Пилсемпе кӗлӗсем

Ачаран ӗйӗ хӑвалани

 

566

Ача пит чирлӗ пулсан ӑна юмӑҫ карчӑк патне илсе кайса ӗйе-тӗр тесе ӗйене хӑвалаттараҫҫӗ. Юмӑҫ карчӑк ачана сӑхман тӑхӑнтарса урайне вырттарать те йӗплӗ хулӑпа хӗнет:

Тух, ӗйе, тух, ӗйе, ырхан ӗйе пулсан та, мӑнтӑр ӗйе пулсан та, арҫын ӗйе пулсан та, хӗрарӑм ӗйе пулсан та, ватӑ ӗйе пулсан та, ҫамрӑк ӗйе пулсан та, типӗри ӗйе пулсан та, шыври ӗйе пулсан та тух, ӗйе.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр