Пилсемпе кӗлӗсем

Хӗрт-сурт пӑтти

Хӗрт-сурта яланах асра тытаҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӳрт лартсан е юсасан, ҫемье чаксан е хутшӑнсан, инҫе ҫула е ӗҫсе-ҫиме кайса килсен Хӗрт-сурта пуҫ таяҫҫӗ, асӑнса ҫимӗҫ пӑрахаҫҫӗ.

Хӗрт-сурт пӑттине 5—7 ҫулта пӗрре, ҫулталӑкра пӗрре тата ҫулталӑкра икӗ хут ятарласа ирттернӗ тесе ҫырнисем тӗл пулаҫҫӗ. Ытларах ҫӗрте ҫулталӑкра икӗ хут пӗҫернӗ: пӗрре ҫӑва тухнӑ ятпа, тепӗрне — хӗле кӗрсен. Хӗрт-сурт чӳкӗ валли сӗтпе е ашпа пӗҫернӗ вир пӑтти, кӑвапаллӑ пашалу, сӑмсаллӑ йӑва, тутлӑ йӑвачасем тата ытти ҫимӗҫ хатӗрленӗ.

Чӳкне кӑмака умӗнче ирттернӗ. Ҫырса илнӗ тӗслӗхсенче Хӗрт-сурта — кил-ҫурт управҫине — витери хӑват, выльӑх-чӗрлӗх управҫи Путама вырӑнне хурса йышӑнни тӗл пулать. Ҫакӑ тӗрлӗ хӑватсене пӗр-пӗринпе хутӑштарса янинчен килме пултарнӑ.

 

492

Эй, Турӑ, лайӑх, ыр Хӗрт-суртӑмпала пурӑнмалла пултӑр, ҫырлах, аминь.

493

Пурне те пӗҫерсе хатӗрлесессӗн пӗр ватӑрах хӗрарӑмӗ пӑттине пӗр чашӑк ҫине, йӑвипе пашалуне пӗр чашӑк ҫине антарса лартать. Вара пӗр ватӑрах арҫыннипе, пӗр ывӑл ачипе пӑтӑ чашӑкӗпе йӑва чашӑкне илсе чӳклеме тухса каяҫҫӗ. Вӗсем алӑк умне тухса мал еннелле тӑрса кӗлтума пуҫлаҫҫӗ:

Эй, Хӗрт-сурт, ман йышӑма ырлӑхне-сывлӑхне пар, шӑкӑлтатса пурӑнмалӑхне пар, ӗрчемелӗхне пар, тӗпеле кин пар, алӑк патне кӗрӳ пар, ачаллӑ-пӑчаллӑ, ывӑллӑ-хӗрлӗ ту, ӗмӗр вӑрӑм ту, сутлӑх тавара хакне пар, илессине йӳне илме пар, выльӑха-чӗрлӗхе ӗрчеттер, ҫӑва тухсан пӗр вӗҫӗ картара, пӗр вӗҫӗ хирте пултӑр. Ҫуралманнине ҫуратса пар, ҫуралнине питӗ аллине пар, пӳрт никӗсне питӗ ту, чӳк, ҫырлах.

Чашӑкӗсене пӳрте кӗрсе сӗтел ҫине лартаҫҫӗ. Вара чӳкленӗ пӑттипе йӑвине, пашалуне пур йышпа ларса ҫиеҫҫӗ.

494

Ҫырлах, Хӗрт-сурт, Хӗрт-сурт амӑшӗ, эпир сана тав тӑватпӑр, сана пуҫҫапатпӑр, пире килӗшпе чипер кӗрлесе пурӑнма пар, ҫырлах!

Ҫырлах, Хӗрт-сурт, эсе пире пӑхса усракан, пире ал ӗҫӗсене тума пулӑшакан, пирӗн уйри тырра-пулла ҫилтен-тӑвӑлтан, пӑртан-ҫӑмӑртан сыхласа усракан. Сана пуҫҫапатпӑр, сана витӗнетпӗр, ан пӑрахсам пире, ҫырлах, ҫырлах! Аминь, ҫырлах!

Ҫырлах, Хӗрт-сурт, сана тата виҫлӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн, ҫичлӗ тырӑ-пулӑшӑн пуҫҫапатпӑр, ачам-пӑчамшӑн пуҫҫапатпӑр, ҫырлах пире. Сана ҫамҫатса ҫам илетпӗр, аминь, ҫырлах (3 хут). Чипер ӗҫсе ҫисе кай.

495

Эй, Хӗрт-сурт ашшӗ-амӑшӗ, сире Хӗрт-сурт урлӑ кӗлтӑватпӑр. Эй, Хӗрт-сурт, эсӗ пире ҫулла пулсан уй ӗҫ тума пулӑшатӑн; хӗлле пулсан килти ӗҫе тума пулӑшатӑн; ҫуркунне пулсан пир-авӑр тума пулӑшатӑн; кӗркунне пулсан анкарти ӗҫне тума пулӑшатӑн. Эпир, айван ывӑл-хӗрсем, сан ҫине шанса тӑратпӑр. Кӑмака ҫинчи Хӗрт-сурт, ҫак ачана чӗртсе ҫӳремелле тусам.

496

Хӗрт-сурт пӑттине те, чӳк йӗркисем пекех, пӑри пӑттинчен пӗҫереҫҫӗ; пиҫнӗ пӑттине хӗрт-сурт валли тесе малтан уйрӑм пӗр тирӗк ҫине ӑсса лартаҫҫӗ. Йӗри-тавра ҫав тирӗк ҫинчи пӑтӑ ҫине кашӑксем йӗркерен чике-чике лартаҫҫӗ. Унтан укҫа арчи ӑшне укҫа хураҫҫӗ, кайран вара, питӗрсе илсен, ҫине мамӑк минтер хураҫҫӗ, ун ҫине тата шап-шурӑ сӗтел ҫитти витсе хайхи Хӗрт-сурт валли хатӗрлесе хунӑ тирӗке ун ҫине тата юри пӗҫернӗ виҫ сӑмсаллӑ пашалӑва хурса ҫине ал шӑллипе витсе лартаҫҫӗ.

Акӑ, Хӗрт-сурт, сана пӑри Пӑттипе пашалу пӗҫерсе килсе лартрӑмӑр, эсӗ ҫакна эпир ҫывӑрсан ҫӗрле ҫи те, унтан вара пирӗн ҫурта ҫу хута вутран-кӑвартан сыхласа пурӑн.

497

Ҫырлах, аминь, Хӗртӗм-суртӑмпа лайӑх пурӑнмалла пултӑр, ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах. Хӗрт-сурт, ҫиме пыр.

Хӗрт-сурт пӑтти чӳкленӗ чухне каланӑ.

Ҫӗнӗ ҫын илтӗм, килӗм тулчӗ, Хӗрт-сурт пӑтти лартап. Ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах.

Кин кӗртнӗ ятпа Хӗрт-сурт пӑтти чӳкӗнче каланӑ.

498

Хӗрт-сорт, тав сия!

Тури чӑвашсем хӑнаран килсен каланӑ.

Хӗрт-сорт, ҫырлах!

Килне кам та пулин кучченеҫпе пырсан малтан Хӗрт-сурт валли пӑрахнӑ чухне каланӑ.

499

Хӗрт-сурт пӑттине килте кӑмака умӗнче чӳкленӗ. Пӑттине хур пусса та пӗҫернӗ, сӗтпе те пӗҫернӗ. Хӗрт-сурт пӑттине ҫемьерен пуҫне урӑх ют ҫынна ҫитермен. Теплерен вӑл вӑхӑтра хӑна-мӗн килес пулсан ӑна та ҫитермен.

— Килӗм-ӑшӑмпа, киллӗм-вутӑмпа, ачам-пӑчампа савӑнмалла пултӑр, ҫурт ҫумне ҫурт хушма пар, мул ҫумне мул хушма пар.

Унтан хуранне сулласа антарнӑ; вара пӗр тирӗк пӑтӑ антарса кӑмака умне лартса хӑварнӑ. Ҫемьере миҫе кашӑкпа ҫиеҫҫӗ, ҫав кашӑксене Хӗрт-сурт валли хӑварнӑ, пӑтӑ ҫине чике-чике хунӑ. Ирхине кашӑк айне пӑхнӑ: камӑн кашӑк айӗнче пӑтӑ сахалланнӑ, ҫав ҫын вилессе пӗлтернӗ. Кайран сӑра туса чӳкленӗ.

500

Хӗрт-сурт пӑтти тӑвас умӗн мунча кӗрсе-тасалса шурӑ кӗпе-йӗм тӑхӑнаҫҫӗ. Каҫхине пӑтӑ, сӑмса-кӑвапаллӑ пашалу пӗҫереҫҫӗ. Унтан ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе:

Ачам-пӑчампа сана, Хӗрт-сурт, пӑтӑ лартатӑп, ҫырлах, ҫурта чипер-лайӑх усра, ачам-пӑчамсемпе тӗрӗс-тӗкел тӑма пар, чиртен-хаяртан, ӑншӑртран сыхла, усал-тӗселтен аякран сирсе тӑр.

501

Ҫырлах, Хӗрт-сурт! Сана пуҫҫапатпӑр нурӑс уйӑхӗнче пур кил-йышпа, ачам-пӑчампа, пуҫламан ҫу чӗрессипе, пуҫламан чӑкӑтпа, ҫуллӑ пӑтӑпа. Чипер усра пире! Ҫӑл пире усалтан: вутран-кӑвартан, ҫилтен, шывран, вӑрӑ-хурахран ҫӑл! Пур тыррӑм-пуллӑмпа, хуртӑм-хӑмӑрпа чипер пурӑнма ҫӗр пар пире!

502

Иерен, усалтан сыхла пирӗн пӳрт ӑш-чиккине! Ырӑ сӑмахпа асӑнатпӑр! Ҫырлах! Сана, ырӑ Турӑ-Пӳлӗхҫӗ, сыхла эсӗ пире пысӑк хӗрлӗ автанран, тискер куҫлӑ тӑшмантан, мӗнпур тӗнчери усалтан, синкертен сыхла, ҫырлах! Сана асӑнатпӑр, ырӑ сӑмахпа ыйтатпӑр!

503

Аминь, Хӗрт-сурт ячӗпе ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑшӑн Хӗрт-сурт пӑтти ҫемье хӗртчӗпеле чӳклетпӗр. Турӑран ырлӑх ҫиттӗр; этемрен сиплӗх ҫиттӗр (Хӗрт-сурта кӗлтунин пуҫламӑшӗ).

Хӗрт-сурт пӑттине яланах ҫӗнӗ тырӑ-пулӑпа чӳкленӗ хыҫҫӑн чӳклеҫҫӗ. Ӑна чӳклеме виҫӗ ҫатма йӑва, тӑхӑр юсман, пилӗк пашалу тата пӗр хуран пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ. Ҫапла калӑҫҫӗ:

Эй, Хӗрт-сурт, ман йышӑма ырлӑхне-сывлӑхне пар, шӑкӑлтатса пурӑнмалӑхне пар, ӗрчемелӗхне пар, тӗпеле кин пар, алӑк патне кӗрӳ пар, ачаллӑ-пӑчаллӑ, ывӑллӑ-хӗрлӗ ту, пӳрт никӗсне питӗ ту, чӳк, ҫырлах...

Вара чӳкленӗ пӑттипе йӑвине, пашалуне пур йышӗпе ларса ҫиеҫҫӗ. Хуранти чӳклеме пӑттине, Йӑвине, пашалуне ӑрасна чашӑк ҫине антарса лартаҫҫӗ. Каҫ пулсан кӑмака умне пӗчӗк сӗтел улӑхтарса лартаҫҫӗ, ун ҫине пӑттине...

504

Ырӑ Хӗрт-сурт, сана асӑнатӑп, витӗнетӗп мӗнпур кил-йышӑмпала: ачам-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе. Ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе асӑнса, сана тархаслатӑп: малалла канӑҫлӑх парӑсӑнччӗ. Ху ҫурт хуҫи пулса, ху ҫуртӑнта ху пурӑнмалла пултӑрччӗ. Е выҫӑхса, шӑнса, е ывӑнса килекене кӗтсе илсе ӑсатса яма парӑсӑнччӗ. Мамӑк минтер ҫинче ларса мана канӑҫлӑх парса тӑрӑсӑнччӗ. Сана асӑнатӑп, витӗнетӗп, тархаслатӑп, ҫырлахтӑр.

Ырӑ Хӗрт-суртӑм, сана валли тепӗр чашӑк лартатпӑр, ку сана пултӑр. Сана пӗтӗм кил-йышӑмпа, мӗнпур ҫемьепе, ачам-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе; чӑххӑм-чӗппӗмпе асӑнса тархаслатӑп. Мамӑк минтер ҫинче ларӑсӑнччӗ, чашку ҫинче пӑтту, пӑтту ҫинче ҫу куҫ кимӗлминччӗ. Ҫемьене, ачам-пӑчама ырлӑх-сывлӑх ӳсмелӗх парӑсӑнччӗ. Выльӑхӑм-чӗрлӗхӗме ӗрчеме парӑсӑнччӗ. Пур тӗрлӗ инкек-синкекрен сыхласа-витсе тӑрӑсӑнччӗ. Ҫырлахтӑр. Ырӑ хӗрт-сурт, пире тутӑ турӑн, ху та тутӑ пул.

505

(...) Хӗрт-сурта ҫур ҫӗр тӗлӗнче пӑтӑ пӗҫерсе ҫапла чӳклеҫҫӗ:

Эй, пӗсмӗлле, Хӗрт-сурт, сана асӑнса чӳклетпӗр, кил-йыша ҫӑмӑллӑхне пар, ҫукне пур ту. Килтен ҫилленсе пӑрахса ан кай, мӗн панине ил, чӳк, ҫырлах, аминь.

Ҫапла чӳклесе пӗтерсен кӑмака ҫине хӗрт-сурт валли кашӑкпа пӑтӑ ӑсса ывӑтаҫҫӗ те вара хӑйсем ҫиеҫҫӗ. Ӗҫке-ҫике кайса ӳсӗрӗлсе килсен ҫапла калаҫҫӗ вара: «Тавсье, Хӗрт-сурт, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе килтӗм, ан ҫилленех», — теҫҫӗ. Ют ялтан кучченеҫ парса ярсан чӑн малтан хӗрт-сурт валли кӑмака ҫине хуҫса ывӑтаҫҫӗ.

506

Эй, пӗсмелле, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫырлах, киле-ҫурта тытса тӑракан ырӑ Хӗрт-сурт; киле-ҫурта лайӑх тытса тӑр, вырӑнлӑ пул, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ан ҫӳре, ҫырлах, ырӑ Хӗрт-сурт! Эсӗ хӑв та пӗлетӗн эпир пӗр сӑмахсӑр пурӑнаймастпӑр, кил хушшинче вӑрҫас та пулать, кулас та пулать, ҫырлах, ырӑ Хӗрт-сурт, ҫырлахса парсам ӗнтӗ, ырӑ Хӗрт-сурт!

507

Ҫулталӑкра пӗрре Хӗрт-сурт пӑтти пӗҫернӗ. Хӗрт-сурта пӑтӑпа чӳкленӗ. Кӗлӗре каланӑ:

Телет — сӑмат, Хӗрт-сурт.

508

Эй, ырӑ Хӗрт-сурт, сана витӗнетӗп, сана пуҫҫапатӑп: ывӑла-хӗре, килти ҫемьене тӗрӗс усра, выльӑха-чӗрлӗхе кайӑк-хуҫаран упра, киле-ҫурта вутран-кӑвартан упра.

509

Эй, пӗсмелле, тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп, ҫырлах, ырӑ Хӗртӗм-суртӑм, вырӑнлӑ пул, киле чипер пӑхса сыхласа усра, вырӑнтан куҫса ан ҫӳре, вырӑнлӑ пул, ҫырлах, сыхла, усра.

510

Ырӑ Хӗрт-сурт, ҫырлах. Килӗшпе, ҫуртӑм-йӗрӗмпе, ачам-пӑчампа, ҫемьемпе тӗрӗс-тӗкел тӑма пар, сана витӗнетӗп, Хӗрт-сурт, чӳк, ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр