Хӗр килӗнче пиллени
625
Хӗрӗмӗр, пӗчӗкрен пысӑк турӑмӑр. Ваттисен йӑлипе хамӑр ҫемьерен уйӑратпӑр. Хӑв юратса хӑв каятӑн, пире усал ан ту. Мӑшӑрупа тату, юратса пурӑнӑр. Телейлӗ те тулӑхлӑ пулӑр. Ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр. Ватӑсене ан манӑр!
626
Юратнӑ хӗрӗмӗрпе кӗрӗвӗмӗр, сирӗн малашне пӗрлехи мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пуҫланать. Ҫак пурнӑҫра лайӑх, сайлӑ пурӑнса ирттерме тӑрӑшӑр. Пӗр-пӗрне хисеплӗр, ан кӳрентерӗр. Пӗр-пӗрин сӑмахне яланах итлӗр. Виҫ ывӑлпа виҫ хӗр тӑвӑр. Телейлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне яланах юратса пурӑнӑр. Кил-ҫуртра чашӑк-тирӗк ҫӗмрӗлесси те пулать. Ҫавӑнпа килти хыпара ял ҫине ан кӑларӑр, ялти хыпара киле ан кӗртӗр.
627
Пурӑнӑр лайӑх, ӑраскаллӑ пулӑр, ҫуртри сӑмаха юта ан кӑларӑр; ватӑличчен пурӑнӑр, ача-пӑчаллӑ пулӑр, ваттисене хисеплӗр, атте-аннене хисеплӗр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен