Пилсемпе кӗлӗсем

Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен

Ача-пӑчапа яш-кӗрӗме панӑ пилсемпе халалсем хушшинче аслисем кӗҫӗнреххисене вӗрентсе, канашласа, асӑрхаттарса, пулӑшса каланӑ сӑмахсем йышлӑ. Унсӑр пуҫне мӑчавӑрсемпе картсем, ламшарсем халӑха вӗрентсе каланӑ кӗлӗ-укӗт сӑмахӗсем хӑйне уйрӑм ушкӑна кӗреҫҫӗ. Вӗсем чӑвашсен «Турӑ кӗнекинче» самаях сулӑмлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тутарстанри Акрель ялӗнчи П.Н.Родионова ӑста, Шупашкар районӗнчи Янӑш Хеохванӗ ламшар, Самар облаҫӗнчи Питтӑпаль ялӗнчи (Похвиҫнӗ районӗ) Д.И.Якупова таврапӗлӳҫӗ нумай ҫулсем упраса пурӑннӑ «Турӑ кӗнекинчи» тӗслӗхсем кӗлле, ӳкӗте, пиле ҫывӑх. Вӗсенче калас шухӑша анлӑрах ӑнлантарса панӑ, ваттисен сӑмахӗсемпе усӑ курса халӑха ӑса вӗрентсе каланӑ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн архивӗнче упранакан «Турӑ кӗнекин» алӑпа ҫырнӑ виҫӗ тетрадӗнче те темиҫе пӗр йышши кӗлӗ пур. Ахӑртнех, маларахри тапхӑрсенче «Турӑ кӗнеки» пӗтӗм халӑх усӑ куракан вӗрентӳ пулнӑ пулас.

«Пилсемпе кӗлӗсем» кӑларӑма «Турӑ кӗнекинчен» 1991 ҫулта Н.В.Трофимовӑпа А.Г. Селиванова тата ытти студенткӑсем ҫырса илнӗ тӗслӗхсӗне кӗртнӗ.

Ҫумпайсем

Ӳкӗтлесе калани (1168)

 

1160

«Турӑ кӗнекинче» ҫапла ҫырнӑ:

Тӳпере ҫӑлтӑр нумай, ҫӗр ҫинче халӑх нумай. Халӑхпа халӑх пӗрле пулни Турӑ ырлӑхӗ, Турӑ мухтавӗ. Халӑхсенче ӑслӑ ҫын та, ухмах ҫын та пулать. Ӑслине ухмах йышӑнмасть, ухмахсене халӑх йышӑнмасть. Тӳсӗм ҫук ҫын ухмах пулать, йывӑр чунлӑ ҫын ухмах пулать. Аҫлӑ ҫын ӗҫрен хӑрамасть, ӑслӑ ҫын усал хыҫҫӑн утмасть, ӑслӑ ҫын тӗрӗслӗхе пытармасть. Ӑслӑ ҫын ҫиллине ҫиеле кӑлармасть, мӑшкӑл сӑмах каласа ята ямасть. Ӑслӑ пулма чӑтӑмлӑх кирлӗ, тӑнлӑ-пуҫлӑ шухӑш кирлӗ, ырӑ сӑмахлӑ чӗлхе кирлӗ. Пуҫра пурри — чӗлхе ҫинче. Чӗлхери сӑмах — пурнӑҫ йывӑҫӗн турачӗ. Ӑса та, сӑмаха та упрас пулать.

1161

Тӑван йывӑр чухне кирлӗ, савӑнӑҫра ют ҫын та юлташ. Ахальтен мар тӑван тӑварпа пиҫнӗ теҫҫӗ. Тӑван хӑй тӑванӗн хуйхине курсан алӑ ҫупса тӑрас ҫук, хута кӗме чупса пырать, шыва сикет, вута кӗрет. Тӑшман апла тӑвать-и?

Хытӑ чӗреллӗ тӑван та, ултав чунлӑ тӑван та хӑй тӑванне пӗлетех. Ҫилленсен те, хирӗҫсен те каҫарма пӗлес пулать. Тӑнсӑр ҫын кӑна тӑванне начар тӑвать. Начар тӑван та кирлӗ кунра кирлӗ пулать, начар лаша та ҫуркунне суха тӑвать, ака-ҫарана шуратать. Япӑх тӑван та нимене пырсан пӗр туртанах туртать, усӑ тӑвать. Тӑвана лайӑх-начар ҫине ан уйӑрӑр.

1162

Эй, кӗрешӳре вилнӗ несӗл-ӑру паттӑрӗсем! Эсир сурансемпе асапсем тӳссе, тарпа юн юхтарса хӑвӑр пурнӑҫа хӗрхенмесӗр тӑван йӑх тымарне упраса хӑварнӑ. Эсир виҫесӗр нумай чӑтнӑ. Виҫесӗр нумай тӑрӑшнӑ, халран кайса выртман, тухнӑ ҫулран пӑрӑнман. Мухтав сире, чап сире, сирӗншӗн Турра кӗлӗ тӑватпӑр, чӳке парне паратпӑр.

Аслӑ Турӑ вилсе выртнисене ура ҫине тӑратнӑ, ачи-пӑчисемпе пӗрле ӗҫме-ҫиме панӑ, пуҫланӑ ӗмӗре тӑсма хушнӑ. Эпир ҫавна тӑватпӑр, сиртен пил ыйтатпӑр. Пил парӑр пире, ӑру ваттисем! Ҫак тӗнчене канлӗхе кӗртме вӑй парӑр пире!

1163

Таса ӗмӗтлӗ, таса пурнӑҫлӑ Пӳлӗх Турӑ, Аслӑ Турӑ умӗнче пирӗншӗн те ырӑ сӑмах каласанччӗ эсӗ. Эсӗ сывлӑш шывӗ пек таса, эсӗ ҫӑлкуҫ таппи пек тӑрӑ, ӗненӳпе юрату вутне нихҫан та сӳнтермесӗр этеме тӑрӑшса ӗҫлеме, килӗштерсе пурӑнма хушатӑн. Эсӗ хушнисене эпир тӳрӗ кӑмӑлпа итлесе тӑратпӑр, телейпе ырлӑх пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Суран ҫине суран пулни, тӑшман ҫине тӑшман килни пире хӑратмасть. Эсӗ пире тӗреклӗ юпа пек шанчӑк парса тӑратӑн, тӗрӗслӗх тӳрре тухасса вӗрентетӗн. Пӳлӗхӗмӗр, пире шанчӑкран ан кӑлар, чарулӑхпа чӑтӑмлӑх пар, нушана та, ырӑлӑха та унчченех чӑтса курнӑ пекех виҫеллӗ ирттерсе яма вӑй пар!..

1164

Усал сӑмах каласран сыхланакан ҫын тӳсӗмлӗ пулать, ӑс пухать. Пӗлмен япалана пӗлнӗ пек калакана ухмах теҫҫӗ, пӗлмен чухне чӗнмесӗр тӑма хушнӑ. Пӗлменӗн пӗр хуйхӑ, пӗлекенӗн ҫӗр нуша! Чӗнмесӗр тӑракан пӗлнӗ пек курӑнать! Ашшӗ-амӑшне хирӗҫ калакан ывӑл-хӗр хисеп тупаймасть, мӗншӗн тесен вӑл ухмах. Ӑслӑ ача аслипе тавлашмасть, тӗрӗссине те пытармасть. Тӗрӗс сӑмах пӗрех тӗрӗс, вӑл хӑҫан та пулсан ҫиеле тухать. Элек сӑмах инҫе каять те ҫавах ҫаврӑнса килет, суеҫӗ пуҫӗ ҫине ӳкет.

1165

Аскӑнлӑхпа, мӑнтӑрлӑхпа, чарусӑрлӑхпа, ҫӑткӑнлӑхпа, хурлӑхпа, усал шухӑш тытса суранланнӑ ҫынсене калатӑп: тӳрленми суран ҫук, иртми вӑхӑт ҫук. Туррӑн ырӑлӑхӗпе савӑнса пурӑннӑ чухне хура халӑх ҫӑкӑрне варалас пулмасть, хура халӑх телейне таптас пулмасть. Таса куҫҫуль тусанпа витӗнмест. Таса куҫҫуль сӑмахпа сивӗнмест. Вӑл сирӗн ӗмӗр вӗҫне вӗри куҫҫулӗрпе килет, тивӗҫлине тавӑрса парать.

Ырӑ ӗҫ тума васкӑр, вараланчӑк аллӑрсене ҫуса тасатӑр, пӑтранчӑк чунӑрсене ырӑ ӗмӗтпе ҫутатӑр — кунтан сӑваплӑраххи нимӗн те тупӑнаймӗ. Халӑх умӗнче пурри Турӑ умӗнче пулӗ!

1166

Иртен ҫул ҫинче илӗртекен ҫимӗҫ нумай. Ҫын пахчинчи ҫимӗҫе ыйтмасӑр татса ан ил.

Пурнан пурнӑҫра астаракан ырлӑх нумай. Ҫын аллинчи ырлӑха ыйтмасӑр ан ил.

Ҫил хӑвалакана астарма йывӑр мар, вӑл кашни хапха умнех пырса тухайрать, кашни уҫӑ алӑкранах кӗрсе каяйрать. Хӑй ҫулӗпе тӗллевлӗ васкакан этем кашни хапхаранах кӗрсе тухмасть, кашни астараканах ал-хапӑл пулмасть. Эсӗ ҫӳрес ҫул ҫинчи ҫӑлкуҫсенчен эсӗ ҫеҫ ӗҫместӗн. Ӑна пӑхса тӑраканӗсем пур. Эсӗ иртес ҫул ҫинчи ҫырласене эсӗ ҫеҫ ҫиместӗн. Вӗсене пӑхса тӑракансем пур. Ҫавна асра тыт та малалла ҫирӗп ут.

Пӗлмен ҫимӗҫе ҫийиччен, пӗлмен шыва ӗҫиччен халӑх ҫӑлӗ патне, ял пахчи патне ҫитме тӑрӑш.

1167

Ырӑ кӑмӑлпа ҫук ҫынна пулӑшса инкекрен хӑтарни хамӑра хамӑр таса тытнине, тӑванлӑха упранине пӗлтерсе тӑрать. Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хиреҫ, эсӗ ырӑ тунине ыттисем те ырӑпа тавӑрӗҫ, эсӗ сиен тунине ыттисем ылханса ҫавӑрӗҫ.

Этем улӗ-хӗрӗ хушшинче тӳрленми чирпе асапланаканӗсем пур, усалпа ермешнӗ айванӗсем пур, этем улӗн-хӗрӗн суранпа нушаланаканӗсем пур, мӗскӗн кӑмӑлпа хуҫӑлнисем пур, этем улӗн-хӗрӗн юрлӑх-ҫуклӑхпа, выҫлӑх-ҫӑткӑнлӑхпа касӑхаканӗсем пур. Туррӑмӑр, ҫавсене йӗркеллӗ пурнӑҫ туса пурӑнмаллине тупса пар. Ӗҫлеме тивӗҫлине ӗҫ умне тӑрат, инкек чирлине сиплӗх эмелне тупма кӑтарт... Ҫавӑншӑн сан умра кӗлӗ тӑватпӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр