Хӗре ӑсатнӑ чухне пиллени
632
Ҫывӑх тӑванӗсем кӗрекене лараҫҫӗ, сӑра курки тытаҫҫӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ҫӗнӗ ҫынсене пил сӑмахӗ каланӑ чухне хӗрпе каччӑ (ҫӗн ҫынсем) вӗсен умне чӗркуҫленсе лараҫҫӗ.
Сӗтел тулли ҫӑкӑр-тӑвар пултӑр, пура тулли тыр-пул пултӑр, пурарин те, кӗрекерин те перекечӗ пултӑр. Сак тулли ача-пӑча, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пултӑр. Пӗр сумран ҫӗр сум пултӑр. Турӑран хӑрӑр, этем ывӑлӗнчен вӑтанӑр. Килте пулнине урама ан кӑларӑр, урамри усал хыпарсене киле ан илсе килӗр. Ваттисене хисеплӗр. Телейлӗ пулӑр. Пире ан манӑр. Пехил сире. Турӑ ҫырни пурнӑҫланса пытӑр.
633
Ҫӗнӗ кӗрӳ хунӗшне тав туса калани.
Тав ӗҫкӗре-ҫикӗре, Хӑр та хӑна пулӑр ҫапла. Сыв пулӑр та пур пулӑр. Атте килне хӑна пулӑр.
Хӗрне илсе тухнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗ пиллени.
Пехил, ачам, сыв пул, сыв пул та пур пул. Ырӑ ҫынна юра. Хуняҫӑна, хунямӑна хуняҫа, хуняма тесе кала. Ватта курсан пӑяхам тесе кала. Ҫамрӑка курсан пултӑрӑм тесе кала. Усала тӳртӗн пӑх, ырра хирӗҫ пӑх. Пехил ӗнтӗ, ачам, урӑх ним те кала пӗлместӗп.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен