Мунча хутнӑ чухнехи
744
Ырӑ вут ама, вырӑнна лар, мамӑк тӳшек саратӑп, мамӑк минтер хуратӑп — вырӑнтах лар, алхасса тухса ан кай. Тутлӑ мунча, сӗтеклӗ мунча пул — пурте кӗрсе савӑнччӑр!
Ку сӑмахсене кӑмакана ҫутнӑ, хӑйӑ хунӑ чух калаҫҫӗ, малтан пӗр кӗтесе пӗр-ик ывӑҫ пек кӗл пуҫтарса хавараҫҫӗ.
745
Тавтапуҫ, тав, мунча! Мунча чунӗ те кантӑр, пирӗн чун та кантӑр, лартакан чунӗ те кантӑр, хутакан чунӗ те кантӑр. Мунчана — сивви, пире — ӑшши.
Вут ашшӗпе Вут амӑшӗ, вутна-кӑварна чипер сыхлӑр!
746
Ҫӗр ашшӗ, Ҫӗр амӑшӗ! Инкекрен-синкекрен сирӗр! Ҫӗр ашшӗ, Ҫӗр амӑшӗ! Ҫилӗре чарӑр! Вут ашшӗ, Вут амӑшӗ, вут ачисем! Вутӑра чипер сыхлӑр!
747
Тӑхӑр вунӑ майра килет, сакӑр вунӑ салтак килет — ҫавсене савӑнмалӑх ӑшши пултӑрах!
748
Турӑ, ҫырлах; Турӑ, пулӑш. Хӗрӗх вырӑс кӗрет, хӗрӗх майра кӗрет. Пыл пек, ҫу пек пултӑр! Пыйтине пыйтӑ ҫитӗр, шӑркине шӑрка ҫитӗр, тараканне таракан ҫитӗр.
Каҫ выртсан канлӗх пултӑр; ир тӑрсан пӑрҫа пек сиксе тӑма патӑр! Ах, ах, ах!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен