Ача ҫуралсан апӑс пиллени
540
Ҫак ачана ҫу хыптаратӑп — ҫу пек ҫемҫе чӗлхеллӗ пултӑр! Ҫак ачана пыл хыптаратӑп — пыл пек тутлӑ чӗлхеллӗ Пултӑр!
541
Авалхи йӑлапа, паянхи сӑлайпа, аванлӑхна мала яр, начарлӑхна кая яр!
542
Ҫак ачана эпӗ пиллеместӗп — ҫӳлти ҫӑлтӑр пиллет, ҫак ачана эпӗ пиллеместӗп — ҫӳлти уйӑх пиллет, ҫак ачана эпӗ пиллеместӗп — ҫӳлти хӗвел пиллет. Ҫу хыптарӑп — ҫуллӑ чӗлхе пил сана! Пыл хыптарӑп — пыллӑ чӗлхе пил сана!
543
Эп ачана пӑсмастӑп, ача ҫине пӑхмастӑп, эп кушака пӑсатӑп, кушак ҫине пӑхатӑп. Тьху!..
544
Пыл пек пылак чӗлхе туп — ҫын кӑмӑлӗ савӑнтӑр, ҫу пек ҫемҫе чӗлхе туп — ҫын кӑмӑлӗ ҫаврӑнтӑр! Тимӗр пекех ҫирӗп пул — ҫын сӑмахӗ ан виттӗр! Хурҫӑ пекех ҫирӗп пул — ҫын сӑмахӗ ан ҫиттӗр. Пилеш пиҫӗ, пилеш пиҫӗ — пилеш пекех пуласчӗ, ҫирӗк ҫирӗп, ҫирӗк ҫирӗп — ҫирӗк пекех пуласчӗ. Тимӗр пиҫе, тимӗр пиҫе — тимӗр пекех пуласчӗ, хурҫӑ ҫирӗп, хурҫӑ ҫирӗп — хурҫӑ пекех пуласчӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен