Туй пуҫӗ ҫӗнӗ кине пиллени
635
Хӑмла пек ҫӑмӑл пул, тутлӑ салат пек, ҫынпа варлӑ пул, шурӑ ҫӑнӑх пек тасалса ҫӳре; вӑрӑм ҫулпа килнӗ пек, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пул.
636
Тутлӑ пыл пек, ырӑ пурӑнччӑр! Ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ пулччӑр. Ватӑличчен-йӳтиччен пурӑнччӑр! Ҫӑпатине кутӑн сыриччен пурӑнччӑр! Иккӗн выртса виҫҫӗн тӑмалла пулччӑр, ачаллӑ-пӑчаллӑ пулччӑр!
Каччӑпа хӗре ампара ӑсатнӑ чух пилленӗ.
Тавсси, Хӗрт-сурт!
Ҫӗнӗ ҫын Хӗрт-сурта салам пани.
Аслӑ ҫын пул!
Хуняшшӗ кинне пиллени.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен