Ача ҫуратас умӗнхи кӗлӗ
515
Ҫӑмӑлланас умӗн эпи карчӑка чӗнсе пыраҫҫӗ. Вӑл вара сӗтел ҫине ҫӑкӑр хурса ҫапла калать:
Эй, Турӑ, ӑраскал, телей пар. Ырӑ пирӗшти, ырра ҫыр, чипер пурӑнмалла ту.
516
Ҫуратан Хурӑн, ан пӑрах мана! Ҫак ачана тума ҫӑмӑллӑх пар! Ҫырлах, ҫуратан Хурӑн! Сана ҫырла хурап.
517
Пӗсмӗлле, аминь, Турӑ, вилле парне панине пӗлмерӗм, каҫар, аминь, Турӑ, Ху, Турӑ, чун пар. Пӗсмӗлле, аминь, Турӑ, ывӑл пулсан та, хӗр пулсан та Хӑвӑнне Ху чун пар. Сӑмаха кӗтӗм пулӗ, Турӑ, Ху ҫуратнӑ чуна Эс те, тархасшӑн, шелле. Йӗрсе пурӑнтӑм. Турӑ, тархасшӑн ҫын сӑмахӗнчен хӑтар. Э, пӗсмӗлле, аминь, Тура, Эс те меслет, сехет ҫавӑр, усалтан сыхла, аминь. Мана, вилӗ пуҫлӑхӗ, уҫал-тӗсел ан тӑвӑр, ирӗк ан ярӑр усала ман ҫине, эсир сыхлӑр, аминь.
518
Чӑвашсем ача ҫуратсанах ҫуралнӑ кӗпипе кӑвапине тӗп сакайне тӑпра ӑшне пытараҫҫӗ. Унтан ачине ҫуса хурас вырӑна уртӑш йывӑҫҫи, ҫӗҫӗ е хачӑ хураҫҫӗ: «Ача патне шуйттан пырсан йӗпписем тирччӗр, хачӑ е ҫӗҫӗ тирӗнтӗр», — теҫҫӗ. Ҫапла тусассӑн шуйттан ачана хунӑ вырӑн тавра пыраймасӑр чупса ҫӳрет теҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен