Шыв тытасран упранни
792
Эпӗ ӗҫместӗп, ват вырӑспа ват майра ӗҫет. Тӑрансан тав тӑвать: «Эп ӗҫмерӗм ку шыва, ват вырӑспа ват майра ӗҫрӗҫ».
Унтан курӑк татса виҫӗ хут шыва пӑрахать. Аллинче ҫӑкӑр пулсан ҫӑкӑр тӗпретсе пӑрахать:
Каҫар мана, ан тив! Пехилеттерсе каятӑп.
793
Ача-пӑча сасартӑк вут пек вӗриленсе е пӑр пек сивӗнсе кайсан, пуҫӗ ыратма пуҫласан ӑна вырӑн ҫине вырттарса лайӑх витеҫҫӗ, тар кӑларакан ӗҫме-ҫиме параҫҫӗ, уҫӑлтаракан им-ҫам сӗреҫҫӗ.
Усал-тӗселе аякка сирӗр, чӗнмен-тумана кӑларса ярӑр! Пире пӑхса тӑракан пӳлӗхҫӗсем, пире упраса тӑракан пирӗштисем! Эсир пирӗн ача ҫулӗнче ырӑ кукамай пулса пире пулӑшӑр!
794
Ача чирлесен чӳк тунӑ. Чӳкне килтех тунӑ. Карчӑка чӗнсе килнӗ, вӑл вӗрнӗ, сурнӑ. Юсманне те пӗҫеретчӗҫ чӳк тунӑ чух. Юсманне ҫаврака ҫавӑрса пӗҫернӗ те ҫупа пуҫса ҫинӗ. Ҫиес умӗн кӗлтунӑ: «Турӑ-пулӑх, сыват ачана, сыват. Ҫырлах!» Юсманне ачине те ҫитернӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен