Пилсемпе кӗлӗсем

Мунчана тасатса хӑварнӑ чухнехи

 

757

Мунча ырри, мунча ийи! Вӗри пулчӗ, тутлӑ пулчӗ, ватти-вӗтти тасалчӗ, ҫуталчӗ. Сире тав! Халь ӗнтӗ эсӗр те канӑр.

Вут амӑшӗ, шыв ашшӗ! Ӑшши пулчӗ, пӑшши пулчӗ. Ватти-вӗтти тасалчӗ, ҫуталчӗ. Сӗрӗм тавраш тивмерӗ. Халӗ ӗнтӗ эсӗр те канӑр.

Мунча хуҫи, мунча сыхчи! Инкек-синкеке сирӗр. Шӑнса ҫӳрекене хӗрхенӗр, ырра кӗтекене ӗненӗр, алӑка питӗрсе ан ларӑр. Халӗ ӗнтӗ эсӗр кунта юлатӑр! Мунча ӑшшине упраса тӑрӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр