Пилсемпе кӗлӗсем

Чирлӗ ача усалне тӑкни

 

798

Им пултӑр, ирӗлтӗр, сим пултӑр, сирӗлтӗр, ырӑ сехет тӗлне пултӑр. Пӗччен ҫывӑрса хӑранӑ пулсан та, макӑрса хӑранӑ пулсан та, ӳсӗртен хӑранӑ пулсан та, чӳречерен шаккаса хӑранӑ пулсан та, ҫул ҫинче, ҫул юппинче хӑранӑ пулсан та, ӗҫре, шыв хӗрринче хӑранӑ пулсан та, шӑрса хӑранӑ пулсан та, манка шӑнкарса хӑранӑ пулсан та, шуса ӳксе, шывне ӗҫсе, шыва кӗрсе ҫулӑхнӑ пулсан та, шыв иййи, шыв алпасӗ, ху усална хӑвна ил, хӑй ыррине хӑйне пар. Мунча кӗме кайсан хӑранӑ пулсан та, чӳречерен шаккаса хӑранӑ пулсан та, каҫар айвана, каҫар айвана. Эй, пӗсмӗлле! Аминь!

Ҫӑнӑх, тӑвар, чей, сахӑр, шӑрпӑк, укҫа, кӑмрӑк, ҫӑкӑр тӗпретсе пирвай тула пӑрахмалла, шывран хӑранӑ пулсан — шыва; мунчара хӑранӑ пулсан - мунчана пӑрах. Пӑрахсан — виҫҫӗ сурмалла.

799

Усал аслашшӗ, усал асламӑшӗ, усал ывӑлӗ, усал кинӗ, усал хӗрӗ, усал кӗрӳшӗ, кунта тӑма вырӑн ҫук. Ачи-пӑчипе, тӗпӗ-йӑхӗпе тухса кайӑр. Хура вӑрман хыҫне хура ям алтнӑ, хура кушма сарнӑ, яшка-ҫӑкӑр хатӗрленӗ. Ҫавӑнта ҫитсе илсе кай ачу-пӑчуна (шывпа ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗ илсе, пуҫ тавра ҫавӑрмалла, тӑвар ямалла, ҫип илсе тула тухмалла. Ҫипне ҫул ҫине тӑсса хумалла кӑнтӑртан ҫӳрҫӗрелле). Ак сире валли ҫул, ҫав ҫулпа кайӑр. (Сурмалла та кӗмелле.)

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр