Шилӗкре Турра кӗлтуни
681
Ах, Торӑ, ҫырлах, Торӑ ан прах, Торӑ, ҫырлах. Ҫак хӑтая ҫавӑр, Торӑ, чипер ӗҫме-ҫиме Торӑ полӑштӑр ҫак хӑтапа тӑхлача.
Шилӗкре Турра кӗлтунӑ чухне каланӑ.
682
Хӗрӗ куҫпа чирлӗ пулсан ӑна кил картишне хыҫалтан карта сӳтсе илсе кӗнӗ. Унта вара сурпана урлӑ сарса хунӑ, валашка лартнӑ, чул сарнӑ. Вара вут чӗртнӗ. Юлашкинчен кӗлӗ каланӑ:
Е, пӗсмӗлле! Пӗр Турӑ, ан пӑрах! Карта уҫса кӗртетпӗр вӑрман витӗр, шыв витӗр, вут урлӑ, чул урлӑ; ҫуса, тасатса, шӑлса, ҫунтарса кӗртетпӗр. Ҫак кинӗн куҫӗ шур сурпан пек тасалса, тӳрленсе кайтӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен