Пилсемпе кӗлӗсем

Каччӑ ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗпе кинне пиллени

 

640

Ывӑлӑм, кинӗм, аван пулӑр! Пӗрне-пӗри хисеплӗр! Ача-пӑчаллӑ пулӑр, пуян та пулӑр! Пехил сире!

641

Пурте кӗрекене ларсан, хӗрӗн амӑшӗ ҫамрӑк мӑшӑрсене пиллесе сӑмах калать:

Хаклӑ ачасем! Паянтан эсир упӑшкипе арӑмӗ шутланса тӑратӑр. Пӗрне-пӗри юратса, килӗштерсе пурӑнӑр. Ача-пӑчаллӑ пулӑр. Урайӗнче — улттӑ, сакки ҫинче — саккӑр. Вӑрман пек пуян, уй пек аслӑ пулӑр. Ваттисене итлӗр, нихӑҫан хирӗҫӳ, харкашу ан пултӑр. Килти сӑмаха урама илсе ан тухӑр, урамри сӑмаха киле илсе ан кӗрӗр. Телейлӗ пулӑр.

642

Ашшӗ-амӑшӗ тулли куркапа пиллеҫҫӗ:

Эсир пире пуҫҫапатӑр, хӑвӑра та пуҫҫапакан пултӑр, эсир пире шурататӑр, хӑвӑра та шуратакан пултӑр. Ачаллӑ-пӑчаллӑ пулӑр, ывӑллӑ-хӗрлӗ пулӑр. Аҫу-аннӳ сӑмахӗнчен ан тухӑр. Ялти сӑмаха киле килсе ан калӑр, килтине яла ан кӑларӑр, ларнӑ ҫӗре сала пулӑр, тӑнӑ ҫӗрте таса пулӑр. Иккӗн выртӑр, виҫҫӗн тӑрӑр. Тав сире, тӑрӑр!

643

Ҫынран иртсе ан кай, ҫынран кая ан юл. Варринчен ҫӳре, пехил, ачам. Хир пек аслӑ пул, вӑрман пек пуян пул. Ача-пӑчаллӑ пулӑр. Ывӑле те пултӑр, хӗрӗ те пултӑр. Сӗт ҫулӗпе килсе, ҫу ҫулӗпе кайӑр. Утмӑл тымар кӑкӑр сӗчӗ, пехил, ачам. Эп пехилленипе паха мар, Турӑ пехилӗ пысӑк пултӑр. Чӗлхене тӑсам, чӗлхене тӑсам тесе ан калӑр. Ӗҫпе тавлашам тесе калӑр.

644

Ҫамрӑк туй халӑхӗ ватӑсене пуҫҫапма урайне кукленсе ларнӑ. Чи малта — ҫӗнӗ ҫынпала упӑшки. Ывӑлӗ ашшӗн ҫӑпати пуҫӗнчен, кинӗ хунямӑш ҫӑпати пуҫӗнчен тытса ларнӑ. Чи малтанах ашшӗ пехилленӗ:

Вӑрман пек аслӑ пулӑр. Хир пек пуян пулӑр. Ачаллӑ-пӑчаллӑ пулӑр. Карта тулли выльӑх пултӑр. Пӳлме тулли тырӑ пултӑр. Килекене килех тейӗр, каякана каях тейӗр. Килнӗ хӑнана чипер пӑхса ӑсатса ярӑр. Ку манӑн тавраш, ку санӑн таврашу тесе ан уйӑрӑр. Укҫа хутаҫҫи иксӗрӗн пӗрле пултӑр. Килти сӑмаха яла ан кӑларӑр. Ялти сӑмаха киле ан кӗртӗр. Шыва кайсан пусӑ кутӗнче халап ярса ан тӑрӑр. Ӗҫре харсӑр пулӑр. Паян тумалли ӗҫе ырана ан хӑварӑр, ӑна ҫийӗнчех туса пӑрахӑр. Иксӗр пӗрне-пӗри хытӑ юратӑр. Юратӑва нимӗнле тӑшман та ҫӗнтереймест. Каҫхине вырӑн ҫине иккӗн выртса ирхине виҫҫӗн тӑмалла пултӑр. Пуҫӑрта сывлӑх пултӑр. Пурнӑҫра телей пултӑр. Пехил манран.

Аллинчи сӑрине ӗҫсе куркине сӗтел ҫине лартнӑ. Унӑн хыҫӗнчен амӑшӗ ҫакӑн майлӑ сӑмахсемпеле ырӑ сунса пехиллесе сӑрисене ӗҫсе куркисене сӗтел ҫине лартнӑ, пурте йӗркипе пехиллесе сӑрисене ӗҫсе куркисене сӗтел ҫине лартнӑ.

645

Уй пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек пуян пулӑр. Иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрӑр, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр, ача-пӑчаллӑ пулӑр. Ватӑсене хисеплӗр, хирӗҫ пулакан ҫынран сӑмах хушмасӑр ан иртӗр. Килти сӑмаха яла тухса ан калӑр, ялти сӑмаха киле килсе ан калӑр. Ҫынран кулса ан калаҫӑр. Ҫынна ху ҫинчен калаҫнӑ сӑмахшӑн тавӑрма ан шутлӑр. Ҫулта-йӗрте ҫынна пулӑшӑр. Ҫын пурлӑхне ан хапсӑнӑр, мӗн кирлине хӑвӑр тума тӑрӑшӑр. Кайри ҫынна ан кӗтӗр, малтине хӑвалӑр. Вӑрҫакансенчен супса иртӗр, вӑй ҫитмен ҫынна пулӑшӑр. Ҫын кивҫен ыйтсан парӑр, хурланса ларакана ӑшӑ сӑмахсем каласа лӑплантарӑр. Ҫынна ырӑ тума тӑрӑшӑр. Ху ырӑ тусан хӑвна та ырӑ тӑвӗҫ тенӗ. Усал тӑвакана хӑйне те усал тӑвӗҫ тенӗ авалах. Мӗн илнӗ, ҫавна каялла тавӑрса парӗҫ тенӗ.

646

Пуҫҫапнӑ чух ваттисем халалласа ҫапла калама тытӑннӑ:

Аҫӑр-аннӗре сума сӑвӑр. Килти ҫемьене сума сӑвӑр. Мӑшӑрпа пӗр-пӗринпе сума суса, килӗштерсе пурӑнӑр. Ют ҫынсене те сума сӑвӑр. Ял-йыша та, пурне те сума сӑвӑр. Кашнинех ҫын вырӑнне хурӑр.

647

Вӑхӑт ҫитсен тӗнчере пурте мӑшӑрланать. Ҫавӑ Адампа Евӑран пуҫланнӑ йӗрке. Хальччен пулнӑ, малалла та пулмалла. Этем ӗҫлет, тар юхтарать. Вӑхӑчӗпе ҫиет, ӗҫет. Хамӑр та ӗҫлетпӗр, атте-анне ӗҫленипе те ырӑ куратпӑр. Тырӑ-пулӑ тӑватпӑр, выльӑх-чӗрлӗх усратпӑр, ҫурт-йӗр ҫавӑратпӑр. Турӑ пулӑшнипе, атте-анне пилленипе ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр. Паракана тавӑрӑр, пулӑшакана тав тӑвӑр. Ватта-вӗтте пӑхӑр, тӑрантарӑр, тӑлӑх-турата ан манӑр, пулӑшӑр. Паракан ҫукка юлмасть. Тӑван-пӗтенпе килӗштерсе пурӑнӑр. Хусамӑр та ӗҫӗр-ҫийӗр, пире те ӗҫнӗ-ҫинӗшӗн ан ятлӑр ӗнтӗ.

648

Атте-анне пехиле ҫитет теҫҫӗ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулӑр, ачапчаллӑ пулӑр. Ҫуртлӑ-йӗрлӗ пулӑр, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр. Чӗлхене сутӑн илмелле мар, ҫынпа япшар пулӑр. Ҫурта килекен ҫынна ыр сӑмахпа кетсе илӗр, ҫемҫе чӗлхепе ӑсатса ярӑр. Асӑнса килнӗ ҫынна ҫӑкӑр-тӑвар кӑтартмасӑр ан ярӑр. Иртсе пыракан ҫынна «пашшул» ан тейӗр.

Хирӗҫ пулнӑ ҫынна усал ан калӑр. Ваттисене курсан сума сӑвӑр. Сирӗн ӗмӗр малалла кайӗ. Ыр ҫынсемпе ӗҫсе-ҫийӗр теҫҫӗ. Ватӑличчен пӗрле пурӑнӑр теҫҫӗ. Йӗркеллӗ пурӑнӑр. Йӗркеллӗ пурӑннине ним те ҫитес ҫук. Тату пулӑр: пӗр-пӗрне ан пӑрахӑр. Пӗрне-пӗри йывӑр ан калӑр. Ватӑлса йӳтиччен пурӑнӑр: пӗри вилсе, пӗри юлмалла ан пултӑр.

Ӗнте, ачасем, сире пиртен пехил!

649

Эп нумай пиллеме пӗлместӗп. Мӗн пӗлес пеккине хӑвӑр пӗлӗр. Лайӑх пурӑнӑр, ачапчаллӑ пулӑр. Пире хисеплӗр ӗнтӗ, хӑвӑр та хисеплӗ пулӑр. Яшка-ҫӑкӑрлӑ пулӑр, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулӑр. Килти сӑмаха ял ҫине ан кӑларӑр. Ялти сӑмаха киле илсе ан килӗр. Ҫын хыҫҫӑн ан кайӑр, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр. Ҫын вӑл ҫӗҫҫине те паре, пурттине те парӗ. Вута кӗме те хушӗ, шыва сикме те хушӗ — ан итлӗр.

Пирӗн урӑх калас сӑмах ҫук. Ҫитменнине хӑвӑр ӑсӑрпа ҫитерӗр.

650

Ӗмӗрӗр вӑрӑм пултӑр, пурнӑҫӑр ҫӑмӑл пултӑр. Ыр курса пурӑнӑр, ҫынна та ыр тӑвӑр. Пӗрне-пӗри итлесе пурӑнӑр: пӗри армана та, пӗри вӑрмана ан пусӑр. Ваттисене хисепе хурӑр, хӑвӑр та ватӑ пулас ҫын. Килти сӑмаха яла ан кӑларӑр. Ялти сӑмаха киле ан кӗртӗр. Кунтан ытла сӑмахӑм ҫук. Эпир те сире пӑхса ӳстернӗ. Эсир те ача-пӑчаллӑ пулӑр. Ирхине ирех тӑрӑр, каҫхине каҫа юлса выртӑр.Ваттине вырӑн сарса парӑр. Ирпе вырӑнне пухса хурӑр. Килте килӗшӳ пултӑр. Ял ҫинче ят пултӑр. Ваттисене курсан ватӑ пулӑр. Ҫамрӑкне курсан ҫамрӑк пулӑр. Сӗт ҫулӗпе килнӗ, ҫу ҫулӗпе каймалла пултӑр. Ҫула тухсан чипер ҫӳрӗр.

651

Эй, кинӗмӗр, пехил сана, ҫак кил хуҫи пулӑр, ача. (...) Акӑ эпӗ вилетӗп, сире пехил. Ыр курмалла пултӑр. Ҫынна юрамалла пулӑр! Аннӳ сӑмахне итлӗр. Эсӗ, Кӗҫтук, сывлӑхлӑ парса ҫитӗнсен, аннӳне, йӑмӑкусене ан пӑрах.

Ун чухне ыттисем калаҫҫӗ, кашни ҫын, пӳртрисем пурте. Пӗри калать: «Сана лаша пехил», тепӗри — «Сана ӗне пехил, сана сурӑх пехил, сана хур пехил, чӑх пехил. Манран сана пӗр кӗтӳ лаша пехил».

652

Ваттисем каланине ватӑличчен асра тыт теҫҫӗ. Ваттисем калани яланах вырӑнлӑ пулӗ. Ваттисенчен иртекен ҫын иртӗхме тытӑнать.

Эсир ун пек ан пулӑр. Хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр. Ҫын пурнӑҫне ҫын юсаса парас ҫук. Ҫын лайӑхне ан хапсӑнӑр. Хӑвӑр лайӑх пулма тӑрӑшӑр. Пурнӑҫа пӗлсе пурӑнас пулать. Пӗлсе пурӑнакан пӗлӗтре пулнӑ тет. Усалпа пурӑнакансене хисеп ҫук. Ырӑпа пурӑнакансене хисеплеҫҫӗ. Тӑвансемпе тӑван пулӑр. Пӗлӗшсемпе пӗлӗш пулӑр. Пӗр-пӗринпе урлӑ ан пулӑр. Пӗр-пӗрин ури ҫине ан пусӑр. Кӳршӗ-аршӑпа килӗштерсе пурӑнӑр. Ял ҫыннипе ятуллӑ пулӑр. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулӑр. Тулӑх пурнӑҫлӑ пулӑр. Пирӗн урӑх каламалли ҫук. Ҫитменнине ҫитерӗр, ытлашшине каҫарӑр.

653

Эй, ачамсем! Таса Турӑ пӳрнипе эсир паян авалхи йӑлапа аҫу-аннӳн аслӑ кӗреки умне тӑтӑр. Эй, ачам, эсӗ аҫу вырӑнне тӑрӑн. Эй, хӗрӗм, эсӗ аннӳ вырӑнне тӑрӑн. Эпир ватӑ терӗш йӑлипе ӑшӑ кӑмӑлпа виҫӗнсе ҫу пек ҫемҫе, пыл пек тутлӑ чӗлхемӗрпе, лайӑх пилӗмӗрпе, чӑн чунӑмпа чӑн тӗрӗсне таса пӗр Турӑ ячӗпе мухтаса пиллетпӗр сире.

Пӗчӗкрен пысӑк пулаҫҫӗ, пысӑкран ватӑ пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пек эсир те кӑкӑр сӗчӗпе ӳссе пысӑк пулса мӑшӑрланатӑр. Ҫавӑн пекех сыпӑкран сыпӑка хӑрахран мӑшӑр пулччӑр, мӑшӑртан туратсем пулччӑр, туратран турат пултӑр.

Сире аҫу-аннӳ мӗнле пӗлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех пӗлсе таса пӗр Турӑ сире сыхлатӑр. Сирӗн туратӑрсене те хӑвӑр епле аҫу-аннӳне хисеплетӗр, ҫавӑн пекех таса пӗр Турӑ хисеплесе пӑхса сыхлатӑр. Сире те, вӗсене те уй амӑш перекечӗ, кӗлет амӑш перекечӗ сыхласа усратӑр.

Пӗрре вырӑнне пин пултӑр, илни вырӑнне хушӑнтӑр. Авалхи йӑлапа, ватӑ терӗш йӗркипе, Ҫӳлти Турӑ калашле, пирӗн пил сире ҫитсе пытӑр.

Эсир ырра курсан ырӑ пулӑр, усала курсан усал пулӑр. Хуйха-суйха ан пӗлӗр. Усал шухӑш пуҫра ан тытӑр. Парас парӑмран, илсе тӑма тулӑхран сире ыр ӑс-кӑмӑл пултӑр, юсми пил пултӑр, йӑнӑшми чӗлхе пултӑр. Ырӑ ят сарӑлтӑр, усал ят сиртен сирӗлтӗр. Ырӑ хуҫа пулса, хуҫа ячӗ мире сарӑлтӑр. Ырӑ япала паракана ырӑ сунӑр.

Ват сӑмахне итлесе ырӑ, тӑнлӑ ҫын пулӑр. Кун кунлама пултӑр, ҫӗр ҫӗрлеме пултӑр. Каҫхине канлӗх пултӑр, ир тӑма ҫӑмӑллӑх пултӑр.

Йӗри-тавра хӑнасем, ҫакӑ ҫӗнӗ мӑшӑра ыр кун-ҫул халаллӑр. Ваттисенчен сӑвап пултӑр, пурӑнма кун-ҫул пултӑр. Ӗҫре ялан ҫирӗп ал-ураллӑ пулччӑр, калаҫура ҫемҫе чӗлхеллӗ пулччӑр. Ҫынна парӑм ан пултӑр, ҫынтан парӑм илмелле пултӑр. Ан манӑр: тӳрӗ ҫын куллен ырлӑх тӑвать, кивҫене те парать, унӑн йӑхӗ пиллӗхлӗ тӑвать. Астивсе пӑхӑр — Турӑ ыррине курӑр, ырӑ телне пултӑр.

Эпир мӗн вӑй ҫитнӗ таран сире ырӑ сунса тасалӑхпа пехиллетпӗр. Эсир эпир панӑ чӑн таса пехиле чӑн таса, тӳрӗ кӑмӑлпа хапӑл туса илӗр. Тата юлчӗ пуль, пӗлмесӗр юлчӗ пуль — каҫарӑр. Мӗн ырри сире пултӑр. Халӗ ӗнтӗ пиртен ирӗк; ташлама-юрлама сирӗн кӑмӑл.

654

Ачам, кин, эсӗ пире ӗҫтертӗн. Ҫийӗ-пуҫӗ аван пултӑр. Сӑпаҫипа, пысӑк ҫын пул. Ачам, эпир сана хаяр сунса килмен. Ан ятла, ачам, ял йӑлипе ҫӳрес те пулать.

Эй, ачам, кин, эсӗ юратса килтӗн пулӗ. Пӗр-пӗрин сӑмахӗсене итлӗр, аҫу-аннӳ мӗн хушнине итлӗр. Вӗсене тӗксе ан ярӑр, ачам. Кин, ачам! Ҫынна ытла йывӑр сӑмах ан кала. Ҫынна тӗксе ан яр, ачам. Ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн кӑлӑх ан кай, хуна ху пӗл. Халь ӗнтӗ ҫак кил санӑн пулать. Чипер пӑхса тӑр, ялта ятлӑ ҫын пул. Кайри хурӑнташри ӑс-хакӑлсене пӑрах.

655

Тулли кӗреке умӗнче, ырӑ ҫимӗҫ тутинче мӑшӑрланса пил илесси пирӗнтен тухнӑ йӑла мар. Хурт-хӑмӑр та мӑшӑрланса пыл тӑвать, кайӑк-кӗшӗк те мӑшӑрланса чӗпӗ кӑларать. Эсир те пӗрне-пӗри юратса, аслӑ Совет ҫӗрӗнче пӗр ҫемье пултӑр. Ҫемье тени ҫирӗп пултӑр, катӑк-кӗсӗк ан пултӑр. Иртсен калла ан пӑхӑр, шав малалла ӗмӗт тӑвӑр. Пӗрне-пӗри юратса, сар кайӑк пек савӑнса, шӑпчӑк кайӑк пек юрласа. Тӑмана пек тӗклӗ пулӑр. Ӑмӑрт кайӑк пек мӑшӑрланса иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрӑр. Уй-хир пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек хунавлӑ пулӑр. Пурнӑҫра хӗрарӑмпа арҫын пӗр виҫеллӗ, пӗр шутран пурӑнмалла пултӑр. Ывӑлсем пулсан Тӑван ҫӗршыва, хӗрсем, чипер те сӑпайлӑ пулса, яла-йыша юрӑхлӑ та ӗҫчен пулччӑр. Ачасем ял-йышра ятлӑ пулса халӑх хисепӗнчен ан тухчӑр. Хӗрарӑм тени сӑпайлӑ пултӑр, вӑрттӑн апат ан ҫитӗр. Арҫын тени вӑйлӑ пултӑр, эрехпе туслӑ ан пултӑр. Хӑнана кайсан хӗр пек, киле килсен пыл пек тутлӑ пулӑр. Тет хыҫҫӑн ан кайӑр, ҫынна усал ан тӑвӑр.Ҫыннӑнне ан хапсӑнӑр, вӑрра ан веренӗр.Хирӗҫ пулса иртекен ҫине санран хитре тесе ан пӑхӑр, пӗр-пӗрин туйӑм-кӑмӑлне хуҫса ӳкӗнмелле ан тӑвӑр. Пӗрне-пӗри шанӑр, юрӗ-ха тесе ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр. Хӑвӑр юрату хушшине элӗк, тӑшман ан кӗртӗр. Килти сӑмаха яла илсе ан тухӑр, ялти сӑмаха киле ан кӗртӗр. Ӗҫ патӗнче пилӗке тытса ан тӑрӑр, паянхи ӗҫе ырана ан хӑварӑр. Ватта курсан пуҫ тайса хисеплӗр, ачапа ача, ватӑпа ватӑ пулӑр. Сирӗн ӑшӑ, лӑпкӑ ҫемье ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пултӑр. Ял-йышран ан уйрӑлӑр, халӑхран намӑс ан курӑр. Мӑшӑр хушшинче уйрӑмлӑх ан пултӑр, укҫа-тенкӗрен татӑк ан пулӑр, пурнӑҫ перекетне тытӑр. Кӗре юман пек ҫирӗп, вӑрӑм ӗмӗр килтӗр. Ҫапла пирӗн ырӑ пиллӗмӗре халаллать сире аҫу-апу.

Хӗр япалине илсе тухнӑ чухне каланӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр