Пилсемпе кӗлӗсем

Тав курки

 

716

Пӑтӑ тиркине тытни пӗр курка сӑра илет те кӗрекене тӑрса тӗпелте ларакансене калать: «Хурӑншуркассисем! Хуҫа калать: ятлӑ курка ярас тет; пуҫҫапса, тав туса ӗҫмелле, алӑ тытса, чуптуса уйӑрӑлмалла. Юрать-и?» — тет. Лешсем: «Юрать, юрать!» — теҫҫӗ.

Унтан алӑк патӗнче ларакансене калать: «Алӑк патӗнчи алпассем! Хуҫа калать: ятлӑ курка ярас тет; пуҫҫапса, тав туса ӗҫмелле, алӑ тытса, чуп-туса уйӑрлмалла. Юрать-и?» — тет. Ҫынӗсем: «Юрать, юрать!» — теҫҫӗ.

«Тав сире эппин!» — тет те сӑрине ӗҫсе парать. Унтан ҫав куркана тултарса хуҫине тыттарать те хӑй ӳксе пуҫҫапать. Хуҫи: «Тав сана!» — тет те сӑрине ӗҫет.

Пуҫҫапаканӗ тӑрать те курки ҫине сӑра тултарса хӑй илсе ӗҫет. Унтан каллех хуҫине парать.

Хуҫа куркана арӑмне парать те арӑмне пуҫҫапать. Арӑмӗ упӑшкине пуҫҫапать. Ҫапла вара кил хуҫипе арӑмӗ хире-хирӗҫ пуҫҫапса чуптусан арӑмӗ куркана пӗр ҫынна тав туса тыттарать, ӑна ӳксе пуҫҫапать.

Ҫынӗ хӑй ҫумӗнче ларакана тав туса ӗҫет. Хай хуҫа арӑмӗ пуҫҫапса тӑрать те леш ҫынӗпе алӑ тытса чуптӑваҫҫӗ.

Ҫав курка ҫине каллех сӑра тултарать те хай ҫын, хӑй тав тунӑ ҫынна куркана тыттарса ӑна пуҫҫапать. Леш тата хӑй ҫумӗнче ларакана тав туса ӗҫет. Пуҫҫапаканӗ тӑрать те хӑй пуҫҫапнӑ ҫынпа алӑ тытса чуптӑваҫҫӗ. Вӑл ҫынӗ хай тав тунине пуҫҫапать. Курка тытни ҫумӗнчине тав туса ӗҫет. Ҫапла вара йӗркипе, ҫын пӗтичченех, тав туса ӗҫсе пуҫҫапаҫҫӗ. Пурте ӗҫсе пуҫҫапса тухсан куркине пӑтӑ тиркине тытса чӳкленӗ ҫынна кайса параҫҫӗ. Вӑл вара татах пӗр курка сӑра тултарса илет те кӗрекене тӑрса тӗпелте ларакансене калать:

«Хурӑншуркассисем! Сире пурне те ятлӑ курка тиврӗ-и? Кама тивмен, хам пата килӗр, алӑра курка пур!» — тет. Ҫынӗсем: «Тиврӗ! тиврӗ!» — теҫҫӗ.

Унтан алӑк патӗнчисене калать:

«Алӑк патӗнчи алпассем! Сире пурне те ятлӑ курка тиврӗ-и? Кама тивмен, хам пата килӗр, алӑра курка пур!» — тет. Лешсем: «Тиврӗ! тиврӗ!» — теҫҫӗ.

«Тав сире, эппин!» — тет те сӑрине шалт хурать.

Тав куркине ятран турӑсене-ырӑсене палӑртса та, уйрӑм ҫынсем пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ тав туса та параҫҫӗ. Тав куркин халичченех упранса юлнӑ пӗр тӗслӗхӗ.

717

— Тав сана, вӑртахӑм! Малашне те пӗрле пурӑнмалла пултӑр!

— Сав мана! Эпир нихҫан та татӑлман, яланах пӗрле пуласчӗ!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр