Пилсемпе кӗлӗсем

Лӑп-лап ҫаклансан

 

774

Хӑш чух пуҫ ыратсан лӑп-лап ҫакланнӑ теҫҫӗ, вара унтан ак ҫапла хӑтӑлма тӑрӑшаҫҫӗ. Вара илеҫҫӗ пуҫламан пир, ӑна касса илеҫҫӗ пӗр шит сарлакӑшӗ. Унтан пукане кӗпи пекки ҫӗлеҫҫӗ, пукане тӑваҫҫӗ, пӗтӗмпех тӑхӑнтараҫҫӗ. Юлашки пирне касса вакласа: «Парне ку», — тесе хураҫҫӗ. Унпа пӗрле пӗчӗк икерчӗсем хатӗрлеҫҫӗ. Вара ҫаксене пӗтӗмпех илеҫҫӗ те пӗр ванчӑк чашӑк ҫине хурса вӑрмана пӗр-пӗр шӗшкӗ кутне кайса лартаҫҫӗ, парне текеннине шӗшкӗ тураттинчен ҫакса яраҫҫӗ. Вара ҫавӑн пек ҫулла, ҫуркунне те вӑрмансенче хӑш-хӑш шӗшкӗ кучӗсенче чашӑксемпе пуканесем лараҫҫӗ, парнийӗсем ҫакӑнса каркаланса тӑраҫҫӗ. Хӑйсем ӑна тем те каласа малкаса лартаҫҫӗ. Пурне те пӗлместӗп, анчах хӑшне пӗлетӗп:

Пирӗншӗн ырӑ пулмарӗ, ман хӗре илес терӗн-и? Акӑ, ме, пурҫӑн кӗпесемпе хӗр парне пек парап. Ман хӗртен ирттерет.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр