Пилсемпе кӗлӗсем

Вӑй киллинчи кӗлӗсем

Кил-йыш йӑлинче вӑй киллине кӗлетре, пӑлтӑрта, уйрӑм ҫуртра калакан сӑмахсем палӑрса юлнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, пӳртре, уша юпи умӗнче е ял чӳкӗнче калакан кӗлӗсенех кӑшт улӑштарса, ҫемье, йӑх, ӑру ячӗпе каласа Турра, Кепене, Пихампара, Пӳлӗхе, пирӗштисене, йӗрӗхе, иесене пӗчӗк парне панӑ. Уша юпи умӗнче кунсеренех тайӑлнӑ пулсан, вӑй киллине пысӑкрах сӑлтавсем тупӑнсан (туй, ӗҫкӗ, ака-суха, Мӑнкун, ниме ирттерме, салтака ӑсатма тивсен) е чир-чӗр аптӑратсан кӗрсе тухнӑ. Тата виҫӗ ҫулта пӗрре мамале чӳкне ирттернӗ. Мӑнкунри «кил уйӑрни» чӳк кӗллине те вӑй киллинче каланӑ. Йӗрӗх пуканине «тӗкмӗрсе» тесе калани тӗл пулать. Ҫакӑ кашни ӑру хӑйӗн вӑй киллине вырӑн, несӗл пуҫӗ, пӑхса тӑраканӗ ячӗпе палӑртнине пӗлтерет.

Ҫумпайсем

Йӗрӗхе чӳклени (465-469)

Ие икерчи (470)

Ӑншӑрт туни (471)

 

462

Эй, аминь, Турӑ, ан пӑрах пире, ҫӳлти Турӑ, ҫӗр ҫинчи Турӑ, Сана тулли хуран пӑтӑ паратпӑр. Тырӑ-пуллусене тулли пар, хӑмӑлне хӑмӑш пек, тӑррине чакан пек, пӗрчине ҫӑмарта пек пар, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ илме пар, виҫ пайне ҫемьепе-ӑратнепе, выльӑх-чӗрлӗхпе ӗҫме-ҫиме пар, пӗр пайне ҫук ҫынсене пулӑшма пар, выҫса килнӗ ҫынна тӑрантарма пар, шӑнса килнӗ ҫынна ӑшӑтса яма пар; анкартине кӗрсен анкартинче перекет пар, пӳлмене кӗрсен пӳлмере перекет пар; усалтан-тӗселтен, вут-кӑвартан сыхла, Турӑ, ӗҫлеме ал-урана сурансӑр ту, ут-выльӑхӑмӑрсене сывлӑх пар. Аминь Турра, ан пӑрах.

463

Ҫемьене ырлӑх-сывлӑх пар, карта тулли выльӑх пар, кӗлет тулли тырӑ пар, итем тулли капан пар!

464

Мамале — Турӑ умӗнче пурӑнаканнисенчен пӗри, ҫынна ку тӗнчере пурӑннӑ чухне хӗн параканни пулнӑ. Апла-капла кам та пулин е Турра, е ун умӗнче ҫӳрекеннисене, е тата хӑйне виҫ ҫул йӗркерен чӳк тумасӑр хӑварсан, вӑл вара ҫав килӗре вӑхӑтсӑр вилӗ кӑларнӑ. Ҫавӑнтан хӑраса пирӗн чӑваш ҫыннисем, ҫемьепе пурӑнаканскерсем, кирек хӑҫан та унтан хӑтӑлма тӑрӑшнӑ. Чӳк тӑвас пулсан виҫ ҫултан кая пӗрре те хӑварман, ҫуллен виҫҫӗмӗш ҫулӗнче туса ирттернӗ. Мамалене кирек хӑҫан та пӑтӑпа, юсмансемпе, шерпетпе чӳк тунӑ. Ӑна чӳк тунӑ чухне Турӑ ҫулне укҫа улӑхтараҫҫӗ. Мамалене чӳкленӗ чухне кирек хӑҫан та унтан ҫынна пурнӑҫ ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑнпа килти ҫынсемшӗн уйрӑм-уйрӑм чӳк тунӑ: малтан килти ҫынсенчен чи аслишӗн, тепӗр кунне ун хыҫӗнчишӗн, куллен ҫапла пуриншӗн те туса, чи ҫамрӑккипе пӗтернӗ. Кӗлтунӑ чухне малтан Турра кӗлтунӑ, унтан ыттисене те йӗркерен, чи кайран вара мамалене хайне те кӗлтунӑ, ун ятне каласа: «Сывлӑх пар», — тесе асӑннӑ. Кӗлтунӑ чухне пӗр кашӑк пыла юсман тирӗкӗ ҫине хурса, пӑлтӑра илсе тухса мамалене чӳк тусан, кайран ҫав пылне шыв ҫине ярса шерпет туса чӳкленӗ, чӳк пӑттине ҫинӗ чухне ҫав шерпетпе сыпса ҫинӗ. Турӑ ҫулне укҫа акӑ ҫапла улӑхтарнӑ: пӗр пус е авалхи икӗ пус пӑхӑр укҫана шывпа ҫуса пӗр шурӑ (таса) арҫын кивӗ кӗпинчен, ҫухи патӗнчен, таса ҫӗртен чӗрсе илсе, ҫавӑн ҫине хурса пӑлтӑра илсе тухса: «Турӑ ҫулне укҫа улӑхтаратӑп», — тесе асӑннӑ. Кайран вара вӑл укҫана куланай укҫисемпе пӗрле парса янӑ. Пӗриншӗн пӗр кун ҫапла чӳк тусан тепӗриншӗн тепӗр кун чӳк туса ирттерсе янӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр