Ташлама курки
«Ташлама» тата «чашлама» сӑмахсем иккӗшӗ те йӑла ӗҫӗн вырӑнӗсене пӗлтереҫҫӗ. Ташлама тесе тырӑ вырса пӗтерсен (юлашки пайӑрка хӑмӑлпа тӗркесе) ҫӗр айне ҫӑкӑр чӗлли (ташлама чӗлӗ) хунине калаҫҫӗ. Чашлама — ҫумӑр чӳкӗ тӑвакан вырӑн. Ҫапла вара, икӗ курки те ҫӗр ячӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсенче кӗлӗ-пил сӑмахӗпе пӗрле шӳтлесе калани те пур.
736
Ташлама кӗллине чӳклеме кӗлли хыҫӗнчен ҫав чӳклеме пекех тӑваҫҫӗ. Хуҫисене курка тыттараҫҫӗ, мӗнпур пӳртри ҫынсем пуҫҫапма сӑра курки тытса лараҫҫӗ. Сӑмахӗсене ҫирӗпленнӗ йӗркепех калаҫҫӗ.
«Хуҫа ятлӑ курка ярас тесе калать; ҫитни пуль тет ҫак куркапа, ҫитерес тесе калас тет хуҫа, тав сире, Ташлама. Юманкассисем, илтрӗре, илтмерӗре?» — «Илтрӗмӗр, хапӑл кӗтни ҫавӑ пирӗн». — «Хуҫа ятлӑ курка ячӗ. Хурӑнкассисем, тав сире, илтрӗре, илтмерӗре?» — «Илтрӗмӗр, хапӑл кӗтни ҫавӑ пирӗн». — «Тав сана, Ташлама: ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша, ут туртайми урпа, ал ҫӗклейми хӑмла, ӗҫекен — путене, ӗҫейменни — карӑш. Ытах ӗҫсе ярайманни савнинчен уйрӑлтӑр».
737
Турӑпа патша сывлӑхне асӑнса ӗҫетпӗр. Ҫарӑк мар, арӑк мар, кулмалла мар, тутана шӑлмалла мар, кӗрекерен ҫӳлелле ҫӗклемелле мар. Кулакана, тутине шӑлакана, кӗрекерен ҫӳле ҫӗклекене ҫичӗ те пиллӗк чашкӑ сӑра ӗҫтермелле.
738
Тав сана, Турӑпа патша ташлами, ҫара ҫунана хурамаличчен хурамаламасӑрах пултӑр, куян урине кӑшӑлличчен кӑшӑлламасӑрах пултӑр. Ана тавра аки, ҫаран тавра ҫави, ут туртайми урпа, ар ҫӗклейми хӑмла, турат куҫӗ куркипе, тумла шывӗ сӑрипе пур тӑвана кӑмӑллӑ тӑвас тесе калатӑп.
739
Ташлама курки панӑ чухне туптармӑш, шахвӑрт сӑмах калаҫҫӗ. Тӳрех тӗрӗс калаканнине пӗр курка анчах лекет, тӗрӗс кала пӗлменнине хистесех виҫӗ курка ӗҫтереҫҫӗ.
— Ҫӳл тӳпере ҫич ҫӑлтӑр! Хӑш ҫӑлтӑрӗшӗн шанк! тӑватӑн?
— Алтӑр ҫӑлтӑр ана алӑкне пӑхса тӑтӑр! Ҫавӑншӑн алтӑр тытса кӗлӗ калатӑп!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен