Пилсемпе кӗлӗсем

Тӑвар шывӗ яни

 

796

Ача-пӑча ӑҫта та пулин ӳксе суранлансан ача ан чирлетӗр тесе ҫӗҫӗ тӑрӑх тӑвар шывӗ яраҫҫӗ. Ача ҫинчен кӗпине хывса илеҫҫӗ, кӗпе ҫухи витӗр ҫӗҫӗ тытаҫҫӗ те сурана тасатаҫҫӗ, унтан ҫӗре ҫӗҫӗ вӗҫӗпе виҫӗ хутчен чышса ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӗр ашшӗ, Ҫӗр амӑшӗ, Ҫӗр ачи, ан вырхан, ан сӑран», — теҫҫӗ. Унтан ҫӗҫӗ тӑрӑх каллех тӑварлӑ шыв яраҫҫӗ.

797

Аллине 7—8 пӗрчӗ ҫӑкӑр, кӑшт тӑвар чӗпӗтсе илсе сылтӑм алла ҫӗҫӗ тытса тӑрать. Малтан ҫӑкӑр пӗрчисене пӑрахса ҫапла калать: «Ҫӗр ҫинчи ырӑ, ҫӗр ҫинчи усал, ҫӗр ҫинчи алпас». Ҫӗҫҫине ҫивӗччипеле ҫӗре чак тӑрӑнтарса ҫапла калать: «Ырӑ Ҫӗр амӑшӗ, Ҫӗр ашшӗ, каҫар Тутимӗре (ячӗ)». Унтан тӑвар шывне ҫӗҫӗ тӑрӑх ярса ҫапла калать: «Ырӑ тӑвар, эсӗ шыраса тупса пар ҫак Тутимӗре ӑҫта ӳксе пӑсӑлнӑ пулсан та».

Юлашкинчен ҫӗҫҫе тӑвар шывӗ ҫине чиксе кӑларса, ҫӗре хӗреслесе пӑрахать: «Каҫар, каҫар, каҫар!» — тесе ҫӗре виҫӗ хут пуҫҫапмалла.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр