Йӗрӗхе чӳклени
775
Ҫырлах, йӗрӗх. Сана нимӗрпе асӑнатпӑр, усал ан ту. Нимӗрне ҫуллӑ туса асӑнатпӑр. Ҫырлах, йӗрӗх, ача-пӑча ҫине кӗсен-ҫӑпан ан яр. Акӑ сана пурҫӑнпа илемлетнӗ парне паратпӑр, сурпан ҫакки паратпӑр. Акӑ ҫав хурама хӑвӑлне пырса ҫакса яратӑп, ху юратса хӑвах ил, ҫырлах. Текех кӗсен-ҫӑпан ан кӑлар.
776
Йӗрӗх акай, ҫырлах, хамӑн ту. Эп сана нимӗр паратӑп, йӑва та паратӑп, окҫа та ҫакатӑп, ҫырлах. Ҫырлах, йӗрӗх, чӳклетӗп, ҫырлах.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен