Хӗр яшки пӗҫерни
607
Хӗр ҫураҫнӑ чухне хурӑнташ хӗрсене пухаҫҫӗ. Хӗр яшки пӗҫереҫҫӗ те ҫураҫма килнӗ хӑтине ҫитереҫҫӗ. Хӗрсене те лартаҫҫӗ апат ҫиме. Вара хӑта пулассине парне ҫакаҫҫӗ. Хулӑмне калаҫса килӗштерсен сӑра, эрех ӗҫеҫҫӗ. Хӑти тухса кайнӑ чухне хӑмла, ҫӑнӑх сапса яраҫҫӗ. Вара ҫураҫнӑ хӗрӗ пӗр-икӗ хӗрпе пӗрле вӑрмана каять, юман йывӑҫҫийӗ ытамласа ҫакӑ сӑмаха калать:
«Пирӗн пурнӑҫ юман пек пиҫӗ пултӑр», — тет. Пӗр ҫӑмарта кустараҫҫӗ, вара ҫӑмартине кайран ҫӗр айне варса хӑвараҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен