Чӑн кӗрӗве тумлантарнӑ хыҫҫӑн туй пуҫӗ каланӑ кӗлӗ
697
Эй, пӗсмӗлле, Турӑ! Кӗрӳ каччи тумлантарнӑ йӗркепе Сана асӑнатпӑр. Ҫак туйра чипер выляса кулма ырлӑх-сывлӑх пар! Алла курка тытнӑ пек, пире куркапа кӗтсе илччӗр туй йыхӑракан ҫынсем. Ҫак алӑри пылпа ҫӑкӑр, чӑкӑт пек, юрлӑ-варлӑ кӗтсе тӑччӑр туй йыхӑракан ҫынсем. Хӗр илме кайнӑ чух сӗт ҫулпа кайса ҫу ҫулпа килме пар, Турӑ, ҫак туй халӑхне!
698
Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах, Турӑ, пулӑш пире, намӑс ан кӑтарт.
699
Пехил тӑвӑр! Ҫак Елиссе хӗр илсе килме ирӗк парӑр! Сӗт ҫулпа кайса ҫу ҫулпа килме парӑр! Ан кансӗрлӗр! Путхах шуртан, тайлӑк кӗпертен, курайман тӑшмантан эсӗр сыхлӑр.
Ҫӗнӗ кине илме кайнӑ чух хаяр укҫи пӑрахни.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен