пӗҫерсе ырланӑ.

Ыр-хаярсене нимӗр парса чӳкленӗ. Ҫӗр, шыв, вут, тӑвӑл ыр-хаярӗсене нимӗр панӑ.

Усалсене чӳк туман. Вӗсене сулнӑ, пӑрахнӑ. Унта пама апат-ҫимӗҫ, ҫурта, укҫа, тӗрле япала, татӑк-кӗсӗк юранӑ.

Ытти чӳксем хушшинче хун [каҫхи] чӳк уйрӑм тӑрать. Ӑна кил-ҫурт хуҫи хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре ирттерет, пӗтӗм тӑвансене пухать, ватӑ лаша пусса хӑналать. Хальхилле пӑхсан, ку чӳк кил хуҫи пенсие тухнине палӑртнипе пӗр килет.

Кирек мӗнле чӳк те таса вырӑнта — уша юпи умӗнче, вӑй килре, тӳр киллинче, киреметре, шыв хӗрринче, таса уйра, авӑн картинче пулса иртет. Пӗр йышши чӳксене вӑйпиттисемпе ватӑсем кӑна хутшӑнаҫҫӗ, теприсене — уйрӑмах шыв чӳкне — ача-пӑчапа яш-кӗрӗм ирттерет. Кирек хӑш чӳк-чӳклемере ертсе пыраканӗсем — кил ваттисем, мӑчавӑрсем, эптер-элменсем. Вӗсем арҫын та, хӗрарӑм та пулма пултараҫҫӗ.

Чӳксен йӗрки-мешехи пӗр йӗрпех пырать. Ҫав вӑхӑтрах кашнинчех мӗн те пулин хӑйне расна йӗр-паллӑсем пур. Вӗсем мӗн сӑлтавпа, кама, мӗнпе чысланинчен килеҫҫӗ.

Кашни чӳкрех ваттисенчен пил ыйтаҫҫӗ. Анчах ҫулталӑкра тӑватӑ хут кӑна ваттисене хываҫҫӗ: сурхурире салтаксене асӑнаҫҫӗ, калӑмра тата ҫимӗкре — масар ҫине тухса, кӗрхи сӑрара е атан сӑринче ӗҫкӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Кунта атан сӑри пирки ҫапла каламалла: ваттисене хывма хур-кӑвакал е автан пусаҫҫӗ пулсан та, ку йӑлан тӗрӗс ячӗ — атан сӑри, ваттисен асӑну сӑри тенинчен тухнӑ. Атан сӑрине хывнӑ хыҫҫӑн тин кӗр ӗҫки пуҫланнӑ.

Кил-йышпа татаратне-тӑванпа чӳклемелли йӗрке. Килти тӗпелте (уша юпи умӗнче е вӑй килте) харкамӑн кӗлӗ каласси е кил-йышпа хӑш Турра е ырра чӳк тӑвасси уйрӑм сӑлтавсенчен килнӗ. Йӗркисемпе сӑлтавӗсем нумай. Пӗрисене ҫулталӑк ҫаврӑмне (календарьне) кура ирттернӗ, теприсене кил-йышри йӑласене шута илсе йӗркеленӗ, ӗретлӗ пӑтӑ-юсман йӗркине тунӑ, ратне-тӑванпа ӗрет тухнӑ, ӗҫпе, ҫынпа ҫыхӑннӑ уявсем, асӑнусем ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтрах усал вӑрӑннӑ йӗркепе чӳклесси те пулма пултарнӑ.

Кил-йыш тӑванлӑхӗн чӳкпе ҫыхӑннӑ икӗ пысӑк уявӗ — чӳклемесем пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем — ҫӑва тухнӑ йӗркепе (ҫуркунне, Мӑнкунра е акатуйра), калӑм ӗретне тата хӗле кӗнӗ йӗркепе (кӗркунне, кӗр сӑринче) атан ӗретне тухнисем. Ку йӑласене ӗретлӗ пӑтӑ-юсман теҫҫӗ.

Ӗретлӗ пӑтӑ-юсман ирттернӗ чухне тӗп килте «сӑра чӳкӗ» йӑлана йӑлтах тунӑ, кайран ытти килсенче унӑн уйрӑм пайӗсене кӑна палӑртнӑ.

Сӑра чӳкӗн йӗрки ҫапла. Тӗп кил хуҫине е йӑхри пурте хисеплекен ватӑ ҫынна минтер хурса, хӗвне калпак е ҫӗлӗк чиксе кӗреке варрине лартаҫҫӗ. Унран ама енне (сулахай енне) малтан ҫичӗ хӗрарӑм ларать. Вӗсенчен пӗрин умне сӗтел ҫине ама курки лартса параҫҫӗ. Ыттисен — пӗр пек урӑх йышши савӑтсем. Кил хуҫинчен тепӗр енне ҫичӗ арҫын ларать. Вӗсен умӗнче те пӗрер курка.

Чӳк йӑлине пуҫласа, мӑчавӑр (кӗлӗ пуҫӗ) тӗпелте ларакан 15 ҫынна пурне те камӑн хӑш турӑ е ырӑ ячӗпе каламаллине асӑрхаттарса тухать. Кунта хӑш Турра е ырра чӳклесси мӑчавӑр каланинчен килет. Тӗслӗхрен, Исимпель йӑхӗнче ҫак йӗркепе каланӑ: пӗрремӗшӗ — Турӑ папая, иккӗмӗшӗ — умра ҫӳрекене, виҫҫӗмӗшӗ — синкер сирене, тӑваттӑмӗшӗ — чӗлпӗр тытана, унтан вара ҫул ҫӳрен ырра, ана хушшинчи ырра, хумри ырра... (ЧПГӐИ ӐА, I, 423—424 енсем). Палӑртнӑ чухне «чӗлпӗр тытаншӑн» кӗлӗ каласси кӗреке варринчи ҫынна — кил хуҫине тивет. Чӳксенче хӗрарӑма мала кӑларнине асӑрхамасӑр юлма ҫук: ӑна кӗрекене ӑрури хисеплӗ те аслӑ кил пуҫӗ хыҫҫӑнах лартаҫҫӗ, Аслӑ Турӑшӑн, Турӑ амӑшӗшӗн (Ама турӑшӑн) кӗлӗ калаттараҫҫӗ. Ҫакӑ хӗрарӑма пысӑк хисепе хунине пӗлтерет.

Алтӑрпа куркасене сӑра тултарса тухнӑ хыҫҫӑн пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ те уша юпи ҫине пӑхса кӗлӗ калама хатӗрленеҫҫӗ. Малтан мӑчавӑр Аслӑ Турӑ ячӗпе пӗтӗмӗшле кӗлле калать те кӗреке ватти (кил хуҫи) алтӑрне йӑтса, калпакне хӗстерсе кил картине тухса каять. Унта вӑл тӗнче тӗнӗлӗ шутланакан «пурнӑҫ йывӑҫӗ» (вирӗм юпи) умне виҫӗ хутчен кӗске кӗлӗ каласа («Ҫырлах, Аслӑ Турӑ» тесе) сӑра тумлатать.

Йӑх ватти тулта сӳренӗ вӑхӑтра кӗрекере ура ҫинче тӑракан халӑх малтан Ама турра каланӑ кӗлле итлет, унтан кашни харкам хӑйне тивнӗ кӗлле калать.

Кил хуҫи каялла кӗрсен пурте лараҫҫӗ, куркисене ӗҫсе куркасӑррисенчен пӗр ҫынна тав туса параҫҫӗ. Тав тунӑ куркана ҫӗнӗрен сӑра хушмаҫҫӗ. Тав илнӗ ҫынни юлнине ӗҫсе ярать те куркине сӗтел ҫине хӑйне чысланӑ ҫын умне лартать. Ҫапла вара пӗр куркана иккӗн тӗппи ӗҫсе ямалла.

Кил хуҫи тав туса ӗҫмест. Сӗтел ҫине таврӑннӑ куркасене каллех сӑра тултараҫҫӗ. Пӗр вӑхӑт ҫынсем пӗри-пӗринпе ирӗклӗ калаҫаҫҫӗ, саламлаҫҫӗ, ыйтса пӗлеҫҫӗ, вырнаҫса лараҫҫӗ.

Тепӗр самантран каллех ура ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑчавӑр хӑй кӗллине калать те черетри тепӗр ҫын «упра ҫӳрене» кӗлӗ калать. Кил хуҫи каллех тулли алтӑрпа тула тухать, виҫӗ хутчен сӑра тумлатса Аслӑ Турра ырлать. Вӑл кӗрсен пурте лараҫҫӗ, малтанхи пекех тав туса сӑра ӗҫеҫҫӗ.

Ҫак йӗркепе тӑхӑр турӑпа ырра чӳк параҫҫӗ, тӑхӑр хут ура ҫине тӑраҫҫӗ, тӑхӑр хут кӗреке ватти тӗнче тӗнӗлӗ патне тухса кӗрет. Тӑххӑрмӗш ҫаврари куркана икӗ хут тӗппи ӗҫмелле, кашниех хӑй куркине хӑй ӗҫет, курки пушанмассерен кил хуҫипе арӑмӗ ӑна татах виҫӗ хут сӑра тултарса параҫҫӗ. Юлашки виҫҫӗмӗш куркине кӗрекере ларакан ҫын тепӗр ҫынна тав туса парать. Лешӗн те виҫӗ курка сӑра ӗҫмелле. Чӳк вӑхӑтӗнче кӗреке ватти е кил хуҫи ҫавра ҫӑкӑр пуҫлать, ҫӑкӑр сӑмсине тӑвар сапса кил хуҫи арӑмне парать. Кил хуҫи арӑмӗ ҫӑкӑр сӑмсинчен татӑксем хуҫса илсе тӑватӑ еннелле хывать. Унтан кӑмака таврине ҫӳле тепӗр тӑватӑ татӑк хурать. Ҫӑкӑр татӑкӗ хумассерен «Ҫырлахӑр, ырӑсем» тесе калать.

Ҫакӑн хыҫҫӑн кил хуҫи тӑварласа типӗтнӗ ҫӑкӑр татӑкӗсене е ҫемҫе ҫӑкӑр чӗллисене тӑвар сапса сӑра ӗҫекенсене салатса парать. Тӑххӑрмӗш кӗлӗ хыҫҫӑн сӗтел ҫине хур е така ашӗ янӑ пӑтӑ лартаҫҫӗ. Хурне чӑпай хальлӗн пӗҫернӗ пулсан ӑна вакласа салатса пама кӗреке ваттине е ӑста кӗрекеҫӗ-хӗрарӑма хушаҫҫӗ. Пӑтӑ ҫинӗ чухне кӗске кӗлӗ ҫеҫ калаҫҫӗ: «Ҫырлахӑр, ырӑсем! Ака-суха ӗҫне йӗркеллӗ ирттерме вӑй парӑр. Пирӗн пӗлни ҫакӑ, ваттисен йӗркине пӗлнӗ таран турӑмӑр». Кӗркуннехи сӑмахсем кӑшт кӑна урӑхла: «Алла илнӗ тырӑ-пулӑмӑрпа тирпейлӗ ӗҫсе ҫиме парӑр...»

Сӑра чӳкне туса ирттернӗ хыҫҫӑн кӗр сӑри ӗҫки пуҫланать. Вӑл йӑла халӑхра ҫирӗп упранса юлнӑ. XX ӗмӗрте кӗр сӑрисем «колхоз ӗҫкисене» куҫнӑччӗ.

Кӗрекере ларнӑ арсемпе арӑмсем хӑйсен килне ӗрет ҫитсен мӑчавӑртан хӑш Турра-ырра кӗлтумаллине ыйтма пултарнӑ е хӑйсемех кӗлӗ каланӑ.

Халӑхпа чӳклесе кӗлӗ каламалли йӗркесем. Халӑхпа пӗрле тӑвакан чӳклемесенче, учуксенче, ҫумӑр чӳкӗсенче, киреметре, атанра кӗлӗ ирттернӗ чухне асӑну йӗркине тата парне парассине ҫирӗп тытса пынӑ. Чӳк парнине хуҫалӑхри ытлӑх-ҫитлӗхе кура тӗрлӗрен панӑ. Ӗлӗксенче лаша-вӑкӑртан пуҫласа юсман-йӑвача таранах сиктермесӗр туллин кӳнӗ. Каярахпа вӗсен речӗсем ҫавах юлнӑ пулин те, лаша вырӑнне вӑкӑр, вӑкӑр вырӑнне така, така вырӑнне хур-кӑвакал кӑна пама пуҫланӑ. Юлашкинчен вара, выльӑх-чӗрлӗх те усрама хӑват пӗтсен, киремете вӗсен пушӑтран, йывӑҫран, улӑмран, тӑмран тунӑ кӗлеткисене пӑрахма пуҫланӑ.

Турӑсемпе ырӑсене, хаярсемпе усалсене кӗлӗ каласа парне памалли ҫирӗпленнӗ речӗ пур. Ӑна инем теҫҫӗ. Мӗн тӗллевпе тата ӑҫта ирттернине кура мӑчавӑр пӗр ятсене сиктерсе хӑварма, теприсене мала кӑларма пултарнӑ. Таврари таса вырӑнсемпе йӑх несӗлӗсене парне парасси кашни ямахатӑн хӑйен йӗркипе иртнӗ. Нумай ямахатсем Валӗм (Пӳлер), Севетен, Элкӳлли, Ишек, Сурӑм, Амаксар тата ытти паллӑ вырӑнсенче выртан ырӑсене хӑйсен тавринчи таса вырӑнсемпе пӗрлех асӑнса хӑварнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем малтанхи тапхӑрсенче пӗтӗм халӑх сума сӑвакан аслӑ вырӑнсем пулнӑ. Асӑннӑ чухне киреметсене «таса вырӑн», «атан», «карталлӑ вырӑн», «кӗлӗ карти» е кӗскен «кӗлӗ» тесе каланӑ.

Кӑвак тӗнче речӗпе тӗнче уҫлӑхне калани (ҫил-тӑвӑлтан, вут-кӑвартан, инкек-синкекрен тата ытти синкерсенчен хӑтарма ыйтакан кӗлӗсем).

Хавалпа Хӑвата — вун икӗ ҫулта пӗрре лаша е вӑкӑр парса чӳкленӗ. Хӗвел таврашне (Хӗвел туррине, Хӗвел туррин ашшӗпе амӑшне), ҫӑлтӑрсене — шурӑ сурӑх панӑ.

Ҫӳлти тӗнче речӗпе каланин йӗрки. Мӑн Турра — лаша, пӑтӑ, пашалу, Мӑн Турӑ амӑшне — вӑкӑр, пӑтӑ, пашалу, умӗнче тӑрансене — Пӳлӗхе, Кепепе Пихампара, Ҫил йышне тата Ҫил туррине, амӑшне, ашшӗне, Ҫӗр йышне тата Ҫӗр туррине, амӑшне, ашшӗне, Вут йышне тата Вут туррине, амӑшне, ашшӗне, Шыв йышне тата Шыв туррине, амӑшне, ашшӗне — пурне те така, пӑтӑ, пашалу уйӑрса панӑ.

Турӑсемпе ырӑсем умӗнче тӑрансен речӗпе йӗрки.

Маларах палӑртнӑ турӑсен пурин те хӑйсен пулӑшуҫисем виҫҫӗ таран пур. Ырӑсен тытӑмӗ те пысӑк. Асла тухнӑ ырӑсем, вӑталӑх ырӑсем, кӗҫӗн ырӑсем йышлӑ. Вӗсен йӗрки ҫапла: Турсулу ама (амӑшӗ) (пӑтӑ, пашалу). Турсулу тавраш (пӗр юсман, виҫӗ йӑва). Аслинчен кӗҫӗнни, аслинчен иккӗмӗш кӗҫӗнни, Тур умӗнче ҫӳрен (пӗр юсман, виҫӗ йӑва). Ҫут тӗнче, Ҫут тӗнче тавраш (юсман, виҫӗ йӑва).

Аслинчен кӗҫӗнни, иккӗмӗш кӗҫӗнни, виҫҫӗмӗш кӗҫӗнни, Тур хаяр тавраш (пӑтӑ, пашалу, пӗр юсманпа виҫӗ йӑва).

Тур хаяр аслинчен кӗҫӗнни, Тур хаяр иккӗмӗш кӗҫӗнни, тӗпри аслӑ (пӗр юсман, пӗр йӑва).

Аслинчен кӗҫӗнни, икӗ аслинчен кӗҫӗнни, виҫ аслинчен кӗҫӗнни, тӑватӑ аслинчен кӗҫӗнни, пилӗк аслинчен кӗҫӗнни, ултӑ аслинчен кӗҫӗнни, ҫичӗ аслинчен кӗҫӗннине (пӗр юсманпа виҫӗ йӑва).

Ҫут тӗнче речӗпе асӑнмалли йӗрке. Ҫут тӗнчере ҫӗрпе шыв пур, унта ӳсен-тӑранпа чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ. Кунта ҫӳлти тӗнчерен турӑсемпе вӗсен элчисем, леш тӗнчерен усал-тӗсел килсех тӑраҫҫӗ. Ҫут тӗнчере ырӑсемпе хаярсен кӗрешӗвӗ пырать.

Ҫут тӗнче речӗпе чӳкленӗ чухне ҫут ҫанталӑк хӑвачӗсене (Аслатие, Аша ҫӑлтӑра, Кӑварпие, Имӗре тата ыттисене) ятран калани сайра хутра кӑна тухать, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӳлти тӗнче речӗпех каяҫҫӗ: ҫил йыше, вут йышӗ тенӗ чухне шӑпах вӗсене асра тытаҫҫӗ. Ҫут тӗнчере пурӑнакана ытларах хӑйӗн шӑпи пӑшӑрхантарать. Ҫавӑнпа ку ретре халӑх, ял-йыш, тӑван-хурӑнташ, кил-йыш, тыр-пул, выльӑх-чӗрлӗх кӗллисем маларах тӑраҫҫӗ. Вӗсене пӳртре Уша юпи умӗнче, кӗлетре вӑй килре, урамра тӳр килре, ытларах вара киремет картинче калаҫҫӗ.

Мӑн чӳкре хура халӑхпа ҫӗршыв управлӑхӗшӗн калакан кӗлӗсен йӗрки. Кашни йӑлан кӗлӗ калас йӗрки хӑйӗн. Миҫе турра-ырра чӳклесси, мӗнпе чӳклесси пӗр пек мар.

Киреметри мӑн чӳкпе чӳклемере тӗп кӗлле (малтанхи ҫаврана) тӗп мӑчавӑр (элмен) пӑтӑ тирки йӑтса Аслӑ Хӑват ячӗпе калать. Сӑра куркисем тытнӑ ултӑ е сакӑр мӑчавӑр харкам хӑйсем пӗр Турра асӑнаҫҫӗ. Ытларах чухне ку йӗрке ҫапла пулать:

1. Мӑн Турра. 2. Ват Турра (Хӑрпана). 3. Турӑ амӑшне. 4. Ама Турра (Кепене). 5. Пӳлӗхе. 6. Пихампара. 7. Хӗрлӗ Ҫыра. 8. Ҫӗр йышне. 9. Шыв йышне.

Кӗлӗсен малалли ҫаврисем ҫак йӗркепе пулса пыраҫҫӗ: 1. Тӗнче уҫлӑхне (Хурҫӑ ҫуратан Хӑвата — пиҫӗлӗх, нӑклӑх паракана). 2. Ҫӳлти тӗнчене (Хӗвел, Ҫил, Вут, Ҫӗр, Шыв хӑвачӗсене). 3. Хур ҫулне, Сӗт кӳллине, Ӑрӑспа Тивлете. 4. Ҫут тӗнче турри-ыррине. 5. Ҫӗр йышне (юлавӑша, ҫӗр сехметне). 6. Шыв йышне. 7. Вут йышне. 8. Ҫил йышне. 9. Выльӑх-чӗрлӗх йышне. 10. Ҫуртри аслӑ киремете. 11. Несӗлсен ҫывӑхри тата аякри таса вырӑнӗсене.

Юлашкинчен мӗнпур таса вырӑнсене («ҫитнисене, ҫитейменнисене») пӗтӗм халӑхпа пӗрле Мухтав каласа асӑнаҫҫӗ.

Аслӑ чӳклемере кӗлӗсем каламалли йӗрке тӗрлӗрен пулать. Пӗр тӗслӗхре Аслӑ Турӑ ячӗпе аслӑ мӑчавӑр (элмен) малтанхи ҫаврӑма каланӑ хыҫҫӑн ытти ҫаврӑмсем ҫапла йӗркепе пыраҫҫӗ. Иккӗмӗш ҫаврӑмра сакӑр мӑчавӑр сӑра курки тытса кӗлӗ калать: ҫурт тытан Турӑшӑн, ҫурт ҫуратан Амашӑн, ывӑл-хӗр ҫуратан Турӑшӑн, ывӑл-хӗр ҫуратан Амашӑн, тӑваҫҫине, тӑхӑнаҫҫине. Виҫҫӗмӗш ҫаврара каллех сакӑр турӑпа ырра (выльӑх-чӗрлӗх таврашне), тӑваттӑмӗш хут татах сакӑр хӑвата (тӗчене пиҫӗлӗх, нӑклӑх паракан «хурҫӑ ҫуратан» Турӑпа Амана), пиллӗкмӗш хут Ҫиле, Ҫил ҫунатне, Хӗвеле, Хӗвел Амӑшне, Хӗвел таврашне, Ҫул ҫӳрен ырра, Ҫӳрен ырра, Авӑн кӗтнеҫҫине (вут-кӑвартан сыхлакан Турра) асӑнаҫҫӗ. Улттӑмӗш ҫавра — Сӗт кӳллине, Перекете, Перекет амӑшне, Перекет тытана, Ӑрӑс тытана, Тивлет тытана, Никӗс тытана, Уй никӗсне. Ҫиччӗмӗш ҫавра — Юлавӑша, Валеҫе (ырлӑх валеҫекене), Ҫӗр йышне, Синкере, Ҫӗр сехметне, Инкеке, Инкек сирене. Саккӑрмӗш ҫаврара таса вырӑнсене асӑнаҫҫӗ: ҫывӑхри аслӑ киремете, аслинчен кӗҫӗннине — саккӑрмӗш кӗҫӗнни таран. Тӑххӑрмӗш ҫавра асӑннӑ чухне таврари хӑватсене хисеп тӑваҫҫӗ: Кайраклӑри, Хурамалти, Миеккери, Сӗвере, Хусанта, Пелепейре выртансене, Хаяр сирене, Тӑвӑл вӑрӑнана, Вуннӑмӗш хут кӑшт аякрисене аса илеҫҫӗ: Ӗпхӳре выртана, Стерлитамакра (пристаньре) выртана, Ӗрӗмпурта выртана. Тӳр кӗллине (часавнине), ытти ҫитеймен вырӑнсенчи киреметсене.

Юлашкинчен (вӑл вун пӗрмӗш асӑну пулать) мӗнпур таса вырӑнсене («ҫитнисене, ҫитейменнисем те пур») тепре ушкӑнпа тӑрса мухтавласа чӳклемесене вӗҫлеҫҫӗ (ЧПГӐИ ӐА, I, 21, 165—170 енсем).

Ҫак йӑла пӗр ҫулта иккӗ килсе тухать: ҫӑва тухнӑ йӗркепе тата хӗле кӗнӗ йӗркепе. Вӗсенче Тӑван ҫӗршывшӑн, халӑхшӑн, тыр-пулшӑн (ҫӗршӗн) кӗлӗсене вӑтӑр виҫӗ ҫаврапа калаҫҫӗ. Ҫакӑ халичченех ҫирӗп сыхланса юлнӑ.

Ял-йышпа кил-йыш управлӑхӗшӗн каламалли йӗрке. Ку кӗлӗсем кирек хӑш чӳкре, вӑй киллипе тӳр киллинче, атанра тата киреметре яланах янӑрама пултараҫҫӗ. Сывлӑхпа ӑнӑҫлӑх ыйтассине малтан ывӑл-хӗр ҫуратан Ама турӑран пуҫлаҫҫӗ.

Ывӑл-хӗр ҫуратакан амана (Кепене) вӑкӑр, пӑтӑ, пашалу параҫҫӗ. Пӳлӗхе сурӑх, пӑтӑ, пашалу тивет. Пӳлӗх амӑшне (Пӳлӗхҫе) тата малалла ыттисене пӑтӑпа пашалу параҫҫӗ, Пирӗштие, Аслӑ ырра тата Амӑшне, Мамалене пӑтӑпа пашалу ҫумне кашни чун пуҫне пӗр укҫа хурса панӑ. Ывӑл-хӗр тӑваҫҫине, Ывӑл-хӗр тытаҫҫине, Ывӑл-хӗр тӑхтаҫҫине, Ывӑл-хӗр кӗтнеҫҫине, Ывӑл-хӗр никӗҫҫине, Ывӑл-хӗр хӑнаҫҫине те манса хӑварман.

Чир-чӗр лексен каламалли йӗрке. Усал вӑрӑннӑ, ҫӗре ӳксе пӑсӑлнӑ, шыва кайнӑ, Кӗлилен йӗркисемпе тӑвакан кӗлӗсем нушине кура тӗрлӗ вӑхӑтра пулаҫҫӗ. Вӗсен кӗлӗ йӗркине вун икӗ ҫаврапа калаҫҫӗ (Н.Павлов 1883-1884 ҫҫ. ТР Чистайра ҫырса илнӗ, ЧПГӐИ АА, I, 24, 624 ен).

Ҫынсем усал вӑрӑннӑ йӗркепе калакан чӳкре (В.К.Магницкий ҫырнӑ «Материалы к объяснению старой чувашской веры» кӗнеке тӑрӑх) куславккасем вун пилӗк ҫаврапа сакӑр вун пилӗк ыр-хаяра кӗлӗ каланине палӑртнӑ.

Маслӑ ялӗнче (Масловка ялӗ, Куславкка районӗ, ЧР) пурӗ тӑхӑр ыр-усала асӑннине палӑртнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшне каласа хӑварнӑ: Турсулу, Тур хаярӗ, Ҫӗр хаярӗ, Сулу илен, Арҫури, Эсрель, Хаяр амак, Тытан амак.

Ырашпулӑхра (Бишево, Куславкка районӗ, ЧР) тата ытлараха асӑннӑ:

Турӑ, Пӳлӗхҫи, Тур амӑшӗ, Пихампар, Ҫӳрен ырӑ, Ҫӗр амӑш, Ҫӗр йышӗ, Ҫӗршыв кӗтен, Аслӑ ырӑ, Аслӑ ырӑ амӑш, Аслӑ вут умӗнче ҫӳрекен ырӑ, Хӗрлӗ ҫыр, Хӗрлӗ ҫыр ашшӗ, Хӗрлӗ ҫыр умӗнче ҫӳрекен ҫӳлти, Карӑк Ҫӑвар киремет амӑш, Кӗҫӗн Ҫӑвар умӗнче ҫӳрекен ырӑ, Ҫӑкалӑха ӳксе каякан киле, Тур умӗнче ҫӳрекен пӳлӗхҫӗ, Кил умӗнче ҫӳрекен пӳлӗхҫӗ, Инкек, Хаяр, Синкере, Сарман ҫӳрене.

Ҫӑва тухнӑ йӗркепе пӗр чӳклеме тата рет ирттернӗ. Ку ытларах Мӑнкун хыҫне лекнӗ е акатуй умӗн пулнӑ. Хӗле кӗнӗ йӗркепе ирттерекен чӳклеме кӗр сӑрипе пӗрлешсе кайнӑ. Ҫӗнӗ тыр-пула ырласа кӗрхи чӳклемере каланӑ кӗлӗсем нумай упранса юлнӑ. Вӗсене Ҫӗнӗ ҫӑкӑр пӗҫерсен халӗ те калаҫҫӗ.

Учукра кӗлӗ каласа парне памалли йӗрке (1899 ҫулта Ҫӗрпӳ уесӗнчи Мӑнҫырмара ҫырса илнӗ, ЧПГӐИ ӐА, I, 638, 268—270 енсем).

1. Малтан Турра валли лаша пуснӑ. 2. Пӳлӗхҫӗ валли сурӑх пуснӑ. 3. Турӑ Амӑшне шурӑ сурӑх панӑ. 4. Пихампар валли — шурӑ сурӑх. 5. Тырӑ-пулӑ перекет амӑшӗ валли — сурӑх. 6. Кепе амӑшӗ валли силлентерсе шурӑ сурӑх пуснӑ. 7. Хӗвел амӑшӗ валли — шурӑ сурӑх.

8. Ҫутӑ тӗнчене — сурӑх. 9. Кӑвак тӗнчене — сурӑх. 10. Хӑрпана — сурӑх. 11. Хавал уҫлана — сурӑх.

12. Тыр-пулӑ паракан Амана сурӑх пуснӑ. 13. Тырӑ-пулӑ ҫуратакан Турра. 14. Тырӑ-пулӑ ҫуратакан Пӳлӗхҫе. 15. Тырӑ-пулӑ ӳстерекен Амана (Кепене). Малалла умӗнче тӑрансем: 16. Тырӑ-пулӑ тӑваҫҫи. 17. Тырӑ-пулӑ тытаҫҫи. 18. Тырӑ-пулӑ тӑхтаҫҫи. 19. Тырӑ-пулӑ кӗтнеҫҫи. 20. Тырӑ-пулӑ нихӗҫӗ. 21. Тырӑ-пулӑ хӑнаҫҫи.

22. Выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан Турӑ. 23. Выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан Пӳлӗхҫӗ. 24. Выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан Ама. 25. Выльӑх-чӗрлӗх тӑваҫҫи. 26. Выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫи. 27. Выльӑх-чӗрлӗх тӑхтаҫҫи. 28. Выльӑх-чӗрлӗх кӗтнеҫҫи. 29. Выльӑх-чӗрлӗх нихӗҫӗ. 30. Выльӑх-чӗрлӗх хӑнаҫҫи.

31. Ывӑл-хӗр ҫуратакан Турӑ. 32. Ывӑл-хӗр ҫуратакан Пӳлӗхҫӗ. 33. Ывӑл-хӗр ҫуратакан Ама. 34. Ывӑл-хӗр тӑваҫҫи. 35. Ывӑл-хӗр тытаҫҫи. 36. Ывӑл-хӗр тӑхтаҫҫи. 37. Ывӑл-хӗр кӗтнеҫҫи. 38. Ывӑл-хӗр нихӗҫӗ. 39. Ывӑл-хӗр хӑнаҫҫи.

Ҫӳлти кӗлӗ речӗпе таса Ҫӗр йышне путек панӑ. Малалла Леш тӗнче ячӗпе кӗлӗсем каланӑ.

40. Ҫӳрекен ырӑ. 41. Хусанти ырӑ. 42. Сӗвери ырӑ. 43. Ҫӗрпӳри ырӑ. Вӗсене пурне те пӗрер юсман панӑ. 44. Эль кӳлли ашшӗ. 45. Эль кӳлли амӑшӗ. Вӗсене юсман панӑ. Эль кӳлли усалӗ — ӑна пӗр пус укҫа ҫӗре пӑрахса панӑ. 47. Ырӑ Эль кӳлли — ӑна сарӑ е шурӑ тиха, тепӗр чухне сурӑх панӑ. 48. Эль кӳлли хаярӗ. 49. Эль кӳлли инкекӗ. 50. Эль кӳлли синкерӗ. 51. Эль кӳлли типерӗ. 52. Эль кӳлли йӗрӗхӗ. 53. Эль кӳлли кӑвак юманӗ. Вӗсен ячӗпе пӗр чӑх чӗппи ҫырмана ярса хӑварнӑ.

54. Унтан юлашки кӗлӗсене каласа Ӗмпикес ҫырминчи ӑншӑрт таврашне каҫарттарас тесе ятарласа тепӗр сурӑх пуснӑ.

Каламасӑрах паллӑ, урӑх вырӑнти учуксенче чылай урӑхларах йӗрке, урӑх ятсем пулма пултараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле йӗрки ҫаплах юлать, мӗншӗн тесен малтан турӑсене, унтан ырӑсене, вӗсен умӗнче тӑрансене асӑннӑ. Кайран Тӗнче Хавӑсӗпе Кӑвак тӗнчене, Хӑрпанпа Хавала (Хӑвата, Халала) аса илнӗ. Унтан каллех ҫирӗп йӗрке ҫапла ыйтать: малтан тырӑ-пулӑпа выльӑх-чӗрлӗх управҫисене чыс тумалла, вара тин ҫынсем патне черет ҫитет.

Картиш управлӑхӗшӗн каламалли йӗрке. Ку кӗлӗсем кирек хӑш чӳкре, вӑй киллипе тӳр Киллинче тата киреметре янӑрама пултарнӑ. Ытларах чухне карта варринчи чӳк йывӑҫӗ умӗнче каланӑ. Кӗллисене ҫак йӗркепе каланӑ:

Выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан турӑшӑн. Выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан Амашӑн. Выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан Пӳлӗхҫӗшӗн. Пихампаршӑн. Хӑратшӑн. Выльӑх-чӗрлӗх тӑваҫҫишӗн, Выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫишӗн. Выльӑх-чӗрлӗх тӑхтаҫҫишӗн. Выльӑх-чӗрлӗх кӗтнеҫҫишӗн. Выльӑх-чӗрлӗх никӗҫҫишӗн. Выльӑх-чӗрлӗх хӑнаҫҫишӗн.

Авӑн чӳкӗ. Тыр-пул пухса кӗртнӗ ятпа ирттереҫҫӗ. Авӑн кӗллисене каламалли йӗрке ҫакӑн пек:

Тыр-пулшӑн. Тыр-пул ҫуратакан турӑшӑн. Ама турӑшӑн. Перекетшӗн. Хӗрлӗ ҫыршӑн. Тыр-пул тӑхтаҫҫишӗн. Тыр-пул кӗтнеҫҫишӗн. Тыр-пул тӑваҫҫишӗн. Тыр-пул тытаҫҫишӗн. Тыр-пул никӗҫҫишӗн. Тыр-пул хӑнаҫҫишӗн.

Хурт чӳкӗ. Хурт чӳкне танлаштарса пӑхӑпӑр. Унта тӑватӑ хӑвата парне параҫҫӗ: Чӗкеҫ ыррине, Тухран ыррине, Вӗлтрен кайӑк ыррине, Шӑпчӑк ыррине. Ыттисене те асӑнакан пур. Кӗскен каласан, этем хурт-хӑмӑра тивекен кайӑк-кӗшӗке кӳнеҫтерес тесе йӑла тӑвать. Халӗ «Хурт чӳкӗ» Хор турра чӳкленипе пӗрлешсе кайнӑ. Ҫавӑнпа вилнисене асӑннӑ чухне яланах пыл лартаҫҫӗ.

Ҫурт-йӗрпе пурлӑх-ырлӑх управлӑхӗшӗн каламалли йӗрке. Кил-ҫурт пур ҫӗрте те (витере, мунчара, кӗлетре, нӳхрепре, лаҫра, хапха айӗнче тата ытти ҫӗрте) ҫынна упранса пурӑнма хистесе тӑракан ырӑсем — ийесем пур. Вӗсем хӑйсене асӑрхаса тӑнине, хисепленине юратаҫҫӗ. Хисеплеме манса кайнӑ чухне вара ҫийӗнчех мӗнле те пулин пӑтӑрмах туса параҫҫӗ — е сӑмса юхма пуҫлать, е шӑрпӑк кӗрет, е пусма кашти хуҫӑлать... Ҫавӑнпа ийесене калакан кӗлӗсемпе сӑмахсем те упранса юлнӑ.

Пӳртре турӑсемпе, ырӑсемпе уша юпи умӗнче калаҫнӑ. Вӑл Турӑ тӗпелӗ. Тӗнче йывӑҫҫин палли шутланать. Ун таврашӗнчех (кӑмака ҫийӗнче) кил управҫи хӗрт-сурт пурӑнать, кӗрсе тухмассерен ӑна сывлӑх суннӑ. Хӗрт-сурта ҫуркунне ятарласа пӑтӑпа чысланӑ.

Тӑвансен — ратне-йӑх таврашӗн — хӑйӗн вӑй килли пулать. Унта пӗр кӑкран ӗрченӗ йыш ҫыннисем пырса пӗрле те, уйрӑммӑн та кӗлӗ каланӑ, пӗчӗк чӳк ирттернӗ. Вӑл ӑратнен Аслӑ йӗрӗх упранакан таса вырӑнӗ.

Леш тӗнче речӗпе ирттермелли йӑласем. Несӗл ваттисене чыслани. Несӗл пуҫӗсемпе ваттисене кашни ямахат мӑчавӑрӗ, эптерӗ-элменӗ лайӑх пӗлсе тӑрать. Вӗсен ыррине йӑхра манса каймаҫҫӗ. Ытларах чухне ҫав таса вырӑна асӑнса, унта выртакан ырӑсен ячӗпе кӗлӗ калаҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗрти аслӑ (кивӗ), вӑта, кӗҫӗн (ҫӗнӗ) киреметсенче выртансен йышӗ тӗрлӗрен пулать.

Ҫав йышра яланах чӑвашсен чи паллӑ вырӑнсенчи аслӑ ыррисем валли вырӑн тупӑнать: Пӳлерти Валӗм (Малем, Малим, Вайум) хуҫана, Ухинккелри ырра, Ҫирӗплӗпе Тилҫӗт, Тилечер ҫӗрне, Амаксар ыррине, Ишек-Сурӑм ыррине, Эл кӳллине, Вылӑра выртана, Михампарпа Илькушара, Хусланпа Тартан паттӑрсене, Хырлапа Пӑла-Таяпа хӗрринче выртансене, паллӑ ҫынсене — Улмас, Шу, Чура, Тунмар, Сӑкӑт, Селӗм тата ытти паттӑрсене ятран каласа кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Аслӑ ырра тата унӑн Амӑшне кӗлӗ каланӑ май пӗрер юсман, пашалу, пӑтӑ, йӑвача параҫҫӗ. Турсулуна, Хӗрлӗ ҫыра, Мӑн кӗлилене, Ҫӳрекен ырра хӑйсене тивӗҫлӗ чӳк тунӑ.

Пур ҫӗрте те ҫак йӗркене ҫирӗп тытнӑ теме ҫук. Чӑваш Республикинчи Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмасен йӗрки (К.В.Элле фончӗ, ЧПГӐИ ӐА, I, 638, 268—270 енсем, 1899 ҫ. Арапуҫ вулӑсӗнчи Мӑнҫырмара ҫырса илнӗ) ҫакӑн пек: Хусанти ырӑ, Сӗвери ырӑ, Ҫӗрпӳри ырӑ, Эль кӳлли ыррине. Вӗсене сарӑ е шурӑ тиха, тепӗр чухне сурӑх панӑ. Ку шута Эль кӳлли ашшӗ, Эль кӳлли амӑшӗ те кӗнӗ. Эль кӳлли усалӗ, Эль кӳлли хаярӗ, Эль кулли инкекӗ, Эль кӳлли синкерӗ, Эль кӳлли тилперӗ, Эль кӳлли йрӗхӗ, Эль кӳлли кӑвак юманӗ — пурте пӗр пус укҫа илме тивӗҫнӗ.

Ӗмпикес ҫырминчи ӑншӑртсене каҫарттарма тепӗр сурӑх пуснӑ, ҫырмана чӑх чӗппи ярса хӑварнӑ. Ҫапла ҫырса хӑварнӑ, ҫапла каласа панӑ чӑваш мӑчавӑрӗсем.

Тӗрлӗ вырӑнсенчи тӗслӗхсем татах нумай. Тутарстанри Тӑхӑрьял ҫӗрӗнче ҫак ырӑсене пӗрер юсманпа асӑннӑ (И.Н.Юркин ҫырни, ЧПГӐИ АА, 1, 57, 640 ен) Чатӑрлӑрине, Пӑрӑнтӑкрине, Саркамӑшрине, Четпекрине, Пимерселӗнчине, Кушкӑрине, Киштекрине, Чӑнлӑ ҫинчине, Пӳркел кӗперӗ патӗнчине.

Чӑваш тӗнчи лайӑх пӗлекен Пушкӑртстанри Слакпуҫ таврашӗнче ҫак ырӑсем парнесене тивӗҫнӗ:

Кайрӑклӑра выртан — пӗр юсманпа пӗр йӑва.

Кайрӑклӑра выртан икӗ аслинчен кӗҫӗнни — пӗр юсманпа пӗр йӑва.

Хурамалта выртан, Миекере выртан — пӗр юсманпа пӗр йӑва.

Юлашкинчен Ҫӗр йышне виҫӗ юсманпа, пӗр пашалупа, виҫӗ йӑвапа асӑнаҫҫӗ. (Пушкӑртстанра К.В.Иванов кукамӑшӗсен йӗркинчен, ЧПГӐИ ӐА, I, 21, 162 ен.)

Чӑваш халӑхӗ тӗн урлӑ пӗтӗҫсе пурӑннине аслӑ кӗлӗ вырӑнӗсене инҫетри вырӑнсенче те хисеплени палӑртса тӑрать. Тӗслӗхрен, Шупашкар таврашӗнчи Ишек, Сӑкӑт тата ытти вырӑнсене пур ҫӗрте те хӑйсен таврашӗнчи вырӑнсем умӗн асӑннӑ. Эппин, вӗсене аслӑраха хунӑ. Тӗслӗхрен, Пушкӑртстанри Хурамалсен чӳк йӗрки ҫапла: Ишек киремечӗ (каярахпа Ишек чиркӗвӗ теме пуҫланӑ), Сӑкӑт киремечӗ, Ӗпхӳ киремечӗ, Стерлӗ (Пристӑн) киремечӗ, Пелепей киремечӗ, Малти киремет. Хамӑр ҫӗр ҫинчи (Хурамалти) тӳр килли (Тур тавраш тасатас йӗрке, ЧПГӐИ ӐА, I, алҫыруран). Илсе панӑ тӗслӗхсем чӑваш йӑли-йӗрки анлӑ сарӑлнине, унӑн шӑнӑрӗ ҫирӗп упранса тӑнине кӑтартаҫҫӗ.

Леш тӗнчери ытти ретсем. Ыррисем хушшинче усалӗсем ҫӗр ҫине килсех тӑраҫҫӗ пулсан та вӗсене чӳклемеҫҫӗ. Леш тӗнче речӗ чухӑн мар. Унта темле вӑй та пур: тытан, ҫилли, сулли, хаяр, инкек, шавкӑн, пӳрен, юхан, кӳркӗс, вӑйпӑр...

Ийесем, ытансем, кӑчӑрмисем, вупкӑнсемпе вушнисем хӑйсем уйрӑм ретре тӑраҫҫӗ. Вӗсем этемрен йӑвача та юсман, пӑтӑ та чӑкӑт ыйтаҫҫӗ. Вӗсем Шуйттан, Эсрел, Сехмет, Аҫтаха, Алпастӑ тата ытти хаярсем хушнине итлесе пурӑнаҫҫӗ. Этем йӗркерен тухсанах ӑна хӑйсен эсреметне астарса каяҫҫӗ. Анчах ку вӑйсем шелсӗр темелле мар. Вӗсене кӳнӗҫтерсен, вӑхӑтра асӑрханса, сыхланса, пӑрӑнса ҫӳресен вӗсем этеме вӑхӑтсӑр тивмеҫҫӗ.

* * *

Чӑваш тӗнӗ этемре икӗ вӑй — ырӑпа усал туртӑм пурри ҫинче тытӑнса тӑрать. Усал ӗҫрен, йӑнӑш тӑвасран, ыттисене сиен кӑтартасран, хӑйне те инкек-синкек кӳресрен сыхланма вӗрентнӗ вӑл. Ҫак енчен ку вӗрентӳ паян та пӗлтерӗшлӗ. Этем хӑйпе хӑй кӗрешмесӗр пурӑнмасть. Ӗҫченлӗхпе кахаллӑх, хаваслӑхпа салхулӑх, чӑтӑмлӑхпа хаярлӑх, ҫуклӑхпа ҫӑткӑнлӑх тата ытти хирӗҫӳлӗх этеме кунсеренех пырса перӗнет. Ырри хӑйне хальлӗн юхса тӑмасть, тӑрӑшсан кӑна пулать. Чӑваш туррисем, ырри-хаярӗсем ҫавна асра тытма хистеҫҫӗ.

Чӑваш туррисем ҫут ҫанталӑка, ӗҫ йӗркине пӗлсе тӑма, ваттисене хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Унта ӑнланмалла мар ӑрӑмлӑх, хӑраса мӗскӗнленни, тӗнче тытӑмне чухламанни ҫук. Йӑлтах — чӑн пурнӑҫран, ӑсран, ӑнкарулӑхран.

Чӑвашсен сартӑш тӗнӗпе йӑли-йӗрки ӗлӗк-авал ҫынсем ҫутӑ тӗнчене мӗнле алла илсе пынине кӑтартакан историлле тӗнчекурӑм палли пулса юлнӑ.

Виталий СТАНЬЯЛ

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр