Пилсемпе кӗлӗсем

Ача пӑтти

 

553

Кашни ҫуралакан ачашӑн ача пӑтти пӗҫереҫҫӗ. Ӑна ҫинӗ чухне куҫ хываҫҫӗ те ҫу яраҫҫӗ. Турӑш умне ҫурта ҫутаҫҫӗ, пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ, кӗлӗ калаҫҫӗ:

Турӑ, ырлӑх-сывлӑх пар, вӑрӑм ӗмӗр пар. Ҫӑпатине кутӑн сырмалла пуличчен пурӑнмалла пултӑр.

Унтан пӑттине ларса ҫиеҫҫӗ.

554

Эй, пӗсмелле, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫырлах, Турӑ, ачана пысӑк ту. Сана ҫемҫе чӑкӑтпа, ҫемҫе хӑпартупа асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, ҫырлах. Пирӗн, айвансен, кӗллине хапӑл ил. Эпир епле ҫемҫе чӑкӑтпа, ҫемҫе хӑпартупа асӑнатпӑр, ҫавӑн пек ачанӑн чӗлхи-ҫӑварӗ ҫемҫе пултӑр, яп-шар пултӑр, хӑнчен аслине пичче тесе калатӑр, хӑнчен кӗҫӗннине шӑллӑм тесе калатӑр; ватта курсан чыслӑ тӗл пулса чыслӑ иртсе кайтӑр.

Эй, Турӑ, ача ҫуратан Туррӑмӑр. Сана ҫакӑ ача ячӗпе сӑра туса ҫуллӑ пӑтӑпа, ҫуллӑ пашалупа асӑнатпӑр. Ҫакӑ ачана халӑх пек пысӑк пулма пар, халӑх хушшинче, ял варринче пурӑнма пар, халӑх уя тухсассӑн уй тӳпинче тӑма пар. Вӑл та ачаллӑ-пӑчаллӑ пулса сана асӑнтӑр, ачи-пӑчипе савӑнса пурӑнтӑр.

Эй, Турӑ, ҫак ҫӗнӗ чуна ӑраскаллӑ, сывӑ пурӑнмалла ту. Анкарти тулли капан пар, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пар, сак ҫи тулли ача-пӑча пар, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пар, хӑмӑлӗ хӑмӑш пек, пуҫӗ чакан пек пултӑр; тасалӑх, сывлӑх-кӗрлӗх пар.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр