Салтак ачин кӗлли
593
Эй, Турӑ, халиччен мана лайӑх, таса усрарӑн, мӑн ҫӑкӑрпа усрарӑн. Малалла та, Турӑ, чипер, лайӑх усра, кил-ҫурта каялла килме пар. Ырӑ Мӑн Турӑ, мӑн ҫӑкӑрпа таса усра, Сана мӑн ҫӑкӑрпа асӑнатӑп; ҫулта-йӗрте сыхла мана, Туррӑм.
* * *
Халӗ ӗнтӗ вӗренсе юлӑр. Ҫитӗнсен эсир те Турӑпа патшана юрахлӑ пулӑр. Эсир те аҫӑр-аннӗр ҫуртӗнчен ҫаплах уйрӑлса каймалла пулӑр.
* * *
Ырӑ кил-ҫурт, ырӑ кил-ҫурт, паянхи кун тухса каятӑп. Эй, Турӑ, Турӑ, мӗнле те пулсан каялла киле ҫавӑр мана. Турӑ, чипер кун-ҫул пар. Турӑпа патша ӗҫне туса татма пар. Ҫак кил-ҫуртран ан уйӑр. Тепӗр пилӗк ҫултан ҫак ырӑ ҫӗр-шыва курма пар, Турӑ...
Тӑван килпе сывпуллашнӑ чухне каланӑ.
* * *
Ырӑ ҫӗр-шыв, мана хӑвӑнтан ан уйӑр, тепӗр пилӗк ҫултан каллех сан патна сухапуҫпа, урапа тулли ырашпа килме пар.
Тӑван ҫӗрпе сывпуллашнӑ чухне каланӑ.
* * *
Турӑ, мана лайӑх усра, ҫак ҫуратнӑ ҫӗршывран ан уйӑр мана. Эпӗ киличчен те пулсан саманана лӑпкӑ усра, пур ҫакӑнта тӑракан халӑх кӑмӑлӗшӗн мана ҫак ҫӗршыва ҫавӑрса кил, Турӑ...
594
Салтак ачи уй хапхинчен тухсан каяс умӗн уй-хирелле кӗмӗл укҫа ывӑтса ярать:
Эй, Турӑ, тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса килме, ҫак укҫана тупма пулӑш. Эсир те, тӑван уй-хирӗм, ман укҫана упрӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен