Пилсемпе кӗлӗсем

Хӗр илме кайнӑ чух пиллени

 

618

Каччӑ килӗнче туй халӑхӗ пуҫтарӑнать. Хӗр илме кайма пурте хатӗр. Мӑн кӗрӳ, чӑн кӗрӳ, кӗҫӗн кӗрӳ сӗтел умне пырса тӑраҫҫӗ. Ашшӗ-амашӗ, ваттисем кӗрекене лараҫҫӗ. Ман кӗрӳ чӑн кӗрӳ вырӑнне пехил ыйтать. Ун чухне туй халахӗсем те пурте чӗркуҫҫи ҫинче пулаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫапла калать:

Ну, ачам, пехиллӗ пулӑр, лайӑх пурнӑҫпа ватӑличчен пурӑнӑр, тулли пурнӑҫлӑ, ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр. Хӑвӑр хушшӑрта килӗшӳллӗ пурӑнӑр. Ватӑ ҫынсене ан манӑр. Ватта курсан ватӑ пек пулӑр. Ҫамрӑка курсан ҫамрӑк пек пулӑр. Хир пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек пуян пулӑр. Ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑсемпе килӗшӳллӗ пулӑр. Хӑтасем патне чипер кайса арӑмпа килӗр. Пехил.

Хӗр туйӗ килсен ватӑсем кӗрекене лараҫҫӗ. Мӑшӑра пил параҫҫӗ:

Мӑшӑрланас йӗрке пиртен тухнӑ йӑла мар. Кайак-кӗшӗк те мӑшӑрланса чӗпӗ кӑларать. Хурт-хӑмӑр та мӑшӑрланса пыл тӑвать. Эсир те паян мӑшӑрланса пирӗн умра тӑратӑр. Пире шуратрӑр, сире те ҫавӑн пек шуратчӑр. Пире савса пуҫ таятӑр, сире те пуҫ тайса хисеплеччӗр. Сар кайӑк пек савӑнса, халан кайӑк пек авкаланса, хур акӑш пек мамӑкланса пурӑнӑр. Ӑмӑрт кайӑк пек мӑшӑрланса, иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрӑр. Уй пек аслӑ пулӑр, шӗшкӗ пек хунавлӑ пулӑр. Кӑнтӑрлахи е каҫхи ӗҫе хӑвӑр пӗлсе тӑрӑр — ҫавӑ пурнӑҫ тыткӑчи. Арӑму пултӑр йывӑр ҫын, вун ик хырӑм ҫӗклетӗр, тӑхӑр ывӑл пултӑр, виҫӗ хӗр пултӑр. Хӗрӗсем юта юрӑхлӑ пулччӑр, ывӑлӗсем яла-йыша, пускиле юрӑхлӑ пулччӑр. Сыпӑкран сыпӑка хунав хушмалла пулччӑр. Ашшӗ ури вырӑнне ывӑлӗ пусмалла пултӑр, хунямӑш ури вырӑнне кинӗ пусмалла пултӑр.

Кӗреке тулли ҫӑкӑр-тӑвар пултӑр, пура тулли тырри пултӑр; пурарин те, кӗрекерин те перекечӗ пултӑр. Сак тулли ача-пӑча, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пултӑр. Пӗр сумран ҫӗр сум пултӑр. Турӑран хӑрӑр, этем ывӑлӗнчен вӑтанӑр. Ватта хисеплӗр, ватӑран ан иртӗр.

Килти сӑмаха яла ан илсе тухӑр, ялти сӑмаха киле ан илсе килӗр. Яла-йыша юравлӑ пулӑр. Аҫу-апу сӑмахӗнчен ан тухӑр. Арҫын хӗрарӑм хыҫне кӗрсе ан вырттӑр, хӗрарӑма сӑр илмелле ан пултӑр. Хӗрарӑм тени арҫынтан ан ирттӗр. Шыв патне кайсан хыҫалти ҫынна кӗтсе ан тӑтӑр, умри ҫынна хуса ҫитсе иртсе кайтӑр (кине каланӑ).

Шӑкӑлтатса савӑнса, йӳтиччен пурӑнмалла пултӑр. Урари тӑлана пуҫа сыриччен, мӑйри сурпана тӑла вырӑнне сыриччен пурӑнмалла пултӑр.

Эй, ваттисем! Асатте-аслаппайсем! Эсир те килсе ырӑ сунса ӗҫсе-ҫисе кайӑр. Пирӗн ҫынсене пӑсӑк тума ан парӑр.

Эй, Турӑ! Пирӗн виҫ сӑмаха хапӑл ту. Нумай каларӑмӑр пуль, пире, ухмахсене, каҫарӑр. Эпир пурне те пӗлместпӗр.

Хале ӗнтӗ пирӗн ҫинчен — мир ҫине. Сирӗн те ирӗк, пирӗн те ирӗк. Кама мӗн аса килет — ҫавна тӑвӑр. Вут-кӑвартан сыхланӑр. Юрлӑр та ташлӑр, ӗҫӗр те ҫийӗр, сире те пурне те халаллӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр