Туйри пилсем
609
Туя малтан кӗлетре пуҫлаҫҫӗ. Кӗлете тухиччен малтан ашшӗ-амӑшне лартса пуҫҫапаҫҫӗ туй халӑхӗпе, ашшӗсем вара пехиллеҫҫӗ. Каччине калаҫҫӗ: «Ҫав лаша сана, ҫав ӗне сана, ҫав сурӑх, ҫав качака сана, пехил, ачам, пӗрререн пине ҫиттӗр», — теҫҫӗ, Тата калаҫҫӗ:
Пехил, ачам, вӑрман пек пуян пулӑр, хир пек аслӑ пулӑр, ялта ятлӑ пулӑр. Ватта курсан мучей тейӗр, хӑвӑртан аслине пичче, кӗҫӗннине шӑллӑм тейӗр. Утнӑ ҫӗрӗр утма пултӑр, тӑнӑ ҫӗрӗр тӗмӗ пултӑр. Каҫ каҫрах выртӑр та ирхине иртерех тӑрӑр. Ирхи ӗҫ ҫӑмӑл пулать, пехил, ачам.
Ҫапла пехиллесен вара кӗлете тухса туй пуҫлаҫҫӗ.
610
Сана аннӳ юлашки кун кӗпе-йӗм парать. Пехил сана, эсӗ паянхи кун пиртен уйрӑлатӑн, арлӑ-арӑмлӑ пулатӑн; пирӗн пек ватӑлмалла пултӑр, ача-пӑчаллӑ пулӑр.
611
Пирӗн ача калать: «Каяс ҫул инҫе, ҫитмӗл ҫухрӑм ҫеҫен хир, утмӑл ҫухрӑм сӗм вӑрман. Ут ҫитерме те, пыр ҫиме те, алӑ тытма та кирлӗ. Пӗр пус пек, икӗ пус пек укҫа та пулсан пулмӗ-ши? Хурӑнташ-ӑру, ял-йышсем те пулсан пӑрахмӗҫинччӗ. Ытах укҫа пулмасан пӗр ҫӗрӗ юрӗччӗ. Ҫӗрри те пулмасан аллинчи суллине хывса памӗ-ши? Вӗсем те пулмасан ырӑ сӑмах та юрӗччӗ», — тет пирӗн ача.
* * *
Сӗт ҫулпа кайса ҫу ҫулпа килмелле пултӑр, ачаллӑ-пӑчаллӑ пулӑр! Ватӑличчен пурӑнччӑр! Пил сире!
Ҫӗнӗ кине илме каяс умӗн пилленӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен